Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир ҫапла калатпӑр: ҫын ҫине хӑйне пуянлатмалли хӗҫпӑшал ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхакан общество — этемлӗхе хирӗҫ пырать, вӑл пирӗншӗн тӑшманла пулса тӑрать, эпир унӑн икӗ питлӗ те ултавлӑ моралӗпе килӗшме пултараймастпӑр; вӑл ҫын ҫине намӑса пӗлмесӗр йӗрӗнсе тата ҫав тери хӗрхенӳсӗр пӑхни — пирӗншӗн юрӑхсӑр, эпир ҫавӑн пек общество ҫынна ӳт-пӳ тата мораль тӗлӗшпе чуралантарса пыракан пур йӗркене те хирӗҫ, ҫынна харпӑр интересӗсемшӗн уйӑрса, вакласа пымалли мӗнпур мая хирӗҫ кӗрешес тетпӗр, кӗрешетпӗр те.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кашни прокламациех пасарта, лавккасенче, прислугӑсемпе ремесленниксем хушшинче нумай калаҫтарчӗ; хулара пӗр-пӗр ҫынна тӗрмене тытса каймассерен ҫав ҫынна мӗншӗн тытса кайни пирки шикленсе, иккӗленсе, тепӗр чух ӑнланса илмесӗрех ун майлӑ пулса калаҫаҫҫӗ.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем салат ҫирӗҫ; апат ҫисе ларнӑ чух Софья ссылкӑран тарнӑ ҫынна хӑй мӗнле кӗтсе илсе вырнаҫтарни ҫинчен, шпионсенчен епле хӑрани, кашни ҫыннах шпион вырӑнне шутлани, ҫав тарса килнӗ ҫын хӑйне мӗн тери кулӑшла тыткалани ҫинчен кула-кула каласа кӑтартрӗ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эсӗ паян кайса калатӑн, тейӗпӗр, вара, ыран мӗн те пулин пулсан, вӗсем пилӗк ҫынна мар, аллӑ ҫынна хупса лартаҫҫӗ!Ты сегодня явишься, а завтра, пусть что случится, они не шесть, а шестьдесят человек заберут!
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Фроська ҫавӑн пек ҫынна кӗтнӗ, ҫав хӑй кӗтекен ҫынна пачах ун майлӑ мар Петр хӑйпе улӑштарма хӑтланса пӑхнипе Фроська Петра курайми пулнӑ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫынна хӗрхеннӗшӗн вӑл тахҫанах Валентинӑна, хытӑ кӳренсе, «сӑрнай» ят панӑччӗ, Василиса карчӑка ятласа тӑкнӑччӗ, анчах халӗ ӗнтӗ вӑл хӑй те ҫынна ҫавӑн пек хӗрхенме пуҫланӑ, ку хӑйне кирек мӗнле ӗҫре те кансӗрлесе пынине вӑл туйса тӑнӑ.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Килнӗ ҫынна, тӗрӗслемен ҫынна, ытлах шанма ҫук.Тоже не особо приходится полагаться на пришлого, непроверенного человека.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Тата ӳлӗмрен эпӗ сиртен, пане капитан, ҫавӑн пек ответсем илтем мар… ҫынни халь те мӗкӗртет, а эсӗр — ҫав пӗр ҫынна та тытаймарӑмӑр, тенӗ пеккисене.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӗсем вӗт хӑйсен кӗмӗлне, ылтӑнне, ниме тӑман хучӗсене, пур тӗрлӗ ирсӗр ялалисене, ҫынна алӑра тытса тӑма ирӗк паракан япаласене сыхласа усрасшӑн пурне те, пур ҫынна та пӑчӑртаса лапчӑтаҫҫӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑвалӑх ҫыннине, Америкӑри пурнӑҫ тата кунти общество тытӑмӗ пирки хӑй мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех килӗшсе калаҫнӑ ҫынна аран-аран палласа илнӗ.
XXXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ку ҫи-пуҫпа вӑл пӗртте рабочи пек курӑнман, Хӑвалӑх ҫыннине вӑл каллех вагон ҫинче курнӑ ҫынна аса илтернӗ.
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем унта пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пулнӑ, вӗсем хӑйсене кунта хӑрушсӑрлӑхра туйса, паян мӗн пулса иртни ҫинчен сӳтсе явнӑ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Тата тепӗр кӗтесрен пӑрӑнсан, вӑл ҫав ҫынна хӑваласа та ҫитнӗ, анчах ку ҫӗршывра ҫыннисем те, ҫурчӗсем те пӗр пекех.
XVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Типтерлӗ те яка тумланнӑ нимӗҫсем хушшинче ҫакӑн пек кушӑрка ҫынна курсан, пирӗн туссене темӗнле палланӑ ҫынна курнӑ пекех туйӑнса кайнӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫав каҫ вӗсем ҫапах та салтаксене пурне те апат ҫитерчӗҫ, апла пулсан, полк командирӗ пӗр-ик ҫынна шеллеменни ҫӗршер ҫынна ырлӑх кӳнӗ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Нумай чухне ҫакӑн пек пухӑва райком представителӗ колхозниксем куҫпа та курман ҫынна илсе пырать те сехечӗпех ӑна апла та капла каласа мухтать, унӑн ырӑ енӗсене, пуррине те, ҫуккине те, каласа тухать, тӗрессипе, ҫакна тумах та кирлӗ мар ӗнтӗ; райком авторитечӗ унсӑрах пысӑк, вӑл сӗнекен ҫынна вӑрттӑн сасӑласан та, уҫҫӑн сасӑласан та — пур пӗр суйлаҫҫӗ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Манӑн кимме курсан, тухтӑр ӑна мухтамарӗ: пӗр ҫынна юрать пулӗ те, икӗ ҫынна чӑтаймасть ку терӗ.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вунӑ ҫынна яхӑн хӑйсен виски кӗленчисене туртса кӑларчӗҫ те ҫак ҫынна хӑналама тытӑнчӗҫ.Человек десять вытащили свои бутылки с виски и принялись его угощать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр: ҫынни ҫивӗч, ӑслӑ, хӑй тӗллӗн ҫынна тухнӑ, икӗ кӗпӗрнере ӗҫленӗ…Посудите сами: человек бойкий, умный, сам собою в люди вышел, в двух губерниях лямку тер…
XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл Еленӑпа юнашар хуллен утрӗ, мелсӗррӗн яра-яра пуҫрӗ, ун аллинчен те мелсӗррӗн тытса пычӗ, хушӑран ӑна хул-пуҫҫийӗпе те тӗрткелесе илчӗ, пӗрре те ун ҫине пӑхмарӗ; анчах вӑл, ирӗккӗн пулмасан та, ҫӑмӑллӑн калаҫрӗ; вӑл ахаль сӑмахсемпе те тӗрӗс сӑмахларӗ, унӑн пӗрре йывӑҫ вуллисем ҫине, тепре хӑйӑр сарнӑ сукмак ҫине пӑхакан куҫӗсенче кӑмӑлӗ ырӑ туйӑмпа ҫӗкленни палӑрса тӑчӗ, лӑпкӑ сассинче вара хӑй шухӑшне урӑх ҫынна, хӑйшӗн хаклӑ ҫынна, каласа пама май килнӗшӗн хавасланни илтӗнчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.