Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫхи сменӑран таврӑнсан та вӗсем ҫывӑрма выртман, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре вӗсем яланах таса пӳлӗмре ҫывӑратчӗҫ.
«Эсӗ фронта мӗнпе пулӑшрӑн» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ачасем ӗнтӗ ҫывӑратчӗҫ, Софья Ивановнӑпа Наташа кӗпе-йӗмсемпе аппаланатчӗҫ, Лена вара, чей чашкисене ҫӑваканскер, хӑйсем патне шакканине часах туйса та илеймерӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кӑшкӑрса вӑратасшӑн пулмарӑм ӑна эпӗ: иртерехчӗ-ха, пӳртрисем те пурте ҫывӑратчӗҫ пулмалла.Громко звать его мне не хотелось: было еще довольно рано, и в доме, как видно, все спали.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вагонрисенчен нумайӑшӗ ҫывӑратчӗҫ.
Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.
Анчах ту хысакӗпе унӑн тухма-кӗме ҫук тӑррисем, хӑйсен ал тӗкӗнми пӗркенчӗкӗпе витӗнсе, шӑппӑнах ҫывӑратчӗҫ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ыттисем пурте ҫывӑратчӗҫ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Окреҫтӑвкомӗн икӗ хутлӑ аслӑ ҫуртӗнче (ун чухне эпӗ ҫавӑнта пурӑнаттӑм) пурте ҫывӑратчӗҫ ӗнтӗ, пӗр эпӗ пурӑнакан пӳлӗм кантӑкӗнчен тухакан ҫутӑ ҫеҫ ҫул хӗрринчи юрпа витӗннӗ ҫинҫешке йывӑҫсем ҫине ӳкнӗччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
5. Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ, 6. яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ; 7. Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ; 8. Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2