Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ, мана тытса тӑраканни, питӗ ырӑ кӑмӑллӑскер, иртнӗ ҫул унӑн ман пек арҫын ача вилнӗ, тет, ҫавӑнпа мана ҫавнашкал пӑтӑрмаха лекнӗшӗн вӑл питӗ хӗрхенчӗ; вӗсем ылтӑн курнипе тӑнӗсене ҫухатсах тупӑк патнелле ыткӑнсан, вӑл ман алла вӗҫертрӗ те: «Чуп хӑвӑртрах, унсӑрӑн сана ҫакса вӗлереҫҫӗ!» — терӗ.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хутортан тепӗр куннех кайма пулатчӗ-ха, анчах Стерлядников тытса тӑчӗ: аманнӑ ури ун пушшех те хытӑ ыратма пуҫларӗ, ирхине суран хӗррисем хӗрелсе тухрӗҫ те, каҫалапа пӗтӗм пӗҫҫи-каҫҫи шыҫса кайнипе, тӑн ҫухатсах минресе выртрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗлӗнсе кӑна хыттӑн: ҫак кӗреш пек мӑнттай, вӑйлӑ, тискер кайӑклӑрах ҫыннӑн калама ҫук пысӑк ирӗкӗ пӗтӗм полка хӑй хыҫӗнчен илӗртме пултарчӗ, вӑл ӑна аялта ҫаврӑнса тӑракан темле ҫаврака шӑтӑкалла сӗтӗрсе кайрӗ-кайрех, ҫав ярханахсӑр, тытамакла ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче вара Осадчий вӗҫӗмсӗрех, хирӗҫлӳпе килӗшменлӗх шыранӑ евӗр, сӗмсӗрле хатарлӑхпа, намӑсне ҫухатсах, вилнӗскерӗн ятне ниҫта шӑнӑҫман сӑмахсемпе тылларӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шӑп та шай темиҫе куна тӑсӑлакан уяв килсе ҫитрӗ, ҫав кунсенче вӑл пухура тӑтӑшшӑн пуҫ ҫухатсах картла вылярӗ те хӑрушла нумай ӗҫрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йытӑсем унӑн сехрине хӑпартнӑ пулмалла, ҫавӑнпа вӑл пусӑ урлӑ тӑнне ҫухатсах сикнӗ.Не иначе — разжелудили его эти собаки так, что он без ума летел через этот колодезь.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Урапа йӗрри лакӑмӗсенче тӑпра сӑрхӑнтарса илеймен ҫумӑр шывӗ халӗ те кӳлленсе тӑрать-ха, анчах Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, тирексенчен те ҫӳлерех, ирхи шупка-хӗрлӗ тӗтре ҫӗкленчӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫуса тасатнӑ пек курӑнакан йӑлтӑртатми тӗксӗм-кӑвак тӳпере тул ҫутӑлнӑ тӗле пытанса ӗлкӗреймен ҫамрӑк кӗмӗл уйӑх ҫутӑ тӗсне ҫухатсах пырать.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1
- 2