Поиск
Шырав ĕçĕ:
Саша вилни йывӑр хуйхӑ, анчах ҫапах та хӑй пуррине, пурнӑҫа юратнине ҫухатмасть, хӑйӗн хуйхине ҫынсене кӑтартасшӑн мар.
Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576
Кольпоскоп специалистсене ир пулакан тапхӑрта чире курма май пани те пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӳкерчӗке 10-40 хут пысӑклатать, пахалӑхне нимӗн чухлӗ те ҫухатмасть.
Краснокама районӗнчи ял поликлиникинче нацпроект енӗпе ҫӗнӗ кольпоскоп илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3755482
«Лаша пуласси тихаран, ҫын пуласси ачаран паллӑ» ваттисен сӑмахӗ хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмасть.
Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/
Ҫапла вӑл тулашри хутлӑхран сахалтарах витӗм кӳрет, тавар тӗсне те, хӑйӗн пахалӑхне те ҫухатмасть.
Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055
Ҫын тӳрех вилмест, тӑнне те ҫухатмасть, вӗҫӗ-хӗррисӗр тертленет кӑна.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайӑк пек пурӑнать вӑл, ҫын сӗтелли ҫинчен, ҫын аллинчен ҫисе пурӑнать, ҫапах хӑйӗн чун хавалне, иксӗлми оптимизмне ҫухатмасть.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кулленхи пурнӑҫра «турӑ чурисене» пӗр-пӗринчен уйӑрса, хирӗҫтерсе яракан мул «турӑ ҫуртӗнче» те хӑйӗн хӑватне ҫухатмасть иккен.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Паянхи кун та вӑл ҫивӗчлӗхне ҫухатмасть.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar
Магмечӗ ҫапах та хӑйне кура тӗреклӗ, пӗрре те тайкаланмасть, тӑнне те ҫухатмасть.
3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑвалаканни чееленме шухӑшлать: малтан вӑл алли-урисене хӑнӑхтарать, вӑйне упрать, васкамасть, ҫав вӑхӑтрах Ухтивана та куҫран ҫухатмасть.
Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хуплура вӑл исленсе каять, анчах лечрешкеленмест, сӗтекне те пӗртте ҫухатмасть.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫулӗ те унӑн ҫирӗмрен иртнӗ, малти сылтӑм ури уксахлани те кӑшт палӑрать — ҫапах та кӗлетки чипер: мӑйне кукӑртса тытать, пуҫне, мухтанса пек, сылтӑм еннелле пӑрса чупать — хуҫин сылтӑм аллинчи тилхепине куҫран ҫухатмасть, вӑл чӳхенсенех, лапчӑнса юртать.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тутӑсӑр, шӑршӑсӑр ҫак шӗвек пӑнчӑ хӑвармасть, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑйне ҫухатмасть; хӑйне парӑннӑскер — вӑл пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех тӗссӗр юлать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Вӑл ютшӑнчӑк кӑмӑллӑ, хӑйне мӑнна хуракан ҫын пулма кирлӗ, вӑл нимӗн те ҫухатмасть, — хӑйӗнпе хӑй калаҫрӗ Гнор.«Это должен быть очень замкнутый и высокомерный человек, ему терять нечего», — сказал Гнор.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫапах та шанӑҫа ҫухатмасть вӑл — хӗр чӗри патне ҫул шырать.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Пуля хӑйӗн вӑйне мӗн ӳкичченех ҫухатмасть.
Пемелли патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӑл эсир мӗн каланине итлет, вӑл сирӗн сӑмахӑрсемпе пӗтӗмпех килӗшет, анчах ҫапах та хӑйӗн танлӑхӗн сисӗмне ҫухатмасть, вӑл хӑй те, май килнӗ чухне, хӑйӗн шухӑшне каласа пама пултарасси ҫинчен сире асӑрхаттарассӑн пек тӑрать.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ҫапах та шӳлкеме ҫыххийӗн тӗрри хӑйӗн пӗр пӗтӗмлӗхне ҫухатмасть — ҫавӑ чи пахи.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Выҫӑхса ҫитнипе, сӑртсем тӑрӑх кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр тӑвалла е анаталла утса халтан кайнипе ҫынсем тӑнран тухаҫҫӗ, анчах рота хӑйӗн ҫапӑҫури пултарулӑхне пурпӗр ҫухатмасть, вӑл тӑшман патне тискер кайӑк пек йӑпшӑнса пырать те унӑн колоннисене аркатса, ҫӗмӗрсе тӑкса малалла каять, каллех тӑшмана тапӑнать, ывӑнса ҫитнӗ пулин те, рота тӑшман умӗнче пуҫне пӗкмест, хӑйӗн вӑйне тата та ытларах кӑтартать.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта нимӗнле секрет та калаҫман эпир, анчах ҫакна ӑнлан: ҫӗнтерӳллӗ ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра кӑна хӑюлӑхне кӑтартакан чӑн-чӑн боец мар-ха вӑл, кам вӑхӑтлӑха ӗҫ ӑнман пирки каялла чакнӑ вӑхӑтсенче те тата инкек тӳснӗ вӑхӑтра та хӑйне хӑюллӑ тытать, кам пирӗн ӗҫ ӑнӑҫман чухне, тӑшман ҫитӗнӳсем тунӑ чухне аптраса ӳкмест, кам чи йывӑр самантра та сехӗрленсе ӳксе шанчӑка ҫухатмасть, ҫав чӑн-чӑн боец…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.