Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, поэт сӑмахӗпе каласан, темиҫе асап витӗр тухса, вӑйне ҫухатмарӗ, халь те пулин ҫирӗп, кӑвартан таса.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Сантӑркка ҫинчен персе ярасран шикленсе ларчӗ Ҫимунӗ, анчах хӑтӑшӗ, хӗрнӗ пулин те, ӑсне ҫухатмарӗ, пӗрмай Иванӗпе мухтанчӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ватӑлсан та, ӑстӑнне ҫухатмарӗ тӗреклӗ кӗлеткеллӗ амӑшӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
…Платун пуҫ шӑмми халь ҫурӑлас пек шӑтӑртатрӗ пулсан та, ӑстӑнне ҫухатмарӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫаврӑнса пӑхма хӑрарӗ пулин те, ҫакна пуҫӗнчен ҫухатмарӗ: мӗнле те пулин тарса хӑтӑлмалла.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Прохоровӑна аван мар пулни уҫҫӑнах курӑнчӗ, вӑл кашт ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ, ҫавӑнпа та ӑна ҫакӑн пек чух пӗччен хӑварма ниепле те юраман.
8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӑна пуҫӗнчен темскер ҫапрӗ, вӑл самолетран тухса ывтӑнчӗ, анчах тӑнне ҫухатмарӗ, вӑрманалла чупрӗ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хӑйне епле йывӑр пулсассӑн та Асмантей тӑнне ҫухатмарӗ.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сулхӑн шывра чылай вӑхӑт пулнипе Аркадие сивӗ ҫатӑрах витӗрлерӗ, ҫавна пулах тӑваттӑмӗш ҫынна хӑпартнӑ хыҫҫӑн, лӑм пулса, каччӑ кӗҫ ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Паллах, ку хыпар та Ула Тимӗр чун-чӗрине ҫур ӑшши кӳмерӗ, ҫав хушӑрах вӑл пач хуҫӑлса та ӳкмерӗ, шанӑҫа та ҫухатмарӗ — Ш.-ри вӑтам шкулта вӗсем Полинапа каллех пӗрле пулӗҫ-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Нимӗн те астумасть-ҫке Андрей, Ҫук, ҫук, ыратнипе тӑнне ҫухатмарӗ вӑл, ытла та кӗтмен ҫӗртен пулса тухнипе пулас, пуҫӗ минресе кайрӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ку туйӑма вӑл каҫхине киле таврӑннӑ чухне те ҫухатмарӗ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл ҫынсем калаҫнӑран ҫак кун Сехре ҫинчен сӑмах нумай вакларӗ, ыттисемпе пӗрле ӑна вӑрҫрӗ, питлерӗ, ҫапах та пулӑшас шанчӑкне ҫухатмарӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Нумай пурӑнаймарӗ вӑл Хусанта, Али хан ҫыннисем кавар хыҫҫӑн кавар туса влаҫа каллех хӑйсен аллине илчӗҫ, анчах хан влаҫӗн техӗмне тутанса пӑхнӑ Магмет-Эминь хӑйӗн шанчӑкне ҫухатмарӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл пӗр пӗччен пулин те ҫула ҫухатмарӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пӗр Буратино кӑна пуҫне ҫухатмарӗ.
Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫаксем хыҫҫӑн уй-хир пӗрре те мӗскӗне юлмарӗ, хӑйӗн илемне ҫухатмарӗ, вӑл ӗнтӗ урӑх тум тумланнӑ.И совсем не хуже стало от этого в поле, оно не потеряло своей красоты, но оделось в новый наряд.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ҫӗнӗ лару-тӑрура, малашне мӗн тумалли паллӑ мар пулин те, вӑл лӑпкӑлӑха ҫухатмарӗ, мӗншӗн тесен, хӑй шутланӑ тӑрӑх, шӑлах мӗн кирлине тунӑ пек туйӑнчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шухӑшламасӑр вӑл пӗр хускану та тумарӗ, хыпаланмарӗ, ӑсне ҫухатмарӗ.В каждом его движении был смысл, он не суетился, не терял самообладания.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Трасса тӑрӑх ҫӳренӗ чухне начальник Либермана куҫран ҫухатмарӗ.За все время поездки по трассе начальник не упускал Либермана из поля зрения.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
- 1
- 2