Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сӑрт ҫинче тӑрса хура тӗслӗ е уйӑх кӗмӗллентернӗ ҫутӑ сӑнлӑ Атӑл ҫинче кимӗ ясмӑк пек вӗлтлетнине, тата вӑл кимӗ ҫинчен пароход капитанне пӑхтарма сулкалакан фонарь ҫутти ҫине пӑхаттӑм та — хама ҫав тери чаплӑ вӑрттӑн ӗҫе хутшӑннӑ пек туяттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫав хушӑрах тата ҫил йывӑр пӗлӗтсене ҫурса таткаласа ячӗ, вара кӑвак та ҫутӑ тӳпе ҫинче хӗвелӗн кӗрентерех ҫутти ялтӑртатса илчӗ те — ӑна хаваслӑ тискер кайӑксем пӗр харӑс мӗкӗрсе, кӑмӑллӑ пичӗсем ҫинчи йӗпе ҫӳҫ-сухалӗсене силлентерсе йышӑнса илчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Доктор ҫутӑ рефлекторне ҫӗклерӗ; авӑнчӑклӑ кӗленче витӗр куҫа йӑмӑхтаракан сарӑ ҫутӑ пайӑрки агент куҫне хуптарчӗ.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӳлӗмре каллех ҫутӑ пулчӗ, лампа ҫутнӑ чухнехинчен те ҫутӑрахчӗ пулӗ.В комнате опять стало светло — светлей, пожалуй, чем было при лампе.
ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чӳречисем хӗвеле хирӗҫ; уҫса янӑ ҫӳхе шторӑсем витӗр чӑтма ҫук вӗри, ҫутӑ пайӑркисем пӗҫертеҫҫӗ, вӗсен ҫутти урайне сарнӑ ковер ҫине, мӑйӑр йывӑҫҫинчен эрешлентерсе тунӑ ҫырмалли пысӑк сӗтел ҫине, кӗмӗл тӗслӗ сарлака погонсем ҫине ӳкет.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫутӑ самаях вӑйланчӗ, вӗсем вара пӗрре хӑйсем ҫине ӳкекен ҫутӑпа лайӑххӑнах курӑнса, тепре хӑйсем хыҫҫӑн кӑмрӑк пек мӗлке хӑварса Герардо della nottl картининчи ҫынсем евӗр утса пычӗҫ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫӗрлехи сӗм тӗттӗмре икӗ вут ҫутӑ ҫеҫ курӑнаҫҫӗ: пӗр вут ҫутийӗ ҫыран хӗрринче, шурлӑхра ҫунакан вут пулнине пӗлтӗм, ун патӗнче пиратсем ӗҫкӗпе иртӗхеҫҫӗ; тепӗр ҫути, чӑннипе илсен, манран хупланса тӑрать: ку ман еннелле пуҫӗпе ҫаврӑннӑ карапӑн корма ҫинчи чӳречинчен курӑнакан ҫутӑ пулчӗ.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Яланхинчен ҫутӑ уйӑх ҫуттинче вӗсен, сывлӑш ҫинче ярӑнса пынӑ пек, чупакан лашисем те, юланучӗсен мӗлкисем те курӑнса кайрӗҫ.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Хӗрӗн чӗринче пулас телее именчӗклӗн шанни ҫутӑран ҫутӑ хӗмлене пуҫланӑ.В сердце девушки всё ярче разгоралась робкая надежда на счастье.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чиркӳ чанӗ ҫапса яни мӗнпур шыва пӗр хӑватлӑ хускавпа хумхатса янӑ, шыв вӑрахчен ярӑнуллӑн чӳхенсе тӑнӑ, унӑн варринче пӗр тӗлте ҫутӑ чӳхеннӗ, ҫав ҫутӑ вӑта ҫӗртен тӗттӗм инҫетелле сарӑлса пынӑ, унтан, шупкаланнӑҫем шупкаланса, ирӗлсе пӗтнӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Арӑмӗн вилӗмӗ Игнатӑн ҫӑра та тӗксӗм сухалне кӑвак пӗрчӗсем акса хӑварнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ унӑн куҫӗсенче темӗнле ҫӗнӗ ҫутӑ, ӑшӑ та ҫепӗҫ ҫутӑ палӑра пуҫланӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвел ҫуттинче унӑн хура тӗкӗсем пӗрре ҫутӑ кӑвак, тепре симӗс, тепре кӑн-кӑвак тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.В лучах солнца его черные перья отсвечивали то фиолетовым, то зеленым, то синим блеском.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫутӑ тӗшӗрен кӑшт аяккарах зодиак ҫунаттисенчен те шупкарах ҫутӑ спиралӗсем вырнаҫнӑ: хӗвелтен ывӑтӑнса ун тавра спутниксем евӗр ҫаврӑнакан вут океанӗсем.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑрмана эпӗ кӑвак ҫутӑ пулнӑ ҫӗрелле ҫитеттӗм, хатӗрсене майлаштарса лартаттӑм, тапӑсене ҫакса яраттӑм, вӑрман хӗррине выртаттӑм та ҫутӑ кун пулассине кӗтсе выртаттӑм.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӗнтӗ ҫывӑрмастӑм, вутӑ сарайӗнчи ҫурӑксем витӗр ман вырӑн ҫинелле хӗвел ҫуттин пайӑркисем пырса кӗнисене пӑхса выртаттӑм, ҫав ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнче темле ылттӑн тӗслӗ тусан ташлать, — вӑл тусан пӗрчисем юмахри сӑмахсем пек тупӑнаҫҫӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кунта та пысӑк ҫуртри пекех, пӗр чӳречере те ҫутӑ курӑнмасть, хура кантӑксем ҫинче уйӑх ҫеҫ тикӗс мар вилӗ ҫутӑпа йӑлтӑртатать.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Унтан вагонра ҫутӑрах пулать, кӑнтӑрлахи ҫутӑ электричество ҫуттипе хутӑшать те, ӑна пуҫӗпех пӗтерсе лартать.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Четыхер ун ҫинелле ӗненмесӗр пӑхса илчӗ, лампӑна сӳнтерчӗ, сарӑ ҫутӑ вырӑнне пӳлӗме ирхи сӑрӑ кӑвак ҫутӑ ҫапрӗ.Четыхер недоверчиво посмотрел на неё, погасил лампу, жёлтый свет сменился кисейно-серым утром.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗр ҫутӑ йӗрӗ те, пӗр ҫутӑ мӗлки, пӗр кӑвак пӑнчӑ та ҫук.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Пӑсӑк ҫанталӑкра та ҫумӑр пӗлӗчӗсем витӗр ҫутӑ нумай тухать, сывлӑш та кӗркуннехи пек кӑвак мар, шурӑ, ҫутӑ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.