Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫутта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Завьялова халӗ вӑл ҫак хӗре ӑшӑтса лӑплантарасшӑн, хуть те мӗнле хӑрушлӑхран та хӳтӗлесшӗн, ҫак сквертан, тӗттӗмрен ҫутта, унчченхи ӑнланмалла та мар ырӑ пурнӑҫалла илсе каясшӑн хуть те мӗн тума та хатӗр пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Наукӑна, хӑйӗн профессине чунтан юратакан ҫын, учитель пулма ӗмӗтленекен кашни ҫамрӑк П. О. Афанасьев кӗнекисем тӑрӑх ӑс-тӑн, пӗлӳ илме пултарать: вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе, ун ырлӑхӗшӗн пӗтӗм вӑхӑтне, халне, пурнӑҫне пама хатӗр пулнӑ.

Помоги переводом

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Диплом ӗҫӗ валли вӑл «Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсене ҫутта кӑларас система» ятлӑ тема суйласа илнӗ.

Помоги переводом

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах П. 0. Афанасьев чухӑнсен ачисене ҫутта кӑларасси ҫинчен ӗмӗтленнӗ.

Помоги переводом

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Октябрьти социализмлӑ аслӑ революци ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршыври ӗҫ ҫыннисем наука ҫитӗнӗвӗсене хӑвӑрт алла илме, вӗренсе хӑйсен пӗлӗвӗсене ӳстерсе пыма, ҫутта тухас ӗҫе анлӑн сарса яма чаплӑ майсем тупрӗҫ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫемьене упрама пире Иван Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр хушса хӑварнӑ.

Беречь семью завещал нам великий чувашский просветитель Иван Яковлев.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

— Тен, пире вӗлерме килекенсем юри ҫутта пӗтерчӗҫ?

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

— Ы-ый, ҫывӑрма та хӑратӑп ӗнтӗ халь, ҫутта ан сӳнтер-ха, — терӗ хӗр.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫутта сӳнтерсен, Славик тӗттӗмре чӗнтӗрлӗ аркӑллӑ шурӑ сорочка вӗҫҫӗн мӗлтлетнӗ кӗлеткене лайӑхах сӑнаса юлчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Общежитире вӗсем иккӗн анчахчӗ, ҫутта сӳнтернӗччӗ, тулта ҫумӑр шапӑртатса ҫӑватчӗ.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Чирӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ҫутта, сасӑ панине, хӑйне тытнине, лекнине те туйми пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Шӑпах вӗсем — Кирилпа Мефодий пӑлхар ҫутта кӑларакансем, славянсен пӗрремӗш азбукине тунӑ.

Помоги переводом

Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне ҫулсерен майӑн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... va-3270575

Ӗҫри тӑрӑшулӑхӗпе хастарлӑхӗшӗн Петр Николаева «РСФСРӑн халӑха ҫутта кӑларас ӗҫ отличникӗ» тата «СССРӑн ҫут ӗҫ отличникӗ» хисеп паллисем тата ытти чылай награда парса чысланӑ.

Помоги переводом

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Халӗ романтика хутшӑнӑвӗ валли тата ҫутта тухмашкӑн лайӑх тапхӑр.

Сейчас очень благоприятный период для романтических отношений или выхода в свет.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫуран ҫӳрекенсене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма, ҫав шутра ҫутта тавӑракан элементлӑ тумтир тӑхӑнма сӗнес килет.

Помоги переводом

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

«Иван Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан» тата ытти темӑна хускатрӗҫ тӗл пулура.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501

Ҫак уява чӑвашсене ҫутта кӑларакан паллӑ вӗрентекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Помоги переводом

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

«Иван Яковлевич Яковлев шурсухал, Турӑ панӑ сана ӑс-тӑн та вӑй-ха, Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларма, Тӗнче умӗнче паттӑрла палӑрма».

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Чӑваш Ен – ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсен ҫӗршывӗ, кунта кашниех хӑйӗн чун туртӑмне тупма пултарать тата халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев халалне асра тытса ӗҫлет, вӑл пире мирлӗ ӗҫӗн вӑйне ӗненме тата ӑна юратма хушса хӑварнӑ.

Чувашия – земля трудолюбивых и целеустремленных людей, где каждый находит свое призвание и ответственно трудится на благо общества, следуя заветам великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлева, который призывал нас верить в силу мирного труда и любить его.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней