Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫутатрӗ (тĕпĕ: ҫутат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паттӑр совет ҫынни Ю. Гагарин космонавт апрелӗн 12-мӗшӗнче тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленсе ҫӗр тавра вӗҫсе ҫаврӑннине те радио интереслӗ ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

«Январьти Пленум решенийӗсене пурнӑҫлар» ярӑмра йӗркеленӗ передачӑсенче промышленноҫ редакцийӗ хулапа ял хушшинчи ҫыхӑну ҫирӗпленсе пынине тӑтӑшах ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫтаппан шӑрпӑк тивертсе кӗтесе ҫутатрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур шӑрпӑк ҫутса урлӑ сакайне ҫутатрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштахран ҫеҫ акӑ кантӑксем витӗр хӑйи-хӑйми кӗрсе алтарь ӑшне ачашшӑн ҫутатрӗ, унтан кӑнтӑр енчи стенана асӑрхануллӑн сӗртӗнсе ӑшӑтма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Хӗвел майӗпен вӑрман хыҫӗнчен тухса ыраш хӑмӑлне ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Унтан вӑл чӳрече хупписене, рамисене, янахӗсене ҫутатрӗ, юлашкинчен мӗнпур виҫӗ чӳречерен те шала пӑхрӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Днепрогэсӑн токӗ совхозсене, колхозсене кайса вӗсене электричество ҫуттипе ҫутатрӗ.

Заработал Днепрогэс полным ходом, пошел ток по совхозам, колхозам и заработали на колхозных и совхозных полях электрические плуги.

Днепр ҫинчи электричество станцийӗ (Днепрогэс) // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Комендант кӗсьере чиксе ҫӳремелли хунарпа ҫутатрӗ те ансӑр урлӑ сак ҫинче ҫывӑракан икӗ летчике курчӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапах та тӗнчене чылай ҫутатрӗ вӑл.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӑмӑкне Саня кӗпе якаттарчӗ, хӑй ботинкипе ҫутатрӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Мӗтри хӑйӗн килтенех илсе тухнӑ апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине кравать айне хучӗ, кӑштах канса ларсан, кӗпе, шӑлавар улӑштарса тӑхӑнчӗ, пушмакне тасаткаласа ҫутатрӗ, вара, вӗри апатшӑн ӑшӗ йӑшкама пуҫласан, столовӑя анчӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кудряшов та пуҫне сӗлтрӗ, «эсир-ҫке ку», тенӗн йӑл кулса, тулли пит-куҫне ҫутатрӗ, унтан каллех бригадир куҫӗнчен пӑхрӗ — малалла итлес кӑмӑлпа ҫунса тӑнине систерчӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аҫупа пӗрле пулмасӑр! — сиксе тӑчӗ Ҫтаппан, питне-куҫне ялтӑр! ҫутатрӗ, пӗрре Улюк еннелле, тепре Надя умне чупрӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл кӑвак пурҫӑн кӗпе ҫинчен иртнӗ эрнере кӑна пин ҫурӑ парса туяннӑ ҫӗнӗ ҫӳхе пиншакне тӑхӑнчӗ, сарӑ туфлийӗсене бархатпа шӑлса ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑрки, пӗлӗт ҫине ӳксе, садри йывӑҫсене ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутӑ лаҫ урайне, стенисене ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑшт ҫеҫ, — хӑштик-хӑштик сывлакаласа, питҫӑмартине пӑч! пӑч! путаркаласа, пит-куҫне ӑш-пиллӗн ҫутатрӗ хӗр те.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сӑнне-питне пӗрре йӑлтӑр хӗвел шевли харсӑрланса ҫутатрӗ, тепре тӑхлан пӗлӗт хупларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурин сӑнне те телейлӗ, ачаш кулӑ ҫутатрӗ.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней