Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫил чечексен вӑррине вӗҫтерсе килет те, ҫав вӑрлӑх ҫуртсен тӑррине те ӳксе юлать.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫуртсен мӗлкисем ҫул ҫинче хура тӑваткалсем пулса выртнӑ, йывӑҫ мӗлкисем эреветлӗ тӗрӗсем пек эрешленнӗ, вӗсенчен хӑшӗ ҫӗр питне халсӑррӑн хыпашлакан ҫинҫе алӑсем евӗр курӑннӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуртсен тӑррисем кӗркуннехи илемлӗ уйсем тӗслех курӑнаҫҫӗ.Крыши жилищ были в том же пестром осеннем наряде, что и поля.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫулсем тӑвассипе, архитектура палӑкӗсене реконструкцилессипе, нумай хватерлӗ ҫуртсен капиталлӑ юсавӗпе ҫыхӑннӑ ансат мар ыйтусене татса паратӑр.
Строительсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/08/glav ... aet-s-dnem
Машина вара анлӑ урамсем тӑрӑх, йӗри-тавра ем-ешӗл йывӑҫ айне пулнӑ пуян ҫуртсен ҫумӗпе иртсе пырать, унтан Карача хули хӗрринче фабрика лартакан ют ҫӗршывран килнӗ инженер-господасен коттеджӗсен хушшипе иртет, кайран Клифтон-бич хӑйӑр сӑрчӗ ҫине йывӑррӑн хӑпарать, — ҫав хӑйӑр сӑрчӗ хыҫӗнче отлив вӑхӑтӗнче тӑвар шывӗпе исленнӗ тӗмескесем курӑнаҫҫӗ.
«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫав ҫуртсене тӑвакан архитектор ҫурта мӗнле планпа мӗнле материалтан тӑвасси ҫинчен шухӑшласа пуҫне ҫӗмӗрмен пулас; эсир ансӑр та вӑрӑм тӑм татӑкӗ илсе, хушшисене пӗр пек хӑварса, пуҫ пӳрнӗрпе шӑйӑрса паллӑ туса тухсан, шӑпах ҫав ҫуртсен моделӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Нимӗҫсемпе полицайсем, йӗр ҫухатнӑ йытӑсем пек, хула тӑрӑх чупкаласа ҫӳретчӗҫ, вара, вӑрҫа-вӑрҫа, ҫуртсен стенисем ҫумӗнчен листовкӑсене ҫурса илетчӗҫ.
Листовкӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Йывӑҫсен турачӗсене, ҫуртсен чӳречисене хулӑн пас тытнӑ.
Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пурте ҫывӑхарах пырса курасшӑн тӑрӑшнӑ, мыскараҫӑ тавра ункӑ пек тӑрса тухнӑ, хыҫалтараххисем чӗвен тӑрса пӑхнӑ, тенкелсем ҫине, сӗтелсем ҫине, пусмасем ҫине, ҫывӑхри ҫуртсен тимӗр решеткисем ҫине хӑпарнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ.
Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем ӗрчеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29332.html
Сӗвек ту ҫинчен айлӑмалла чие сачӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, тӗл-тӗл ҫеҫ вӗсен хушшинче шурӑ ҫуртсен стенисем палӑраҫҫӗ, тата ҫурта пек тӳрӗ те шӗвӗр тӑрӑллӑ топольсем хуран курӑнаҫҫӗ.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Хамӑрӑн ҫуртсен шӑплӑхӗнче пирӗн малашне тумалли ӗҫсен планне хатӗрлес пулать, вӑхӑт ҫитсен, ӑна ҫирӗп алӑпа пурнӑҫа та кӗртӗпӗр.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗрлӗрех ҫутӑ ҫуртсен сӗвек стенисене куҫкалакан мӗлкесемпе чӗртрӗ, чӳречесенче ҫиҫет.Красноватый свет оживил колеблющимися тенями покатые стены домов, мерцал в окнах.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тапӑнуҫӑсене Гусев йышлах мар ушкӑнсене пайларӗ, вара вӗсем ҫуртсен, палӑксен, йывӑҫсен хӳттипе куҫма пуҫларӗҫ.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Экран тӗкӗрӗ халӗ ҫап-ҫутӑ, марсиансен, чӗр чунсен, ҫуртсен, йывӑҫсен, савӑт-сапапа ытти хатӗр-матӗрӗн кӳлеписем ҫӳлтен аялалла куҫаҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Витӗр курӑнакан тӑрӑсен хыҫӗнчи башньӑсен ӗлкисене, сӑрӑ е хура-хӗрлӗ тӗслӗ ҫуртсен капламӗсене, пуҫсен ҫийӗнче куҫкалакан нумай-нумай ҫуната, тумсемпе чапӑрланнӑ, хумханакан лапама Гусев хӑпартланса сӑнать.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сӑртсен хыҫӗнче решеткеллӗ башньӑсен, картлашкаллӑ ҫуртсен ӗлкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗкленеҫҫӗ.За холмами вставали всё новые и новые очертания решётчатых башен, уступчатых зданий.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тӗкӗр ҫуталса кайрӗ, капмар ҫуртсен картлӑ-картлӑ ӗлкисем, хӗвел анас умӗнхи шуҫӑмпа ҫиҫекен чӳречесем, йывӑҫсен сулкашакан тураттисем курӑнаҫҫӗ, тӗттӗм пӳлӗмре ҫын ушкӑнӗсен уҫӑмсӑр кӗрлевӗ илтӗнет.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Нумай хутлӑ ҫуртсен кантӑкӗсем — хӑшӗ-пӗри ҫӗмрӗк, теприсене хӑмапа ҫапа-ҫапа лартнӑ — этем пурӑнманла туйӑнаҫҫӗ, — урамалла пӗр пуҫ та тухмасть те, пӑхмасть те.
Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.