Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫурса (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хуйхӑллӑ сасӑсем Чуна ҫурса йӗреҫҫӗ, Вӑйлӑ тӑвӑлпа пӗрле Таҫта ҫитех ҫитеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Ҫук, ҫук, ман ӗмӗте салатӗ, Ишсе антарӗ шанчӑка, Ҫурса суранлантарӗ, ватӗ, Кӑкармасассӑн анчӑка».

Помоги переводом

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӳрет, чупать ав йӑрӑ тилӗ, — Вӗт-шак, асту! ан пул анра, — Сыхланмасассӑн ҫитӗ вилӗм, — Ҫурса тӑкать пӗр самантра.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Никамран та мар, хӑйӗнчен мӑшкӑлласа ҫырнӑ пулсан та, Карачӑм вӗсене кула-кулах вуларӗ, унтан, ҫийӗнчех ҫурса тӑкса, татӑк-кӗсӗкӗсене йӗри-тавра сапаласа ячӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унсӑрӑн кремль тулашӗнче тӑракан хура халӑх аллине лексен ҫурса тӑкма та пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурса шӑпӑр шӑтӑкне ывӑтас-и ӑна?

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хаяр кӗрешӳре упа Иштереке кӑшт ҫеҫ хӑй айне туса ҫурса пӑрахмарӗ.

Помоги переводом

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк ҫак вӑхӑтра чунтан тулашнипе пӗтӗм шӑм-шакӗпе сиксе чӗтрерӗ, вӑл Урасмета тем каласа хӑртма, каласа хӑртма ҫеҫ-и — ҫурса тӑкма хатӗрччӗ, анчах ват ҫын мехелӗпе хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ, усалпа ҫыхланас темерӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса саламачӗ хӑрушшӑн малтан Ахтупай ҫурӑмӗ ҫине, унтан Ятламас ҫурӑмӗ ҫине вӑшлатса анчӗ, иккӗшӗн ҫара ӳтне те хӗҫпе каснӑ пек ҫурса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрин вӗҫне ҫурса пӗчӗк хӑйӑ татки чиксе лартнӑ.

Помоги переводом

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухайккӑпа ҫурса хӑварнӑ пит ҫинчи паллӑ халӗ те ыраткалать-ха.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кӑваркуҫ хӑйӗн кӗпине ҫурса, аманнӑ кӑкӑрне юн чарас тесе ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫар пикен сылтӑм аллинчи паллӑ, ункӑри хӗреслетнӗ ухӑ йӗпписем чунне ҫурса ячӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑвакан этеммин аллинчен тытса Танук-нойон лешӗн ҫаннине ҫурса ячӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Темле чуна ҫурса хӗрача сассипе макӑрни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫамрӑк хӗрсем те хӗрарӑмсем кӑна чуна ҫурса макӑрчӗҫ, анчах та ҫирӗп ҫыхнӑ вӗрен айккинелле тарма памарӗ, шыва сӗтӗрчӗ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашкӑр ҫилленсен ҫурса тӑкма та пултарать.

Помоги переводом

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тумтире ҫурса вӗри юна юхтарчӗ.

Помоги переводом

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара этемӗн куҫӗсем тискер мӗлкесенчен хӑраса хупӑнмаҫҫӗ, хаяррӑн ҫӗрлехи сывлӑша ҫурса ҫухӑрнӑ сасӑ этем чунне пӑркӑчлантарса хӑратмасть.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫулҫӑсем хушшинче кайӑк йӑшӑлтатсан тӗттӗмре, тискер кайӑк вӑйсӑртарах чӗрчуна ҫурса тӑкнӑ сасӑ-и, ҫакӑ ушкӑнӗ ҫӗрлехи вӑрман пурнӑҫӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней