Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫури (тĕпĕ: ҫура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйне кирек мӗнле ӗҫпе те интереслентерет: боецсем валли нускисем ҫыхать, тӗрлет, халӗ пахча ӗҫӗпе аппаланать, тата икӗ сысна ҫури туяннӑ.

Помоги переводом

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

«Немедленнӑ мана амантнӑ юнкера тупса парӑр, эпӗ ӑна пуҫхӗрлӗ ҫакса хуратӑп, вӑл, йытӑ ҫури, мана революци стройӗнчен кӑларчӗ, мана, большевикла генерал пулас ҫынна, амантрӗ!

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эх, эсӗ те ҫав, кушак ҫури, — кӑмӑлне ҫемҫетрӗ Апуҫ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӑмака ҫинче темле ҫинҫешке сасӑ илтӗнсе кайрӗ: ача сасси тесен, ача сасси пек мар, кушак ҫури тесен, вӑл та мар пек.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Маркел — саккӑрмӗш класра вӗренекен комсомолец, Архип Григорьевичӑн тӑван шӑллӗн ывӑлӗ, таҫтан овчарка ҫури туяннӑччӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвӗнче — пӗчӗк кушак ҫури.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Ҫапла сисмерӗм те, салонта тӑрук, каллех, кушак ҫури вӑйсӑррӑн нӑйкӑшни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Кушак ҫури маншӑн таҫта аякка тӑрса юлнӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Тем вӑхӑтран тӗттӗмри карта ҫумӗнчен кушак ҫури уйрӑлчӗ те эпир тӑракан чарӑну еннелле майӗпен нӑйкӑшса килчӗ.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Айккинче кушак ҫури мяуклатни ҫеҫ илтӗнет.

Помоги переводом

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Ҫав вырӑна ҫитсе чечек татма ҫеҫ пӗшкӗнтӗм, ман ума кашкӑр амипе пилӗк ҫури саркаланса ӳсекен утмӑлтурат хыҫӗнчен сикрӗҫ тухрӗҫ…

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Мораль кивви: ан пул Кушак ҫури!

Помоги переводом

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Кушак ҫури пур пирӗн…

Помоги переводом

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Эсӗ тата, эсрел ҫури, ҫав ханттарпа мӗн явкаланса ҫӳретӗн?

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Эсремет ҫури!

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Куҫне уҫайман сысна ҫури ӑнсӑртран вилсен те каҫару ҫук.

Помоги переводом

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Упа ҫури парнеленӗ чухне те: «Ӳстерсен ашне ҫурмалла пайлӑпӑр», — тесе хӑварчӗ.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сарайӗнчен упа ҫури пӑркаланса тухрӗ те вӗсем патнелле мӗшӗлтетрӗ, ларса урисене малалла тӑсрӗ.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑп ҫак самантсенче, тен, санӑн чее шухӑш вӗҫсе иртет — юратнӑ хӗршӗн, ывӑлсемшӗн лару-тӑруран тухмалли меслет, вӗсене валли аҫа ҫури тупасси.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, аташса кайнӑ йытӑ ҫури пек, пур ҫӗре те хӑйӗн сӑмсине чикесшӗн, — терӗ те Ваҫиле каллех шутлама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней