Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарса (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак тата: пирус тӗпӗнчи кӑварлӑ тапак Кӗркури халачӗ ҫине пӑтӑл-патӑл татӑлса ӳкрӗ те темиҫе тӗлте витӗрех ҫунтарса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Чунӑма ленчешкелентерсе, пӗр авӑк ӳт-тирӗме куҫа шартарса, ҫунтарса пӑхакан кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртсе, пиҫтерсе тӑтӑм, алла выляткаласа, карӑнса-тӑскаланса илтӗм, кукленҫи турӑм, вара, шыв патне ҫывхарса, урана Атӑла пусрӑм: сивӗрех те-ха…

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку та ҫитмерӗ: хӑйӗн путсӗр ӗҫӗн йӗрне-шывне май килнӗ таран суя ҫулпа ярас, пӑтраштарса, чӑлхантарса пытарас тесе вӑл хӗр виллине катари тип вара сӗтӗрсе кайрӗ те бензин сапса ҫунтарса ячӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аслӑ Шуйттан Ула Тимӗре ҫунтарса ярасла, хурахаяррӑн витӗрлесе илчӗ те ҫӗр ҫурасла ахӑрса кулса ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Гаража ҫунтарса ярасшӑн пулчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, вӑл пӗр авӑк студент-йӑтмарҫа авӑк куҫӗпе ҫунтарса тӑчӗ, сивӗ тара ӳкрӗ, анчах хӑй сас кӑларма мар, шӑл шурри те кӑтартмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫ ҫӑлкуҫне шалтан тан таптараканӗ, пурнӑҫ кӑвайтне сӳнме памасӑр типӗ, тӑн-тӑн хурӑн пуленкисем хурса, карлаттарса ҫунтарса тӑраканӗ вара каллех Полина пулчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчахрах тап-таса тӳпеччӗ, таҫтан хура пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн ҫывхарчӗҫ, хаяр аслати кӗмсӗртетме, ҫунтарса ярасла ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Намӑсланнипе ахаль те пӗҫерсе тӑракан питҫӑмартисене таса чӗрери вӗри юн пусӑмӗ татах та ытларах ҫунтарса, вӗтелесе ячӗ, ал-ура вӑйне туйми туса, пӗтӗм кӗлеткипе сарӑлчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗн калаҫса тӑмалли пур, айта, ним шутласа тӑмасӑр ӗҫлеме пуҫла, ҫапла вӗт, хӗрсем? — терӗ хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Зоя, вичкӗн куҫӗсемпе тантӑшӗсене ҫунтарса пӑхса.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн пӳлӗмӗнчен, спирт ҫунтарса метала ҫыпӑҫтарнӑ чухне, паяльник чӑшлатнӑ сасӑ ҫеҫ пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнсе тӑрать, алӑкран темле сывлама йывӑр йӳҫӗ тӗтӗм шӑрши тухать.

Оттуда то и дело доносились завыванье спиртового паяльника, а из двери валил удушливый, едкий дым.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мана ҫунтарса ярасла пӑхрӗ, — терӗ кулса Поля.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫакнашкал хӗрӳллӗ вутӑ пур ҫинче курак ҫаппи ҫунтарса пурӑнатӑр…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Асту, ҫунаттусене ҫунтарса ан яр, тесшӗнччӗ ҫеҫ эпӗ… хӑвна юратнипе…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах тӑшман самолечӗсем хулана пӗтӗмпех ишсе, ҫунтарса пӗтернӗ; сывӑ юлнӑ ҫынсем путвалсенче, ҫӗр пӳртсенче, хӳшӗсенче пурӑнаҫҫӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫунтарса эп хӑвартӑм Таврӑнас кӗпере.

Помоги переводом

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Лашасӑр килсем хӗлле пӳрте улӑм ҫунтарса ӑшӑтаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупсан, хӑйне те вута пӑрахса ҫунтарса ямалла та, — маларах тухса тӑчӗ ҫуркунне Панчука лаша сутнӑ Тевлеш.

Помоги переводом

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн чухлӗ ҫынна хур тумарӗ анат ҫармӑс мӑрси, Ту енче миҫе яла ҫунтарса ямарӗ ҫӗр ҫӑтманскер, ҫапах таппа лекрӗ-лекрех.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Часрах качча кайтӑрччӗ анчах, ман чӗрене ҫунтарса ан пурӑнтӑрччӗ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней