Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫунма (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Плитка вара каллех ҫунма тапратрӗ.

И плитка опять загорелась.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кнопкӑна пуссассӑнах хунар ҫунма тытӑнать.

Если кнопочку надавить, так фонарик зажигается.

Эпӗ чей ӗҫни тата шӑнкӑрав ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кӑвайт каллех ҫунма тытӑнчӗ, халь вӑл малтанхинчен те вӑйлӑрах хыпса илчӗ, пурин те каярах сиксе лармалла пулчӗ.

Огонь опять разгорелся, да так, что все отодвинулись.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тӗрмепе юнашар полици участокӗ ҫунма тытӑнчӗ.

Рядом с тюрьмой горел полицейский участок.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫунма тытӑннӑ кипке татӑкне сулкаласа, вӑл йӗпе штольнӑна кӑштах ҫутатрӗ.

Раздувая тлеющую тряпочку, он слегка осветил мокрый низкий свод штольни.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах сталеварсем хӑюллӑ ҫынсем иккен, — Кузьма Крючков та, патша та ҫитес ҫук вӗсене! — сталеварсем вут ӑшнех кӗрсе каяҫҫӗ, кам ҫинче те пулин кӗпи ҫунма пуҫласан, вӑл шыв тултарнӑ пичке патне чупса пырса ун ӑшне чӑмать, вара, унтан пӑсланса тухса, каллех кӑмакасене чугун ывӑтма тытӑнать.

Но сталевары были смелыми людьми — куда Кузьме Крючкову и даже царю! — они лезли в самое пламя, и, если на ком-нибудь загоралась рубаха, он окунался в бочку с водой и, объятый паром, опять спешил к печам.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Попилий центурион хӑйӗн отрячӗпе Геркулес шкулӗ патне васкаса пычӗ те, склад алӑкӗ ҫунма пуҫланӑ вӑхӑтра коридора кӗрсе, гладиаторсем ҫине дротиксем ывӑтма хушрӗ.

Поэтому Попилий поспешил к школе Геркулеса, бросился в коридор, где дверь оружейной залы уже начала пылать, и приказал метать в неприятеля дротики.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл, асӑрхаман пек пулса, вучаха тӳртӗн ҫаврӑнса выртать, мӗншӗн тесен унӑн пичӗ те, хӑлхисем те ҫунма пуҫлаҫҫӗ.

Он будто ненароком меняет позу, отворачивается от костра, потому что лицо и даже уши его начинают гореть.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫинҫе те типӗ туратсем, шӑрпӑк пек, хыпса илеҫҫӗ, унтан вара, пӑшлатса та чашлатса, хулӑнраххисемпе симӗссисем ҫунма пуҫлаҫҫӗ.

Сухие тонкие веточки вспыхивают, как спички, потом, шипя и постреливая, загораются толстые, зеленые.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫамрӑк патрицисен куҫӗсем курайманлӑхпа, ҫилӗпе, тавӑру вучӗпе ҫунма пуҫларӗҫ.

Ропот пробежал среди молодых патрициев, и глаза их засверкали ненавистью, гневом и жаждой мщения.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

«Ирӗклӗх!» тесе кӑшкӑрни Спартак сӑнне те ҫутӑлтарса ячӗ, унӑн та куҫӗсем ҫунма пуҫларӗҫ.

При возгласе «свобода» лицо Спартака прояснилось, глаза его загорелись.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кӗҫех акӑ тӳремсенче пуринче те кӑвайт ҫунма пуҫларӗ.

И вот, костры запылали на всех площадях.

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗлхем кӑлар та — кӑвайт ҫунма пуҫлать.

Высеки искру, — и запылает костёр.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑвайт ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ.

Костёр затрещал, разгораясь.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ унта темиҫе ҫӑлтӑр ҫунма пикенчӗ.

Несколько звёзд зажглось на нём.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем личнӑй пӳртсем пулсан та, ҫунма кирлӗ мар вӗсен.

Они хоть и личные, но гореть им пока еще не надо.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Эпӗ вуласшӑн хыпса ҫунма пуҫлани мана мӗн чухлӗ йывӑр хурлӑх кӑтартса пӑшӑрхантарнисем ҫинчен аса илсен, хурланмалла та, кулӑшла та туйӑнса каять!

И грустно и смешно вспоминать, сколько тяжёлых унижений, обид и тревог принесла мне быстро вспыхнувшая страсть к чтению!

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ те «ура» кӑшкӑрса хама-хам манса кайса вӗсемпе пӗрле чупаттӑм; параппанӑн усал ҫеммине итленипе эпӗ мӗне те пулин ишсе тӑкасшӑн, хӳме ҫӗмӗресшӗн, арҫын ачасене хӗнесшӗн вӗресе ҫунма пуҫлаттӑм.

Я тоже кричал «ура» и самозабвенно бежал с ними; злая трель барабана вызывала у меня кипучее желание разрушить что-нибудь, изломать забор, бить мальчишек.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Часах эпӗ те ҫав уксах хӗрачана май килнӗ таран час-часах курасшӑн, унпа калаҫасшӑн е ним чӗнмесӗр хапха ҫумӗнчи тенкелӗ ҫинче унпа юнашар ларасшӑн ҫунма пуҫларӑм, — унпала ним чӗнмесӗр ларни те лайӑххӑн туйӑнатчӗ.

Вскоре я тоже всеми силами стремился как можно чаще видеть хромую девочку, говорить с нею или молча сидеть рядом, на лавочке у ворот, — с нею и молчать было приятно.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӳртре шӑп, вучахри ҫунма пуҫланӑ тунката ҫинче ҫеҫ ҫулӑм чӗлхисем сике-сике илеҫҫӗ.

В хижине было тихо, только на тлеющей головешке вздрагивали неровные язычки пламени.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней