Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек шухӑшланӑ чухне унӑн кӑкринче юнӗ вӗриленсе вӗресе хӑпарать, вӑл ӑратлӑ урхамах евӗрлех сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хурса, шавлӑн хашкаса сывлать, вара, темле курман-пӗлмен инкек пуласса кӗттерекен шиклӗ, тӗттӗм туйӑмпа анӑрашса кайса, «ҫӑтмаха», Лодка патне, хӑйӗн чӗрине ҫывӑх тусӗ патне, хӑйӗн кӳренӗвӗсене сирмелли ҫӗрелле ҫул тытать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫут кӗрен тӗслӗ кушак клеверӗ ҫинче шыв тултарнӑ витресем лараҫҫӗ, вӗсене бук йывӑҫҫинчен якатса тунӑ хӑма татӑкӗсемпе витнӗ, витресен ҫумӗнче Катерина хӗвелпе пиҫнӗ тулли урисене тӑсса ларнӑ та, питрив шатиг чечекӗн ҫут сенкер ҫунаттисене чӗпӗтсе илет, хӑй тӑртаннӑ тутисемпе темӗн ҫинчен пӑшӑлтатать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пур ҫӗрте те халӑх, пур ҫӗрте те вут хунӑ, пур ҫӗрте те штыксем, мӗскӗн кайӑка ниҫта ларма та ҫук, ларсан урисемпе ҫунаттисене ҫунтарма пултарать.Кругом люди, кругом костры, везде штыки, и нет места птице, чтобы сесть и не зажечь лапы и крылья.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Клавӑн куҫхаршисем, пӗлӗтре кайӑк ҫунаттисене сарса пӑрахнӑ пекех, шурӑ ҫамки ҫинче сарӑлчӗҫ.Чёрные брови Клавы тревожно сдвинулись на белом лбу, как будто птица взмахнула крыльями в облаках.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Хӑш чухне «хурчкамӑр» Сталинград тӗтӗмӗн катрамӗсем ӑшне кӗрсе кайса ҫухалать те, «кунӑн ҫӑмӑл ҫунаттисене ӗнтсе илмерӗ-ши?» тесе пӑлханса шухӑшласа илетӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн хыҫра, таҫта инҫетре, тен, ятсӑр паттӑрсем сӑрт-тусене пещерӑсемпе халтӑлатса пӗтернӗ ҫӗртех пулӗ, ту хырҫисем тӑрринче, йӑрӑм-йӑрӑм ҫунаттисене сарса пӑрахса, сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ этем пуҫӗ пек, ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫакӑнса тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗчӗк ачан ҫунаттисене ҫитӗнтерес тесен, ӑна тӑватӑ таканпа та таканлатас тесен, аслисем тӑрӑшни, тертленни кирлӗ..
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫунаттисене тӳрӗрех тунипе, машина руле хускатнисене лайӑхрах итлекен пулнӑ.Крылья сделали более плоскими, и машина сразу стала легко отвечать на движение руля.
16. Кӳренмеллисем, савӑнмаллисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Вӑл, чул ҫине ларса, хӗрлӗ хура пӑнчӑллӑ ҫунаттисене пуҫтарчӗ те, малтанхи илемлӗхӗ ҫухалчӗ унӑн.Села на камень и сложила свои красные с черными крапинками крылья вместе, и сразу стала некрасивой.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кайӑк ҫунаттисене ҫапса вӗҫсе кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эпӗ унӑн хӗрлӗ ҫунаттисене те асӑрхаса юлтӑм.Я даже успел заметить, как чиркнули по воде красноватые плавники.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӗмӗсем хушшинчен пысӑк кайӑк, ҫунаттисене васкавлӑн сула-сула, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ.Из кустов взметнулась большая серая птица и, часто махая крыльями, поднялась над деревьями.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Электричествӑн пысӑк лампине пырса ҫапӑннипе ҫунаттисене ӗнтнӗ е вӑйсӑрланса ҫитнӗ симӗс лӗпӗшсем Кобзев картти ҫине, сӗтел ҫинчи хутсем ҫине пере-пере анаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вара шӑнкӑрч ҫунаттисене сарчӗ те, вӗлле тавра вӗҫсе ҫаврӑнса, малтанхи вырӑна пырса ларчӗ, пӗчӗккине каллех чи хитре кӗввипе йӑпатса хистеме тытӑнчӗ.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл, ҫуначӗсене хуллен кӑна вылятса, ҫӑрттанӑн ҫивӗч шӑллӑ карма ҫӑварӗ патӗнченех ишсе кайрӗ, ҫӑткӑн ҫӑрттан вара, ҫунаттисене каллех ҫӑмӑллӑн вылятса, хӑй умне сиксе тухнӑ пулла тӗкӗнмесӗрех шыв тӗпнелле чӑмса ҫухалчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗррехинче ҫапла, сунартан таврӑннӑ чух, Сашӑпа Витюшка ҫакна курчӗҫ: Вырка тӗлӗнче явӑнакан хӑлат аялалла, йывӑҫсем патне, чул пек вӗҫсе анчӗ те ҫав вӑхӑтрах, хура ҫунаттисене йывӑррӑн сула-сула, ҫӳлелле ҫӗкленме пуҫларӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫак самантра Галя ҫунаттисене сасартӑк ҫапса илчӗ те сасӑ пачӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Эпӗ ун ҫине ҫур минут пек пӑхса тӑрсан хӳрине, ҫунаттисене, куҫне туса хуратӑп та пирӗн умра вара…Я смотрю, думаю полминуты, потом пририсовываю плавники, хвост, чешую, глаз, и перед нами…
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫерҫисем вилес пек хӑраса ӳкеҫҫӗ: хӑшӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑр вӗҫсе каяҫҫӗ, теприсем ҫулҫӑ айне пытанаҫҫӗ, хӑйне паттӑр тесе шутлакан ҫерҫи чӗппи хӑй мӗн тунине те пӗлмесӗр, ҫунаттисене шалтӑр ярса, курӑк ҫийӗпе чупать.
Xӗлле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Акӑ, ҫав ӳпре чарӑнчӗ, карӑнать, пӗчӗк ҫунаттисене кӑларса саркаларӗ, ачаш та уяр куна хирӗҫ таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.