Поиск
Шырав ĕçĕ:
Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ватӑпа ҫамрӑкки, чун-чӗререн хыпса ҫунаканскерсем, хӑпӑл-хапӑлах шурӑ халатсем тӑхӑнчӗҫ те сестра хыҫҫӑн палатӑна кӗчӗҫ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Ҫӗрӗн улах кӗтесӗсене кӗре-кӗре курӑпӑр, хамӑра хамӑр тӗлӗнтермӗшсен ылтӑн тетелне ҫакланнӑ пулӑсем — пурне те пӗлесшӗн ҫунаканскерсем — евӗр курӑнӑпӑр.Мы посетим глухие углы земли и напомним самим себе любопытных рыб, попавших в золотые сети чудес.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Иккӗшӗ те пысӑк мар пӳлӗ (Радик пушшех те пӗчӗкҫӗччӗ), имшеркке, урамри тӗрле мыскарасемшӗн ҫунаканскерсем, вӗсем иккӗшӗ те нимӗҫсемшӗн урамра выляса ҫӳрекен ҫамрӑксем пекех туйӑнатчӗҫ, нимӗҫсем ҫав ҫамрӑксем ҫине шанмасӑр тӑма та пултарайман.
Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ун патне пуринчен ытла карчӑксем, ывӑлӗсем пирки хыпса ҫунаканскерсем, пынӑ, вӑл вӗсене улталанӑ, ҫаратнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Уйрӑмах куҫӗсем илемлӗ вӗсен, пысӑк шухӑшпа ялкӑшса ҫунаканскерсем, ӑмсанупа, кӗвӗҫӳпе, хаярлӑхпа тӗтреленменскерсем; нумай тӗрлӗ ҫын курнӑ Мария Александровна: полицейскисене те, жандармсемпе чиновниксене те, вӗсен пуҫлӑхӗсене те.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
- 1