Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӳмене пӗтӗмпех шуратса лартнине курсан, шуратнӑ ҫеҫ те мар, извеҫпе темиҫешер хут тӑрӑшса хулӑннӑн сӗрсе лартнине тата хӳме ҫумӗпе ҫӗр ҫине те шурӑ йӗр туртса тухнине курсан, Полли мӑнаккӑшӗ питех тӗлӗнчӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кӗтӗве хирӗҫ чупса каять те хӑйсен сурӑхӗсене ыттисем хушшинче палласа илет, кӗтӳ ҫумӗпе чупса пырать.Побежав навстречу стаду, узнает своих овец среди других, бежит рядом с стадом.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
Участокри милиционер кил карти ҫумӗпе иртсе пынӑ чух хапха ҫинчи автан ун пуҫӗ ҫине вӗҫсе ларать те таккама пуҫлать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Семен Васильевич туйи ҫине тӗренсе баллюстрадӑсем ҫумӗпе утнине час-часах кураттӑм.Часто видел как Семен Васильевич шагал опираясь на трость рядом с баллюстрадами.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Чӑнлӑ шывӗ Раккассине кӑнтӑр енчен ыталаса илсе Элшел ҫумӗпе явкаланакан Сӗвене юхса кӗрет.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Сывалсан Петюк районти пасартан таврӑннӑ чухне ҫулне кӗскетес тесе юнашар ял ҫумӗпе пынӑ.
Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Вӗсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑрта «Россвязь» «Ростелеком» ПАОпа пӗрле «Цифрӑллӑ танмарлӑха пӗтересси» программӑпа килӗшӳллӗн Интернет уҫлӑхӗпе усӑ курма май туса панӑ 2,5 пин ял-хула ҫумӗпе иртеҫҫех е кӗрсе тухаҫҫех.
Почта маркине ҫырава халалланӑ // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Чечек валли те вырӑн уйӑрнӑ: йӑрансен хушшинче, ҫӗрулми кассисен пуҫӗнче тӗрлӗ тӗсли ҫеҫке ҫурнӑ, хуҫисене кӑна мар, карта ҫумӗпе иртсе ҫӳрекенсене те савӑнтарать.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Вӑл мана тӗплӗн итлерӗ, хӑйӗн пӗрремӗш ҫумӗпе А.И.Григорьевпа /ҫар ҫынни пулнӑ, полковник/ паллаштарчӗ.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Стена ҫумӗпе е стена ҫумне ҫирӗплетекеннисем пӗр-пӗр ӑнӑҫсӑртарах курӑнакан хуралтӑна хупласа илемлетме меллӗ.Прикрепленные к стене или у стены очень удобны для скрытия украшением некоторых дефектов строения.
Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Сергей Геннадьевич район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Куликовпа, унӑн ҫумӗпе Лидия Никитинӑпа, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗпе Анатолий Прохоровпа «Новый путь» ял хуҫалӑхне ҫитсе курчӗҫ.
Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
13. Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫларӗ те, ӗнтӗ хамӑр ӗмӗтленни ҫитрӗ тесе, тухса кайрӑмӑр, Крит ҫумӗпе ишсе пытӑмӑр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑл Иерихон патне ҫывӑхарса пынӑ чухне ҫул хӗрринче пӗр суккӑр ҫын ыйткаласа ларнӑ; 36. вӑл хӑй ҫумӗпе халӑх иртнине илтнӗ те: мӗн ку? тесе ыйтнӑ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна сӑваплӑ лаптӑкпа тата хула ҫӗрӗпе юнашар, вӗсен икӗ айккинче, пай памалла, ҫав ҫӗр тухӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча, анӑҫ еннелле ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, вӑл йӑхсен ҫӗрӗ ҫумӗпе тӑсӑлмалла, ҫапла вара сӑваплӑ лаптӑкпа Турӑ Ҫурчӗ аслӑ пуҫлӑх ҫӗрӗн варринче пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тӑваттӑшӗ тавра та — хӳме, хӳме ҫумӗпе йӗри-тавра вучах туса тухнӑ.23. И кругом всех их четырех - стены, а у стен сделаны очаги кругом.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсен алӑкӗсем те ҫавсенни пекех, унта кӗмелли алӑк — хӳме ҫумӗпе тухӑҫалла каякан ҫул хӗрринчех.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ; 12. ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать; 13. унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать; 14. унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ольга Казарина тата Светлана Ульдина, Минзаит Зайнуллин медресере муфтин вӗренӳпе, ҫамрӑксен ӗҫӗсен ҫумӗпе Наил Ямалутдиновпа тӗл пулчӗҫ.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).
Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11