Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫукскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чӗлхи, ҫав тери тӗрӗс те хитрелетсе хуни-мӗнӗ ҫукскер, малтан мана темле лайӑх мар пекле тӗлӗнтерсе ячӗ, анчах хытса каланӑ сӑмахсем, ҫирӗппӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ фразӑсем чӗрене ҫав тери лайӑх пырса вырнаҫатчӗҫ, акробат-тӑвансен драми ҫинчен ҫав тери ӗненмелле каласа кӑтартатчӗҫ те ҫав кӗнекене килленсе вуланипе ман алӑсем чӗтретчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ Беридзене шыратӑп, мӗнле ҫын вара вӑл сирӗн, шыраса та тупма ҫукскер.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ҫав «каторга» тени темӗнле тӗксӗмскер, унтан хӑтӑлма ҫукскер иккенне ҫеҫ сӗмленнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Пысӑккисен пек тӳсӗмлӗх ҫукскер, унӑн пит-куҫӗ, ачанни пек, вӑл ҫак вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗр самантрах кӑтартать.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗнле сутмалли юмах ку, пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫукскер? йӗркеллӗрех каласа ӑнлантарасчӗ сан, ӑҫта шырамаллине тавҫӑртӑр хуть!— ывӑлӗ ҫухалса кайнине кура, хута кӗчӗ амӑшӗ.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Страницы:
- 1