Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку ӗнтӗ манӑн ҫитменлӗх пуль, анчах эпир ку ҫитменлӗхе сирӗнпе пӗрле тӳрлетӗпӗр.
Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Те ҫитменлӗх вӑл, те ҫитменлӗх те мар…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Тухтӑр мана калать: Ҫук, тет, шӑллӑм, санӑн организмри ҫитменлӗх, паллах, пысӑк мар, мӗн пурӗ те шӗвӗр пӳрнӳне кӑна татса кайнӑ, ҫынсем вӑта пӳрнепе те пеме хӑнӑхаҫҫӗ, анчах ҫакӑн пек ҫитменлӗхпе ҫар ретне яма закон ҫук», тет.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Темшӗн пурте чи малтан ҫитменлӗх шырамалла та ҫитменлӗх тупмалла тесе ӑнланаҫҫӗ.Все почему-то понимают так, что сначала надо искать недостатки и надо находить недостатки.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Кашни меллӗ самантрах председатель ӗҫӗнче ҫитменлӗх тупма, ӑна намӑслантарма хӑтланать», — шутласа илчӗ Петя.
VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Анчах, ман шутпа, пӗр ҫитменлӗх пур санӑн.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Вова Мамин пӗр ҫитменлӗх пур.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
— Пытармастӑп, пур манӑн ҫавнашкал ҫитменлӗх, нумаях пулмасть пуҫланчӗ вӑл, Алюна вилнипе ҫыхӑннӑ вӑл.
IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Йытӑ ҫук пирӗн кил хушшинче, ку пирӗн ҫитменлӗх! —
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
…Пирӗн шутпа, «Тилли юррисен», ӑна поэма тесе шутлас пулсан, пӗр ҫитменлӗх палӑрать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Акӑ тата тепӗр кӳрентерекен ҫитменлӗх.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Ку вӑл — пирӗн ҫитменлӗх.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Никам илтиччен калам: унӑн пысӑк ҫитменлӗх пур, вӑл ӗмӗтсӗртерех.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Петӗршӗн пулсан, Соньӑн пӗр ҫитменлӗх те ҫук пек.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫавӑ пирӗн пурнӑҫра пӗртен-пӗр ҫитменлӗх пупчӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Юлашки кунсенче ытлашши васкаса ӗҫленӗрен кун пек ҫитменлӗх сиксе тухасси паллӑ пулнӑ пулсан та, пурте шавлама-калаҫма, айӑплисене шырама тытӑнчӗҫ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Унӑн та, ытти ҫынсенни пекех, ҫитменлӗх пур, — хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшрӗ Миша.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Тата ҫакна вӑл лӑпкӑн, питӗ лӑпкӑн, нимӗнле хӑрушла япала та пулман пек, ахальтен ҫеҫ — темле пӗчӗк йӑнӑш, пӗчӗк ҫитменлӗх кӑна пулнӑ пек каларӗ.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ну, апла пулсан, манӑн тата тепӗр ҫитменлӗх ытларах пулать.
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Эсир ҫавна ҫитменлӗх тесе шутлатӑр-и?
9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.