Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫитерчӗ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑм ҫитерчӗ ҫакӑн патне, — сасӑ пачӗ бухгалтер.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль Вассана Якур пурӑнакан пӗчӗкҫӗ пӳрт умне илсе ҫитерчӗ.

Помоги переводом

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса калаҫӑва юриех ҫавӑн патне илсе ҫитерчӗ.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫулҫӳрев сукмакӗ пире те ҫав вырӑнсене илсе ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Вӑрах выртрӗ пулин те диван ҫинчен тӑма аран хал ҫитерчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Алеша «Шефер» станока майлаштарса ҫитерчӗ те: — Акӑ, кӗрлеттер — терӗ Маюка.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Сарай ҫумнех ҫитерчӗ, утмалӑх сукмак та юлмарӗ темелле: ҫумӑрта-мӗнре унтан иртнӗ чух, ана ҫине шуса каясран, хӑрах алӑпа сарай хӑмисенчен тытаттӑмӑр.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— «Повар темле какай ҫитерчӗ».

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Мӗтри чиперех малти ретри траншейӑна шуса ҫитсе салтаксене вӗри апат ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Кӗтме чӑтӑм ҫитерчӗ ӑна Чӗкеҫ, ытти каччӑсем илӗртни, умра-ҫумра явӑнса ҫӳрени пуҫне ҫавӑрса ямарӗ унӑнне.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Лашманов шухӑшне каласа ҫитерчӗ Серебряков.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Анчах Турунова кирлӗ мар чухнех хӳтӗлетӗн, — сӑмахне каласа ҫитерчӗ СУ начальникӗ.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫирӗплӗх ҫитерчӗ ҫав, маттур пулчӗ, — терӗ Анюк, ӑшшӑн кулкаласа.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамӑрӑн хула мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ансӑр урапа ҫулӗ вӗсене шыв арманӗ патне илсе ҫитерчӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Варламов ӑна пулах сарӑмсӑр инкек тӳсрӗ, анчах лешӗ, чеескер, мӗнпур айӑпа Пурхиле ҫине йӑвантарма ӑс ҫитерчӗ

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗн, Ренатӑн, кирек хӑҫан та пӗр сӑмах пулнӑ: «Упӑшка мана асаплантарсах ҫитерчӗ, унпа ӗмӗр ӗмӗрлеймӗп — уйрӑлатӑп!»

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗрмай запчаҫсем пирки хашкаса ҫӳремелле, пӗрмай механизаторсемпе вӑрҫмалла – йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑваттӑмӗшӗ кӑна уҫҫӑнрах калаҫма хӑюлӑх ҫитерчӗ:

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл кӳмене ҫул юппи таран тӗксе ҫитерчӗ те ывӑнса ҫитрӗ.

Она докатила коляску до перекрестка и выдохлась.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней