Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетет (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Каштан чечекӗн настойки /аптекӑра туянма пулать/ юн тымарӗсен, капиллярсен стенкисене ҫирӗплетет, тӑхасем пулса каясран хӳтӗлет, юна шӗветет, япаласен ылмашӑнӑвне /уйрӑмах холестерин ылмашӑнӑвне/ лайӑхлатать, тонуса ӳстерет, шыҫҫа хирӗҫле витӗм кӳрет.

Помоги переводом

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ачаллах вӑраннӑ пултарулӑх ҫитӗнсе ҫитсен профессие ҫаврӑнни, пурӑна киле ӑна урӑххипе улӑштарманни хӑех ҫак ҫыншӑн журналистика кун-ҫул тӗшшине тӗвӗлекен пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крым пирӗн, эпир пӗрле пулнине тата ытти факт та ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ӑшӑ энергийӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн 2,4-13,7% хакланать /пӗлме: Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ресурссемпе тивӗҫтерекен кашни организаци валли пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтассипе, унта вӗри тата сивӗ шыв парса тӑрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсене ҫирӗплетет/.

Тепло для жителей республики оценивается в 2,4-13,7% / к сведению: государственная служба Чувашской Республики по конкурентной политике и тарифам для каждой организации, снабжающей ресурсами, устанавливает тарифы на услуги отопления жилых помещений, подачи в них горячей и холодной воды, водоотведения.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Анатолий Валентинович, пӗтӗмӗшле практика врачӗ тени хӑйех врач амбулатори- йӗнче халӑха пур енлӗн йышӑннине ҫирӗплетет ӗнтӗ.

Помоги переводом

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Ачан тата амӑшӗн сывлӑхне сыхлани, ача сачӗсемпе шкулсем ҫӗклени, ача ҫуратнӑшӑн паракан сертификатсемпе, пособисемпе, амӑшӗн капиталӗпе тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене хӑват парать тата ҫирӗплетет. Пирӗн тӗллев: ҫитӗнӳсене никӗслесе ҫемье пуянлӑх-хаклавне тӗреклетесси», - палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗтӗмӗшле хаклава вара статистика ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Спорт сывлӑха ҫирӗплетет: ӑс-тӑна йӗркене кӗртет, кӑмӑла ҫӗклет, ӗмӗре вӑрӑмлатать.

Помоги переводом

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хальхинче те кун йӗркине Муркаш районӗнчи ҫамрӑксемпе тӗл пулассине кӗртни республика ертӳлӗхӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ вӑйне ӗненнине ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫакна ҫулсерен пирӗн республикӑна пин-пин турист килме кӑмӑл туни те ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Хӑш-пӗр критик республика Правительстви халӑха пулӑшу пама ытлашши нумай укҫа-тенкӗ ярать тесе ҫирӗплетет.

Некоторые критики утверждают, что Правительство республики направляет слишком много средств на поддержку населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней