Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗп тӑваҫҫӗ ку ҫамрӑк хуҫасем халӑха: ҫӑмартине те мункун кунӗсенче ҫех ҫиекен пулчӗҫ ялсенче, — пӑшӑрханнӑ Уҫӑп пичче.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Калугин ман куҫ умӗнчех иода яшка ҫиекен пӗр йывӑҫ кашӑк туллиех тултарчӗ те, Лукояновӑн сарлака суранӗ ҫине ячӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ваҫка, — терӗ те хӑрӑлтатакан сассипе, васкасах курӑк ҫиекен лаша ҫинелле тӑсса кӑтартрӗ.— Васька, — хрипло и отрывисто сказал он и показал рукой на щипавшего траву коня.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӗлленме те пултарайман янравлӑ терт ӑна ҫулӑма ҫиекен вут-кӑвар хӑвӑртлӑхӗпе пӗтерет.Глухое, невероятное страдание уничтожало его с быстротой огня, съедающего солому.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫак самантрах Кволльпе урапи тата лаши унӑн чӗрнисем лексе ҫӗкленӗ хӗрлӗрех, куҫа ҫиекен тусан пӗлӗтӗнче ҫухалчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Картишсенчен пӗринче тӳрӗ-кӳпчек сӑнлӑ тӗреклӗ арҫын тӑнӑ та — каткари апата лачӑлтаттарса ҫиекен шупка хӗрлӗ хӑлхаллӑ сыснине сӑнать.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Юрату, намӑс, хумхану, тӗттӗм ӳлӗмлӗхӗн йывӑр тиевӗ, — унра мӗн пур туйӑм чулланса ларчӗ тейӗн; пурне те ҫиекен хӗрӳ туйӑмлӑ васкаварлӑхсӑр пуҫне.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Пан улми ҫиекен хӗрӗ шӑппӑн тӑрмашса-ӗнӗрлесе ларнине курсан Лонгренӑн тӳсӗмлӗхӗпе тавлашас килни сӗвӗрӗлеҫҫӗ те — вӑл йӳнӗрех сутма килӗшет, приказчик чаплӑ та кервен теттесене карҫинккине тултарать те — савӑнӑҫлӑ куллине мӑйӑхӗ хушшине пытарса Лонгрен килӗнчен тухса утать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ман шӑлсене лайӑх тӗпчесе пӑхсан, ученӑйсем ман ҫинчен — ку аш ҫиекен чӗрчун, терӗҫ.Обследовав внимательно мои зубы, ученые признали, что я животное плотоядное.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ху ҫиекен ӳсентӑрансенче: купӑстара, ҫӗрулмире, ҫӑкӑрта, панулмире, арбуз чӗллинче углекислотаран, азотран, шывран тутӑ кӗртекен япаласене тума Хӗвел ӑшши пулӑшать.
Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫӑтмахӑн сулхӑн садӗнче, тен, халӗ ҫӗр кӑмрӑк кӑларакансем патша вырӑнӗнче пулӗҫ, ҫӗр ҫинче патша пулса пурӑннӑскер, аллине шӑпӑр тытӗ, вӑл ҫилпе вӗҫсе ӳкнӗ ҫулҫӑсене тата эсир кашни кун ҫиекен канфет хучӗсене шӑлса тӑрӗ.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Ачасем пысӑк вутпуҫҫисене патаксемпе, сысна ҫурисене хӑваланӑ пек, урамри пылчӑк ӑшне кустарса кӳртеҫҫӗ, вӗсем чашкӑрса, сывлӑша куҫа ҫиекен шурӑ тӗтӗм тултарса сӳнеҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ун ӑшӗнче темле куҫа ҫиекен йӳҫӗ шӑршӑсем кӗретчӗҫ, кӗтессенче пур ҫӗрте те этемшӗн тӑшманла ҫӑра тӗттӗм мӗлке пытанса тӑратчӗ.В нём стояли какие-то кислые, едкие запахи и всюду по углам прятались густые, враждебные людям тени.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тепӗр ӳкерчӗкӗнче арбуз ҫиекен икӗ старике сӑнланӑ; арбуз урлӑ, аякра, «Канӑҫ ҫурчӗ», тесе ҫырнӑ грексен пӗчӗк порчӗ курӑнать.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Улпутӑн апат пӗҫерекен кухарки, хӗвел тӗттӗмленме тапрансанах, ухват илчӗ тет те, кӑмакари чӳлмек таврашӗсене пурне те ҫапса ватса пӗтерчӗ, тет, пурӗпӗр тӗнче пӗтет, апат ҫиекен никам та пулмасть, тесе калать, тет хай.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Вӑл лав патнех пырса хулхушшине темиҫе хура ҫӑкӑр илчӗ; анчах ҫавӑнтах ку нимӗне тиркемен вӑйлӑ запорожец ҫиекен апат уншӑн, ачашскершӗн, хытӑ та юрӑхсӑр апат пулмӗ-ши тесе шутларӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хальхинче вара манпа пӗрле ула кураксем, хурчкасем, тӑманасем, виле ҫиекен ытти ҫӑткӑн кайӑксем те пулчӗҫ.
Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах хальхинче унпа пӗрле ула кураксем, хурчкасем, тӑманасем, кушак пуҫлӑ тӑманасем, виле ҫиекен ытти ҫӑткӑн кайӑксем те вӗҫсе килеҫҫӗ.
Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ҫирӗм ҫул тӗлне ҫитекен рабочисен ҫӑварӗнче пӗр шӑл ҫуккине те эпӗ куркаланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӳт-шӑмма ҫиекен пӑс ҫинче ӗҫлеҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ вара ҫынна ҫиекен этемсем ҫинчен унччен хам илтнисене пӗтӗмпех аса илтӗм, пулӑшӑва чӗнме хатӗрленсе тӑтӑм.Я вспомнил все, что слыхал о людоедах, и собирался уже позвать на помощь.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.