Поиск
Шырав ĕçĕ:
ҫивчӗллӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса тӑратчӗ; ҫӑварӗнчен икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ тӑр-кӑнтӑрла ҫиҫсе тӑракан хӗвел евӗрлӗччӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Йӑпӑлти арӑма ан тӑнла:] 3. ют арӑмӑн чӗлхи пыл юхтарать, унӑн сӑмахӗ ҫуран та ҫемҫерех; 4. анчах вӑл кайран армути пек йӳҫӗ, икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пек пулса тухать; 5. урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ, ури йӗррисем тамӑках ҫитеҫҫӗ.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсенӗн чӗлхи вӗҫӗнче Ҫӳлхуҫана мухтасси пултӑр, вӗсенӗн аллинче икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пултӑр: 7. вӗсем ӗнтӗ халӑхсене тавӑрассине, ӑрусене хаса парассине туччӑр, 8. вӗсенӗн патшисене тӑллаччӑр, аслӑ улпучӗсене тимӗрпе тимӗрлеччӗр, 9. вӗсене Турӑ ҫырӑвӗнчи сутпа айӑплаччӑр.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1