Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫатӑрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир йӑнӑшнӑ, — кӑмӑлсӑр хуравларӗ хӗрарӑм, хӑйӗн халат аркисене ҫатӑрах хупласа.

Помоги переводом

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ӑна ырханкка хул пуҫҫийӗсенчен ҫатӑрах тытса лартрӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Варвара Федоровна упӑшкине ҫатӑрах ыталаса, ҫисе ярас пек чуптума тытӑннӑ.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Куҫ хупанкисем хушшинчен икӗ кӗмӗл ҫип хӗсӗнсе тухрӗ, варринелле туртӑнса чӑмӑртанчӗ, пит тӑрӑх чупса кайрӗ, ҫунӑхса тӗлкӗшекен тута хӗррине лексе ҫатӑрах чӗпӗтрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Нарӑс сивви пӑчӑ цехран тухнӑ хыҫҫӑн пите-куҫа, пӗҫҫе-каҫҫа ҫатӑрах тытать.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Шурӑ юр ҫинчи, хура хӑмӑр йывӑр пӗлӗтсем айӗнчи ҫак ачаш та хаваслӑ илем ман куҫа тыткӑнларӗ ҫеҫ мар, чӗрене те темле ҫатӑрах ярса илнӗн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Эс янранине тӑнла-тӑнла чӗре ҫатӑрах ыратма пуҫларӗ ман.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаева Таранов малтан та хӑш-пӗр чух тиркекеленӗ пуль-ха, анчах ҫавна пусарма тӑрӑшнӑ, ку хутӗнче вара йӗрӗнчӗк сивӗ туйӑм унӑн чун-чӗрине ҫатӑрах ҫавӑрса илчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӳлтисем» тесе Саркай камсем пирки шахвӑртса каланине витӗрех ӑнланса илнӗ Таранов редактор пӳлӗмӗнчен мӑйӗнчен сӑнчӑрпа пӑвнӑ пек тытӑнчӑклӑн сывла-сывла, ҫатӑрах ыратма пуҫланӑ чӗрине аллипе хыпашла-хыпашла тухрӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хӑй ӑҫта кайма тухнине те, ӑҫта чарӑнса тӑнине те манса кайрӗ темелле — ӑна ҫӗнӗ шухӑш ҫатӑрах ҫавӑрса тытрӗ, тӳпенелле вӗҫтерсе хӑпартас пекех хавхалантарса ячӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унччен те пулмарӗ — кравать умне ҫамрӑк хӗрарӑм хӑюллӑн ҫитсе тӑчӗ — ҫаппа-ҫарамасскер ҫиҫӗм пек йӑлтӑртата-йӑлтӑртата утияла вӑшт та вӑшт айккинелле сирчӗ те арҫынна ҫатӑрах ҫупӑрласа илчӗ:

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӳсеймерӗ Таранов — хӗре ҫатӑрах ыталаса илчӗ, чуптума тытӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ҫӗре вӗсем нихҫан юратма пӑрахмасла ҫатӑрах ыталаса-ҫупӑрласа тытнӑ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ывӑлӗ ӑҫтине пӗлсен хӗрарӑм арҫынна ҫатӑрах ыталаса тытрӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Арҫын хӑйпашкарах кӗлеткеллӗ, ырханккарах сӑнлӑ — ун пеккисене хӗллехи сивӗ ҫатӑрах ҫавӑрса тытать.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хыҫалта — лӑпкӑ тинӗс евӗр хумханкалакан, туналанакан, сӗт кӗнӗ, ҫумӑр хыҫҫӑн урӑлнӑ кӗрхи ыраш; сылтӑмрах, таҫта катара — имшер чечеклӗ симӗс кавирпе хупланнӑ сӑрт-улӑх; ҫавӑнтах уйрӑм хуҫалӑхсен ӗне кӗтӗвӗ курӑк кӑшласа ҫӳрет; тип вар, хыт-хура айне пытаннӑскер; ҫатӑрах типнӗ пӗве.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сулхӑн шывра чылай вӑхӑт пулнипе Аркадие сивӗ ҫатӑрах витӗрлерӗ, ҫавна пулах тӑваттӑмӗш ҫынна хӑпартнӑ хыҫҫӑн, лӑм пулса, каччӑ кӗҫ ҫеҫ тӑнне ҫухатмарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Урасем ҫатӑрах ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗҫ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Хальхинче те акӑ ҫаплах пулчӗ, вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пырса, пит-куҫа ҫатӑрах чӗпӗтме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑм портфельне уҫса пӑхрӗ те, укҫи, чӑнах та, тӗрӗс-тӗкелне курсан, мана ҫатӑрах ыталаса илчӗ.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней