Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вар-хырӑм ыратнине, шалти юн юххине те вӑл шӑрттан курӑкӗпе, ҫак ҫаран курӑкӗн тымарӗн шывӗпе чарма канаш парать.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Тен, ку сирӗн Аслӑ ҫаран пулать.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ятарлӑ ҫаран уҫатпӑр.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Васса ҫӳҫе ҫумне чечеклӗ ҫаран ҫине ларчӗ.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Чечеклӗ ҫаран савӑнӑҫӗ.
XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пыл шӑршиллӗ ҫаран Кунӗпех сӑрлани, Ун пылак сӗткенне Хурт-хӑмӑр юратни.
Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267
Лапамри чӗрӗ ҫаран сулхӑнӗ те кӑшт ҫапнӑ пек.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Акӑ, халь вӑл, халсӑрскер, тӑна кӗрсе те ҫитейменскер, ларать ҫаран ҫине пӑхса.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
«Вирьялсен садсӑр пахча ҫук, выльӑх-чӗрлӗх валли утӑ хатӗрлеме ҫаран пекки те пур вӗсен пахчисенче», — тесе калатӑн та — пуҫӗсене сулкалаҫҫӗ ентешсем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хирсене ҫум курӑкран тасатнипе пӗрлех аслӑ классенче вӗренекенсем ҫава тытса ҫаран утти ҫулма тухнӑ.
Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/
Йывӑҫ тураттисен хушшисемпе ҫутӑ пайӑркасем шӑтара-шӑтара тухрӗҫ, хулара ҫуртсен тӑррисем хӗрле тӗспе сӑрланчӗҫ, ҫаран ешӗлреххӗн курӑнчӗ…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ҫаран ҫинче лапкӑшпех шӑрчӑксем чӑрлатни илтӗнсе тӑчӗ, вӗсен сасси пӗр саманта та татӑлмарӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
— Куна «Кантрашка хӑртни» теҫҫӗ, ӗлӗк ҫаран валли юри хӑварнӑ, тет…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Вӗсем Алюновпа пӗрле, алла-аллӑн тытӑнса, симӗс ҫаран тӑрӑх утаҫҫӗ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑншӑн-и эпӗ илсе килтӗм ҫаран, Йӑлӑмри улӑха Акӑш кӳлли таран?
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫаран ҫинчи шурӑ пуҫлӑ чечексем пек, куҫпа пӑхса ытармалла мар, — чупса ҫӳрекен чӗпӗсем ҫине куҫ туллин савса пӑхрӗ Зоя.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Тӗнчери пур сӑрсенчен пухса тӗртнӗ ҫемҫе кавир пек пӗтӗм илемлӗхӗпе, уяври капӑрлӑхӗпе кӗтсе илчӗ ҫамрӑк ҫынна тулӑх ҫаран.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫаран ӳссе кайнӑ, паян-ыранах ҫулса пӑрахмалла.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫаран ҫулнӑ вӑхӑтра ял кӗтӗвне ирпе ирех хӑвалатчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Эпир хамӑр алӑсемпе, нумай теҫеттин ҫӗр ҫинчи хӑвана тасатса, икӗ ҫултан лайӑх тухӑҫлӑ утӑ паракан ҫаран туса курнӑ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.