Поиск
Шырав ĕçĕ:
Выляса янишӗн тӳлесен виҫҫӗмӗш партие вӑл малтанхинчен чылай тӑнлӑрах пуҫӑнчӗ: тӗплӗ тӗллет тата карамбольсемпе теветкеллӗн ҫапӑнасран пӑрӑнать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл сарлакан, йывӑррӑн утса, ҫамкипе ҫапӑнасран хӑранӑн пуҫне пӗксе тухрӗ.Он вышел, шагая тяжело и широко, наклонив голову, как если бы боялся стукнуться лбом.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ӑна пула хупса лартрӗҫ-ши мана?» — шухӑшларӗ Телегин, пӗчӗк мунчара мачча каштинчен ҫапӑнасран пуҫне пӗке-пӗке уткаланӑ май.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫӗре метеорсем ӳксе ҫапӑнасран ӑна ҫӑра атмосфера сыхлать.От метеорной бомбардировки Землю спасает ее плотная атмосфера.
Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Хӑйӗн йӗрне ҫухатас тесе, фарӑсене сӳнтерсе лартрӗ, пӗр-пӗр чул юпана е хӳмене пырса ҫапӑнасран та хӑрамарӗ.Заметая следы, выключил фары, с риском врезаться в какой-нибудь каменный столб или в забор.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӗнле те пулин чуллӑ сӑрт ҫине пырса ҫапӑнасран хӑраса, эпӗ анса ларма шутларӑм.Боясь, как бы не налететь на какую-нибудь скалу, я решил сесть.
Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫын чӳрече патӗнчен кайнӑ, пӗр икӗ минут иртсен, ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлни илтӗннӗ, кайран тулти алӑк ҫеклетнине янӑ, ҫилпе ҫапӑнасран алӑка тытса, шурӑ праҫник кӗпи ҫинчен кӗрӗк тӑхӑнса янӑ шур сухаллӑ пӗр старик тухнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрле кӗпеллӗ, сӑран ата тӑхӑннӑ яш тухнӑ.
III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ҫӳлӗ ҫуртсем е радиомачтӑсем ҫине пырса ҫапӑнасран асӑрханса, пӗлӗтсем витӗр тухса ҫӳлтен вӗҫес тесе, машинӑна пӗтӗм хӑвӑртлӑх ҫине куҫартӑм.
Пӑрланнӑ шлем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Лаша чӗрни ҫул ҫумне ҫапӑнасран хӑрарӗ вӑл.
XXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кимӗ хуртсем кӑшланӑ юпасем ҫумне ҫапӑнасран Дик Сэнд, кимӗ сӑмсинче тӑрса, пӑшӑлтатса ҫул кӑтартса пычӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дик Сэнда халь пӗр япала кӑна канӑҫсӑрлантарчӗ: ун шучӗпе, ҫак самантра ҫыран курӑнма пуҫламалла, вӑл вара пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан карап ун ҫумӗнчи рифсем ҫине пырса ҫапӑнасран хӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тункатасене пырса ҫапӑнасран та хӑрамарӑмӑр эпир: ҫиҫӗм пӗрмаях ҫутатса тӑнӑ пирки пӗтӗмпех курӑнать, тункатасем тӗл пулсан, сулла вӑрт! ҫеҫ аяккалла пӑратпӑр.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пукан ҫинче ларакан Яша пичче хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те, анчах ҫавӑнтах пуҫӗпе маччана ҫапӑнасран хӑраса, вӑраххӑн тӳрленсе, ҫӳлелле пӑхса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
- 1