Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапатӑп (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимофей Степановичпа пӗрле ака тӑватӑп, суха сухалатӑп, авӑн ҫапатӑп — ҫавӑнпа телейлӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Сухана эпӗ чышкӑпа пӗррех ҫапатӑп та, уяӑн шывӗ пур еннелле те сирпӗнсе каять, вара тӳрех ҫӑвара.

Я кулаком как трахну по луковице, так из нее сок во все стороны брызнет, и — в рот.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ну, сан черет ӗнтӗ, Уҫка, атя, ҫапатӑп.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем тесен те ҫапатӑп!

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапатӑп.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эп хама тарӑхтаракана тӳрех шӑл урлӑ ҫапатӑп.

— Я своему обидчику сразу даю по зубам.

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эй, пӗсмӗлле, тав тӑватӑп, пуҫ ҫапатӑп, ҫырлах, — терӗ вӑл, — мана хӗнне-асапне ан пар.

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пукан ҫине лаштах лартӑм та — кулатӑп, хама хам чӗр куҫҫинчен мӗн пур вӑйран ҫапатӑп, ҫапатӑп

Я опустился на стул, смеясь и изо всей силы хлопая себя по колену.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ыран, — пӑшӑлтатрӗ Президион, — юлашки тепре ҫапатӑп та — чаплӑн пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлетӗп.

— Завтра, — прошептал Президион, — одним последним ударом я докончу столь блистательно начатое.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

— Енчен те эсӗ, ватӑ шуйттан, каллех ман пахчана кӗретӗн пулсан, эпӗ сана урунтан шалчапа ҫапатӑп!

— Если ты, старый черт, будешь в огород ко мне лазить, я тебя — колом по ногам!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ку ӗҫе пӗтеретӗп кӑна, ҫумкурӑксене суйласа ҫӳретӗп, тулла пухса кӗртетӗп, капансем тӑватӑп, ҫатансене, хӳмесене юсатӑп, кирпӗч ҫапатӑп, сирӗн кашни пӳртӗртех ҫӗнӗ кансем туса паратӑп.

Окучил, сорняк рву, пшеницу убираю, ставлю стога, строю заборы, делаю кирпич и перекладываю вам каны во всем доме.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сирӗлмесен, халех ҫурӑму тӑрӑх туртса ҫапатӑп, Виталий!

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп.

Так обаятелен этот чудный запах леса после весенней грозы, запах березы, фиялки, прелого листа, сморчков, черемухи, что я не могу усидеть в бричке, соскакиваю с подножки, бегу к кустам и, несмотря на то, что меня осыпает дождевыми каплями, рву мокрые ветки распустившейся черемухи, бью себя ими по лицу и упиваюсь их чудным запахом.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Ку вӑл, — тенӗ Репин, — эпӗ санпа мӗн тӑвас тетӗп — ҫавна тума пултарнине пӗлтерет: хушатӑп — ҫавна ту, ҫапатӑп — хирӗҫ ан ҫап.

«Это значит, — сказал Репин, — я имею право сделать с тобой, что хочу: велю — не отказывайся, ударю — не отвечай.

50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Ну, апла пулсан, параппан ҫапатӑп! — параппан патнелле аллине тӑсрӗ Тынэт.

— Ну, тогда я барабанить буду! — потянулся Тынэт к барабану.

Тынэтӑн учитель пур // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Кӗрешес пулсан, санах ҫавӑрса ҫапатӑп халь…

А как возьмусь бороться, я тебя сразу на лопатки положу…

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Эпӗ фургон патнелле ыткӑнтӑм, тытатӑп та ҫавӑрса ҫапатӑп, тесе пыратӑп.

Бросился я к фургону, злой, как чорт, думаю: «Переверну!»

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Халӗ те эпӗ, пирӗн ача-пӑчасен кӗнекинчи пек (унӑн ятне манса кайнӑ ӗнтӗ), «ҫаплах чӗрӗ пулса хӳрепе ҫапатӑп» — чӑнах та ӗнтӗ, юлашки хут ҫапатӑп

И здесь, в тюрьме, я, как рыбка в нашей детской книжке — забыл ее название, — «жив и бью хвостом», бью хвостом в последний раз…

Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эпӗ пӑтасене ҫапас вырӑнне хам пӳрнесене ҫапатӑп, — тенӗ Орвилль, кайран ҫӳлтен анса хӑйсен сарайне кӗрсе, унӑн алӑкне питӗрсе хурсан.

Я бил по пальцам так же часто, как по гвоздям, — ворчал Орвилль несколько минут спустя, когда они снова ввалились в сарай и крепко заперли за собой дверь.

22. Хатӗрленеҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пӗр мана ҫеҫ пулсан, ун чух, тен, вӑл мана ҫӗнтернӗччӗ те пулӗ, анчах халӗ эпӗ ӑна хам ҫапатӑп ха! — ӑнлантарса пачӗ Яков, хӑй Митя еннелле пушӑ чейнике тӑсрӗ те ыйтрӗ:

Когда б одного, тогда б еще, может, он меня и повоевал бы, а теперь я его повоюю! — пояснил Яков и, протянув Мите пустой чайник, попросил:

34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней