Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл — ҫар тумӗпе, ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл пиншакне хывса хучӗ, кӗпе ҫаннисене тавӑрчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вӗсем пӳрт патне ҫитнӗ чух, Ли Лань-ин хура халачӗн ҫаннисене чавса таранах тавӑрса янӑ та сыснасене апат ҫитерет.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫынсем темскер ҫыхнӑ, каснӑ, татнӑ, чутланӑ, пӑтасем ҫапнӑ, пур ҫӗрте те кӗпе ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ пысӑк алӑсем вӗлтлетсе тӑнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаннисене чавса таран тавӑрса янӑ Яланах Пуян Ли, ҫынсене икӗ еннелле тӗрте-тӗрте ярса, пӗчӗкке кӑна шурӑ старике ҫавӑтса тухрӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Дзержинский пиншакне хыврӗ, ҫаннисене тавӑрса хӑй пичетлеме тытӑнчӗ.Дзержинский снял пиджак, засучил рукава и сам стал печатать.
Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Часах акӑ ҫӗтӗк сулӑллӑ кивӗ мундир та, ҫаннисене сывлӑшалла кӑнтса, ука кофтӑна ыталаса илчӗ, ун хыҫӗнчен дворянсен герб тӳмеллӗ мундирӗ, ҫухине кӗве ҫисе янӑскер, тухса тӑчӗ, унтан шурӑ казимиртан ҫӗлетнӗ вараланчӑк йӗм курӑнчӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Гассан, ҫаннисене тавӑрса, хӑюллӑн малалла ярса пусрӗ те упана хулӗнчен тӗкрӗ.Тогда Гассан, завернув руку в бурку, смело шагнул вперёд и тронул медведя за плечо.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Унӑн ҫаннисене тавӑрма тӳр килнӗ, пуҫӗнчи икерчӗ евӗрлӗ картусӗ пуринчен ытла пуҫӗ ҫинче мар, хӑлхисем ҫинче тытӑнса тӑнӑ.
5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Пьеро ҫаннисене усса, халӗ ӗнтӗ пӗтӗмӗшпех пӗтрӗ тесе шухӑшласа тӑраканскер, Мальвина ҫине пӑхса илчӗ.Пьеро опустил рукава и глядел на Мальвину, уверенный, что всё кончено.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ ун патнелле утса пыратӑп, вӑл ҫаннисене тавӑрса, ура ҫине тӑрать те малтан систерсе калать:Я подхожу к нему, он встает, засучивая рукава, и предупредительно извещает:
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗвӗпе пӗчӗк вӑл, ырханкка, сарӑ кӗске сухаллӑ, хӑй ҫине пысӑк та сарлака ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, ҫаннисене вӑрӑм пулнӑ пирки тавӑрнӑ; сирӗн ҫине вӑл ҫӑмламасрах куҫхаршисем айӗн хӗссе лартнӑ куҫӗсемпе лӑпкӑн кӑна пӑхать.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Чапан ҫаннисене тавӑрса лартса, юн тухмаллах ҫурӑлса пӗтнӗ, тӑпра тӗслӗ тутине вылятса, вӑл кӗнеке тухнӑ ҫулне кӑтартакан листӑна нумайччен вуласа таратчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пысӑк кӗрен кресла ҫинче ларатчӗ, арки вӗҫне хӑю, ҫухипе ҫаннисене шӑтӑкла тытнӑ ҫутӑ кӑвак капот тӑхӑннӑ, кӑтралансарах тӑракан сарӑ ҫӳҫӗ хулпуҫҫийӗсем ҫинелле сапаланса кайнӑ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хӑйӗн кофта ҫаннисене хӗрелсе кайнӑ атӑ кунчи сӑранӗпе ҫӗлесе тухнӑччӗ, ҫавӑ ӑна алӑсене чавсасем таран ҫаралтармасӑр, ҫанӑсене йӗпетмесӗр ҫума май паратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша сюртукне хулпуҫҫи ҫинчен ҫӗр ҫине хывса печӗ те, ҫаннисене тавӑрса, ывӑҫ тупанӗсене сурса: — Апла пулсан, ҫапӑҫатпӑр! — терӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗпи ҫаннисене тавӑрнӑ Филипп тарӑн пусӑран урапине ҫавӑрса патьене кӑларать, тӑрӑ шыва шӑмпӑлтаттарса юман валашка ҫине ярать, ун таврашӗнче вӑранма ӗлкӗрнӗ кӑвакалсем чӑмпӑлтатаҫҫӗ те ӗнтӗ; Филипӑн сарлака та ҫӑра сухаллӑ сӑпайлӑ пичӗ ҫине, кӑшт вӑй хурсанах тӗреклӗ ҫара аллисем ҫинче уҫӑмлӑн палӑракан мускулсем ҫине эпӗ кӑмӑлласа пӑхатӑп.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑкран сылтӑмра ширма, ширма хыҫӗнче — кровать, лутра сӗтел имҫамсемпе тултарнӑ пӗчӗк шкап тата тӗлӗрекен тухтӑр ларнӑ кресло пур; кровать ҫумӗнче шалпар кӗпе тӑхӑннӑ сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр тӑрать; вӑл ҫаннисене кӑштах тавӑрнӑ та мана курӑнман анне ҫамки ҫине пӑр хурать.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ури ҫине тӑрса, ҫаннисене антарнӑ та, курткине тӑхӑннӑ.
II // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Тӑмпа вараланса пӗтнӗ, ҫаннисене тавӑрнӑ Тынэт Виктор Сергеевич мӗнле ӗҫленине тинкерсе пӑхса тӑрать: тӗтӗм ҫулне ӑҫталла ямалла, кӑмака алӑкӗсене мӗнле ҫирӗплетсе лартмалла, кӑмакан сывлӑш туртмалли шӑтӑкӗсене мӗнле тумалла, духовка айӗнчи ҫулӑм ӑҫталла каять тесе, ыйтать те ыйтать.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.