Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫамрӑкла сăмах пирĕн базăра пур.
ҫамрӑкла (тĕпĕ: ҫамрӑкла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йӗлтӗрпе чупас тата шайбӑпа хоккейла выляс енӗпе хӑйӗн ҫамрӑкла хавхаланӑвне шанчӑклӑ юлать.

Помоги переводом

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Пӗтетӗн эсӗ ҫапла ҫамрӑкла ӗҫке ярӑнсан.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирӗксӗрех ҫамрӑкла, пиҫсе ҫитмесӗрех касма тивет.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ытла ҫамрӑкла шухӑша юлтӑмӑр.

Помоги переводом

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӑн-пуҫӗпе те кӗлеткипе вӑл — ҫамрӑкла ҫӗмӗрӗлмесӗр, пур енчен те ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнса, савӑнса-кулса ӳснӗ пулсан, таврипе паллӑ хӳхӗм хӗрех пулма пултарнӑ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сывлӑх никӗсне ҫамрӑкла — ак халь! — хывса хӑвар!

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ваттисемпе ватӑлла — ҫамрӑксемпе ҫамрӑкла, ӑна 80 ҫулта тесе калаймастӑн та.

Помоги переводом

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Эпир виҫҫӗнччӗ: ют яла качча тухса, аттесӗр ҫамрӑкла хӑйӗн черченкӗ хулӗ ҫине йывӑр пурнӑҫ нушипе тиенӗ аннемӗр, манран тӑват-пилӗк ҫул аслӑрах, ачаллах пур ӗҫе те тума пӗлекен Вера аппа тата, алла шӗшлӗ те тытма пултарайманскер, эпӗ.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл ҫамрӑкла такӑрлатнӑ ҫула манмасть, тӑтӑшах спектакльсем курма ҫӳрет.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Николай Мартыновпа пӗр вӑхӑтра Юрий Скворцов, Ваҫлей Игнатьев вӗренеҫҫӗ, вӗсем часах пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ, ҫамрӑкла хӗрӳлӗхпе каҫса кайса тавлашаҫҫӗ, тӗрӗслӗх шыраҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах шахматла выляса ӑс-хакӑлне ҫивӗчлетеҫҫӗ, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтереҫҫӗ те.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ваттисем «Ҫамрӑкла вӗренни чул ҫинче» тесе ахальтен каламан-ҫке.

Помоги переводом

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Эпӗ Надежда Константиновна патӗнче пит ҫамрӑкла ӗҫлеме тытӑнтӑм.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Шел, шел, ҫамрӑкла вилнӗ.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шкул хыҫҫӑн Кӳкеҫри 5-мӗш училищӗре водитель специальноҫне алла илсен те каччӑ салтака кайма ят тухиччен «Янгорчино» колхозра ҫамрӑкла ӑнтӑлупа тӑрӑшма тытӑнать.

Помоги переводом

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Ҫамрӑкла килтен тухса кайнӑ та аманса е чир-чӗрпе вилмесен ватӑлсан тин каялла таврӑннӑ.

Из дома уходил молодой человек, а возвращался израненный или больной старик…

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑкла килтен тухса кайнӑ та ватӑлсан каялла килсе кӗнӗ вӑл.

Уйдя в армию молодым парнем, вернулся уже стариком.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ма аса илтермеллеччӗ арӑмне вӑл ҫамрӑкла вилмелли ҫинчен1?

Зачем надо было напоминать лишний раз жене о ее возможной ранней смерти?

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ывӑлне ҫамрӑкла авлантарма тытӑнсан ҫеҫ чӑваш этемми кинне ывӑлӗнчен ик-виҫӗ хут аслине илме пултарать.

Бывает, что овдовевший чуваш женит своего малолетнего сына на женщине в два-три раза старше его.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чӑвашсем ҫамрӑкла авланаҫҫӗ вӗт.

Чуваши рано женятся.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, Левентей, ҫамрӑкла председателе ларнӑран пулас, хӑйне пур ҫӗрте те ытла ват ҫын пек тытать.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней