Поиск
Шырав ĕçĕ:
Молотилка ҫавӑракан лашасем чарӑннӑччӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йӗтем ҫинчи авӑн ҫапмалли машинӑна ҫавӑракан лашасене ярханах ачасем кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑвалаҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуҫа ҫавӑракан.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл, тин ҫеҫ эстафетӑна юлташне тыттарса, халь аран сывлӑш ҫавӑракан ҫамрӑк физкультурнике аса илтерет.
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Паянхи кӑткӑс та тӗркӗш пурнӑҫӑн тӗрленчӗкӗсем, тӗнчери, Раҫҫейри, Чӑваш Енри е ырӑ, е усал, е сенсацилле, е ӑс-пуҫа ӳпне-питне ҫавӑракан путишле хыпарсем, ӳкерчӗксем, юлташла шарж, кроссворд — тем те пур унта.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ҫук-ха, ку тӗпӗртӗк-тӗпӗртӗк юпахла яшлӑхран та пӗр ӳпне-питне ҫавӑракан, пите-куҫа ӑшӑрхантаракан япала аса килчӗ Ула Тимӗре.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑвайт малтанах сӑпкара тутлӑ ыйхӑ ҫавӑракан тутӑ ача пек уҫӑмсӑррӑн «мӗшлеткелерӗ», хуранри пиҫнӗ, сарӑлакан пӑтӑ пек пӑшлаткаларӗ, варарахран ҫеҫ, мӑштӑр-мӑштӑр вӑй илсе, ҫӑт та ҫат, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр-ҫӑтӑр туса, алӑ ҫупса, ҫамрӑк, харсӑр ҫулӑм йӑлхахӗсене-чӗлхисене хаваслӑн, чун кӗлемелле явкалама-сӳткелеме, вӑль-валь сиктеркелеме пуҫларӗ, «вӗрӳ-суру» та туса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗл каҫа шӑп тӑнӑ ял хушши ҫӗр сасӑпа тулнӑ: урамра ача-пӑча хаваслӑн ҫуйӑхать; лаштра йӑмрасем тӑррине йӑва ҫавӑракан кураксем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ҫӑвар караҫҫӗ; ҫӗнӗ вӗллесенчи шӑнкӑрчсем, ҫурхи кун илемне кӳрсе, ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ кӗввине шӑрантараҫҫӗ; пӳртсем, крыльцасем умӗсенчи канавсемпе е ҫул варрипех шыв шӑнкӑртатса юхать.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кӗҫӗн Балатон — темӗн чухлӗ шапа тарҫи, чарлан, хуркайӑк, кӑвакал тата ытти кайӑк-кӗшӗк йӑва ҫавӑракан вырӑн.Малый Балатон — прибежище громадного количества аистов, цаплей, диких гусей, уток и других птиц.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Ҫул ҫинче хура кустӑрмана ҫавӑракан шофер алли ҫине тинкерчӗ.По дороге она обратила внимание на руку шофера, колеблющую черное колесо.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Улӑм пӗрчисене арман чулӗпе ҫавӑракан, чӗлӗм хӗлхемӗсемпе йӑсӑрланакан ҫӑвартан шыв юххи евӗр ҫемҫе, кӑмӑллӑ сасӑ тухать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унта яшлӑх; таса юратӑвӑн чуна ҫутатакан ҫепӗҫ сассисем; пуҫа илӗртӳллӗн ҫавӑракан сехре хӑппилӗх янӑракан пурнӑҫран туллирех те савӑнӑҫлӑрах; хуйхӑ-асапӑн тӗттӗм тамӑкӗ — чун хавалне сакӑр ҫул кисретни, ухмаха ернӗ пек — сакӑр ҫул ҫунни-ӗмӗтленни, куҫҫуль тӑкни, ылханни, питех те киревсӗр шӑпа; вӑхӑт юхан-ҫӑпанлӑхӗ; пепке ҫине ӳкнӗ сӑрт; хӗвел, хӑйӑр, шӑплӑх.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Аян алли, хӑй ӑнланмасӑрах, ҫӗҫҫи ҫакӑнса тӑракан пиҫиххи патнелле туртӑнчӗ, вӑл хытах чӗтрет, вӑл юнав-хӑратупа тилӗрӗвӗн пуҫа ҫавӑракан кӗвӗ юхӑмне путнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Улатӑра кайнӑ та килнӗ чухне пулса иртнине татах та татах аса илсе, ҫав вӑхӑтрах пуҫа ҫавӑракан шухӑш-ӗмӗтпе айкашса выртса, Ванькка кӑвак ҫутӑлла кӑна канӑҫсӑр ыйхӑпа тӗлӗрсе кайрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗрремӗш, орудирен пенӗ чух перекен тӗллесе тӑма пултарайман — барабан аврине ҫавӑракан ҫын кӑнсӗрленӗ.
Нумай кӗпҫеллӗ пӑшал // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пур ҫӗрте те лаша ури сасси, тӗрӗслес тесе пӑшалсенчен пени, хӗҫ таврашӗсем чанклатни, вӑкӑрсем мӗкӗрни, ҫавӑракан урапасем чӗриклетни, калаҫни, кӑшкӑрни, выльӑх хӑвалани илтӗнсе тӑрать, часах козаксен таборӗ пӗтӗм хир тӑрӑх таҫта ҫитиех чӑсӑлса кайрӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Ҫак ачана, ман пата ҫӳле, урапа ҫавӑракан ҫӗре илсе пырӑр тесе калӑп ак, — терӗ капитан.Капитан сказал: — Вот и скажу, чтоб этого мальчика ко мне наверх унесли, где колесо крутят.
Капитан ман пата килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Пуҫа ҫавӑракан ҫак тарӑнӑша кӗленче тӑрӑ витӗр пушарӑн сӳнӗк ҫути сӑрхӑнса кӗрет.Тусклый свет зарева проникал сквозь стеклянную крышу в эту головокружительную глубину.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось пуҫа ҫавӑракан, йӳҫекрех ӑшӑ шӑршӑ туять.Лось почувствовал кружащий голову горьковатый, тёплый запах.
Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Пӑл-ха: акӑ хитре хӗрарӑмӑн Пуҫа ҫавӑракан кӑкри…
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.