Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнкалатӑп (тĕпĕ: ҫаврӑнкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ кӗпене кӑкӑр ҫумне чӑмӑртанӑ та ҫурма ҫарамас тӑратӑп, ҫав тери тарӑхатӑп, мӗншӗн тесен манӑн тӑрӑшуҫӑсем кӑшкӑрашнӑран, ахӑлтатса кулнӑран халӑх пӗр кӗтӳ килсе тулчӗ, паҫӑртанпах пӗр-пӗринпе хӗрӳллӗн сӳтсе яваҫҫӗ — «мӗскер унта?» — эпӗ вара унталла-кунталла ҫаврӑнкалатӑп, йӗкӗлтевҫӗсене куҫӑмсемпе сире-сире ывӑтатӑп.

Я стоял, прижимая к груди рубашку, полуголый, и был так взбешен, что крики и хохот пестунов моих привлекли кучу народа и давно уже шли взаимные, горячие объяснения — «в чем дело», — а я только поворачивался, взглядом разя насмешников.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ куҫа тата ытларах хӗсетӗп, вӑл куҫ шӑрҫи ҫинче курӑнакан ачаран та пысӑк мар пулса тӑрать; анчах эпӗ хусканса илтӗм кӑна — кӑмӑла килнӗ курӑну куҫран ҫухалчӗ; эпӗ куҫа хӗсетӗп, ҫаврӑнкалатӑп, ҫав сӑна каллех кӑларса тӑратасшӑн тем те тӑватӑп, анчах кӑлӑхах.

Я прищуриваю глаза еще больше, и она делается не больше тех мальчиков, которые бывают в зрачках; но я пошевелился — и очарование разрушилось; я суживаю глаза, поворачиваюсь, всячески стараюсь возобновить его, но напрасно.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кустӑрма пек ҫаврӑнкалатӑп, анчах ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп.

Верчусь колесом, а куда еду — не знаю.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Кун хыҫҫӑн тепӗр сехет вилес пек тунсӑхласа лартӑм, нимӗн тума аптранипе пукан ҫинче ҫаврӑнкалатӑп.

Потом целый час была скучища смертная, и я все вертелся на стуле.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Минтерсене майлаштара-майлаштара хуратӑп, пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнатӑп, шӑрӑх пулнипе мамӑк утияла сирсе пӑрахатӑп, каллех ҫаврӑнкалатӑп

Ворочался, перекладывая подушки, скидывая жаркую перину, и вновь ворочался.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней