Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шуйттан пек ҫаврӑнкалать вӑл салтаксем хушшинче: куҫӗсем ҫаврака… карнӑ ҫӑварӗ ҫухӑрашать, лашин ҫилхи вӗҫсе пырать… алли тӑсӑлать те кӗпесенчен ярса тытать…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫапах та вӑл ҫакна асӑрханӑ: палламан ҫыннӑн тем ҫитмест, вӑл сывӑ ҫын пек мар ҫаврӑнкалать.Он все время чувствовал какую-то ненормальность, неправильность в движениях незнакомца.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кур авӑ, мӗнле ҫаврӑнкалать вӑл Лидия Карловна умӗнче.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑмне шӑрт пек тӑратнӑ Дружок ачасем еннелле ҫурӑмпа тӑракан ҫын тавра урса кайнӑ пек ҫаврӑнкалать.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тӗлӗнмелле музыка сассипе пеликан арена тӑрӑх ҫаврӑнкалама пуҫлать, вӑл ҫуначӗсене сара-сара хушӑран сиккелесе илет, кукӑрӑла-кукӑрӑла илсе, чӑнласах вальс ташланӑ пек, арена тӑрӑх ҫаврӑнкалать.
Пит чаплӑ концерт // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӑл пит кулӑшла ҫаврӑнкалать, пурне те курасшӑн, пур ҫӗре те ҫитет.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Шӑвӑҫ пек кӗмсӗртетекен плащ ҫинче Костя чылай вӑхӑт ҫаврӑнкалать, анчах мӗнле выртсассӑн та — хытӑ, меллӗ мар.Костя долго ворочается на гремящем дождевике, но, как бы он ни лег, все ему жестко и неудобно.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унран пур енчен те марсиансем ҫакӑннӑ, йӑраланаҫҫӗ кӑна, вӑл чӗрӗ ҫак пӑтӑ айӗнче упа пек ҫаврӑнкалать, тӑшманӗсене хӑйӗнчен вӗҫерте-вӗҫерте ывӑтать, икӗ чӑмӑрӗпе тӳнккет.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӑйсен участокӗнчи чикӗре лару-тӑру йывӑрлансан, ҫак чӗмсӗр те тытӑнарах тӑракан Шапошников йӑлтах улшӑнать, нихҫанхинчен те вӑр-вар ҫаврӑнкалать, чупкаласа ҫеҫ ҫӳрет, кулкалать, калаҫать, вара вӑл, вӑтӑр тӑватӑ ҫула ҫитнӗскер, хӑйӗн ҫулӗнчен ҫамрӑкрах пек туйӑнать.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Этем, йытӑран хӳтӗленсе, енчен енне ҫаврӑнкалать…
XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Бурмистровӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та чӗлхи те хӑйӗн аран-аран ҫаврӑнкалать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унӑн пысӑк пуҫӗ пур еннелле те ҫаврӑнкалать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн сасси пӗтсех ларать, куҫӗсем хӑраса ӳкнӗн алчӑраса кайнӑ, питҫӑмартисем ҫинче тар е куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Маринка тӗкӗр умӗнче апла та капла ҫаврӑнкалать, таҫта ҫурӑмӗ хыҫнелле кармашса пӑхать — ним мар мӑйне пӑрса хуҫӗ капла, питех те ун хӑйне умран ҫеҫ мар, хыҫран та курмалла-ҫке-ха.
13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Савӑнӑҫлӑ Хома хӑйӗн сарлака хулпуҫҫийӗсемпе вӗсем хушшинче ҫаврӑнкалать, ҫанӑсем ҫинчи сарӑ татӑксене татса илет те аяккалла ывӑтса ярать.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Гварди майорӗ юлташ, — йывӑррӑн ҫаврӑнкалать Казаковӑн чӗлхи, — э-эпир ӑна… ҫак объекта… штурмларӑмӑр… программа тӑрӑх…
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл ҫаннисене тавӑрнӑ та лаптак чул патӗнче ҫаврӑнкалать, ун ҫинче кайӑкӑн тӗкне татать.Засучив рукава, он хлопотал около плоского камня, ощипывая на нем птицу.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кашни самантрах инкекрен ҫӑлма хатӗррине палӑртса, вӑл пирӗн хушӑра ҫаврӑнкалать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Сенкер платник ывӑнма пӗлмесӗр ҫаврӑнкалать, сиккелет, кулӑшла такмаксем калать:Голубой плотник неутомимо вертелся, подпрыгивал, сыпал прибаутки:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сывлӑш вӗрсе тултарнӑ хӑмпӑсенчен тунӑ пек пысӑк та мӑнтӑр хӗрарӑм хӑй кӗлеткипе кухньӑна пӗтӗмпех тултарса тӑрать, сӗтелпе плита хушшинче вӑл аран-аран ҫаврӑнкалать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл улшӑнманпа пӗрех: ӗлӗкхи пекех васкамасӑр ҫаврӑнкалать, тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме юратать.Он мало изменился: все такой же тяжеловесный, говорит обстоятельно.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.