Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Кам ҫав мухтав Патши? — ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи, Ҫавӑ — мухтав Патши.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурте Санӑн аллунта, Эсӗ Израиле ҫӑлас тесен, Сана никам та хирӗҫ пулаймӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре, тӳпе айӗнчи пӗтӗм кӗтрете пултарнӑ; Эсӗ — пуринӗн Ҫӳлхуҫи, Сана, Ҫӳлхуҫана, хирӗҫ тӑма пултаракан никам та ҫук.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ тӳпепе ҫӗр курса тӑтӑр — Туррӑмӑр, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пире хамӑрӑн ҫылӑхсемшӗн, аттемӗрсен ҫылӑхӗсемшӗн тавӑракан Турӑ, курса тӑтӑр, Вӑл паян эпир тархасланӑ пек тутӑрччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан Една Товияна каланӑ: эй чунтан савнӑ тӑванӑм, тӳпе Ҫӳлхуҫи ҫӗклетӗр сана, Вӑл мана Сарра хӗрӗмрен ача-пӑча курма пӳртӗрччӗ, вара Ҫӳлхуҫа умӗнче хӗпӗртесе тӑмалла пулӑпимччӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Една ӗнтӗ Рагуил каланӑ пек тунӑ; Саррӑна пӳлӗме илсе кӗнӗ те йӗрсе янӑ, хӗрӗ те амӑшӗ йӗнине курса йӗре пуҫланӑ; амӑшӗ хӗрне каланӑ: 17. ан йӗр, хӗрӗм, лӑплан; тӳпепе ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи сана хурлӑху вырӑнне савӑнӑҫ парӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫи вӗсемпе пӗрле пултӑр! — Иудейӑри Иерусалим хулине Израиль Ҫӳлхуҫин Ҫуртне лартма кайччӑр.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, 2. Ҫӳлхуҫа Кирӑн, Перси патшийӗн, чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтернӗ: 3. Кир, Перси патши, ҫапла калать: Израиль Ҫӳлхуҫи, Ҫӳлти Турӑ мана тӗнче патшине лартрӗ, 4. мана Иудея ҫӗрӗнчи Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус тата каланӑ: сирӗн хушшӑрта чӗрӗ Турӑ тӑнине, Вӑл сирӗн патӑртан ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хӑваласа ярасса эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлӗр: 11. эсир Иордан урлӑ каҫнӑ чухне пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи сирӗн умӑртан пырӗ; 12. Израиль йӑхӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр; 13. Ҫӳлхуҫанӑн, пӗтӗм ҫӗр Патшийӗн, саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассӑнах, Иордан шывӗ типсе ларӗ, тури енчен юхакан шыв чарӑнса хӳме пек тӑрӗ, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2