Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫырупа (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Лагерьсене тулли тултармалла. Пушӑ, ҫапкаланса ҫӳрекен шӑпӑрлансем пулмалла мар, вӗсене пурне те шута илмелле, мероприятисене явӑҫтарма тӑрӑшмалла. Тимлӗх тени яланхи пурнӑҫри пек малти вырӑнта тӑмалла. Роспотребнадзор патне ыйтса ҫырупа тухнӑ. Кану учрежденийӗсене ҫуллахи вӑхӑтра тулли тултарма йышӑну тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ», — тесе сӑмаха пӗтӗмлетсе каланӑ ведомство ертӳҫи.

«Лагеря должны быть заполнены. Не должно быть праздношатающихся прохвостов, их нужно всех взять на заметку, привлечь к мероприятиям. Внимание должно быть на первом месте, как в обычной жизни. Обратились с письмом в Роспотребнадзор. Обсуждалось решение о полном заполнении учреждений отдыха в летнее время», — подытожила руководитель ведомства.

Чӑваш Енре кӑшӑл вирус инфекцийӗнчен 33 пин ытла ҫынна прививка тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=32 ... 6f624584e1

Куславкка районӗнчи прокуратура ашшӗ-амӑшне хӳтӗлесе район администрацине ҫырупа тухнӑ тата суда тавӑҫ хатӗрленӗ.

Прокуратура Козловского района защищая права родителей обратилась с письмом в районную администрацию и подготовила иск в суд.

Нумай ачаллисене апатшӑн укҫа тӳлемен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27970.html

Батманов хӑй патне килме чӗнсе янӑ телеграммӑсене хирӗҫ Анна Ивановна юлашкинчен ҫапах та ҫырупа ывӑлӗн ӳкерчӗкне ячӗ.

На его призывные телеграммы она, наконец, прислала письмо и фотографию сына:

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫитес ҫырупа пӗрле хамӑн фотокарточкӑна ярӑп.

В следующем письме пришлю фото.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Хӑвӑншӑн эпӗ мӗн тума пултарнине ҫырупа е телеграммӑпа пӗлтер…»

Пиши или телеграфируй, что я могу сделать для тебя…»

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Парти пухӑвӗнче сирӗн пата ҫырупа пӗр ҫын яма решени йышӑнчӗҫ.

— На партийном собрании было решено направить к вам человека с письмом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тен, ҫар почтальонӗ ҫак ҫырупа пульӑсем айӗн ҫарансем, вӑрмансем урлӑ аран-аран тухнӑ пулӗ, минӑланӑ уйсем тӑрӑх шӑва-шӑва каҫнӑ пулӗ, тӑвӑллӑ шывсем урлӑ ишнӗ пулӗ…

Может быть, военный почтальон пробирался с ним под пулями через луга и леса, полз по минным полям, переплывал бурные реки…

Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫав ҫырупа пӗрле Ермак тӗрлӗ-тӗрлӗ хаклӑ йышши тирсем янӑ.

И послал он дорогих мехов: лисиц, куниц и соболей.

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Темӗн питӗ кирлине пӗлтернӗ ӑна паян ҫырупа, шухӑшлать вӑл, темӗн питӗ чеен шифрланӑ, ҫавӑнпа вӑл допросра хӑйне пит шанчӑклӑ тытать, ҫавӑнпа унӑн сӑнӗ питӗ лӑпкӑ, вӑл тӗрмере следователь умӗнче мар, ирӗкре уҫӑлса ҫӳрет тейӗн.

Что-то очень важное сообщили ей сегодня в письме, думает он, что-то очень хитро зашифрованное, отчего она так уверенно держит себя на допросе и так безмятежен ее вид, словно она на прогулке, на воле, а не в тюрьме перед ним, следователем.

Камерӑри чечексем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӑнана чӗннине, юбилей, ҫураҫу, туй, ача ҫуралнӑ ятпа саламланисене, пӗрле куляннине пӗлтернисене уҫӑ ҫырупа ямаҫҫӗ.

Приглашение в гости, поздравления с юбилеем, помолвкой, свадьбой, рождением ребенка, а также выражения соболезнования не посылают открытым письмом.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Уҫӑ ҫырупа е открыткӑпа ытти ҫынсене пӗлме юраман хыпарсене пӗлтермеҫҫӗ.

В открытке не пишут о том, чего не следовало бы знать посторонним.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӗлтерӳ хутне илнисем пулас мӑшӑра ҫырупа е сӑмахпа саламлаҫҫӗ.

Получившие извещение поздравляют собирающихся вступить в брак письменно или устно.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тӑвансене, ҫывӑх юлташсене ҫырупа е сӑмах вӗҫҫӗн хӗр ҫураҫма каясси ҫинчен пӗлтерме юрать (хӑҫан ҫураҫассине, хӗр адресне сулахай кӗтесе, каччӑне — сылтӑм енне ҫырмалла).

О помолвке можно письменно известить родственников и ближайших друзей; при желании можно в нижнем углу карточки сообщить дату помолвки и адреса помолвленных; если помолвленные живут в разных местах, то адрес невесты печатается в левом углу, жениха — в правом.

Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӗсем ҫывӑхра пурӑнаҫҫӗ пулсан, сӑмах вӗҫҫӗн (тӗл пулса), инҫетре пулсан — ҫырупа, телеграфпа е телефонпа пӗлтереҫҫӗ.

Если они живут поблизости, делают это в устной форме, если далеко — по почте, телеграфу или телефону.

Ача ҫурални // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Леш ача, Воронов патне ҫырупа каяканни, тарчӗ…

Мальчишка-то этот, что с письмом к Воронову ходил, — сбежал…

19. Тамӑк машини // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мишка «вӗсен» ҫынни патне ҫырупа кайнӑ та питӗ тӗлӗнмелли ответ илсе килнӗ.

Мишка относил письмо к «их» человеку и принес очень странный ответ.

15. Тӑшман йӑвинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Мишка ҫырупа укҫана кӗсйине чикрӗ те, хӑвӑрт чупса кайрӗ.

Мишка сунул письмо и деньги в карман и быстро зашагал.

12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Районӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев республика Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе кадрсен, право енӗпе тивӗҫтерессин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Лилия Тарасова паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28

«Правда» хаҫата яма хатӗрлекен ҫырупа боевой листокри статья, мӗн тарӑнӑш сухаланине, вӑрлӑха тӑпрапа епле витӗнтернине сӑнанӑ пекех, унӑн ӗҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ.

Письмо в «Правду» и статья в боевом листке становились такой же неотъемлемой частью ее работы, как наблюдение над глубиной пахоты и заделкой семян.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Тӳрӗ ыйту – тӳрӗ хурав» почтине Муркашра пурӑнакан Олег Тарасов ҫырупа тухрӗ.

На почту «Прямой вопрос — правдивый ответ» с письмом вышел Олег Тарасов, проживающий в Моргаушах.

«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней