Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫара (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫара кайма ят тухсан, ашшӗ ӑна, ӳссе ҫитнӗ ҫынна, сӗтел хушшине лартсах ӑс парать:

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

1940 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫара ӑсаннӑ.

Помоги переводом

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Терен, Тамарӑпа ачине пӳртелле хӑваласа, Левене калать: — Э-э, кусем, чӑн та, ҫара ҫерҫисем мар иккен, — тет.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Милици таврашне темле ҫара ҫерҫисем кӑтартса ҫӳреме пӗлетӗн-ха эс, хӑвна пӳрнӗ ҫаран ӑҫтине вара чухлаймастӑн.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малтан кунта хам ӗҫпе килмеллеччӗ, кайран, вӑхӑт юлсан, ҫара паккасем пирки лӑпӑртатса ҫӳреме те юратчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

1939 ҫулхи кӗркунне, Сергей 19 ҫул тултарсан, ӑна Совет ҫарне хесмете чӗннӗ. Унпа пӗрле ҫамрӑк педагог Анатолий Петрович та ҫара кайнӑ. Вӗсене пӗтӗм ялӗпе ӑсатса янӑ. Тӑвансем, кӳршӗсем, ҫамрӑксем пухӑннӑ. Район военкоматне ҫитме, унтан Приютовӑри чугун ҫул станцине ҫитме колхоз «полуторка» грузовик уйӑрса панӑ.

Помоги переводом

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Йӑлтӑр-ялтӑр хуплашка ҫинчи темле хӗрарӑмӑн кавӑн мӑнӑш ҫара кӑкӑрӗсене курса юлма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Левен.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӑн-чӑн арҫынсемпе чӑн-чӑн хӗрарӑмсене шыранӑ хушӑра, Исидор Петрович, ҫара юмансемпе ҫӗр ҫинче авкаланса выртакан хӑмла аврисем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ых, ҫара ҫерҫи, — упӑшкин тӗлӗннипе карӑлса кайнӑ ҫӑварне вӗҫсе кӗрсе кайманни кӑна Верук инке.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Верук инке ҫара уранах, кӗпе вӗҫҫӗнех вӗсем хыҫҫӑн ыткӑнать.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тухать те тӑрӑх сикет, ҫара алла ҫуллать, хӳрине пӑлтӑртаттарать, хӳме ҫумӗпе каллӗ-маллӗ юртать: «Каҫар, ним туса та пулӑшаймастӑп», — тенӗн, каллех хапха айӗпе шӑвӑнса ҫухалать.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрра кайнисем ҫаклансан, «айӑххлисене» интернат ҫывӑхӗнчи ҫырмара вӗлтӗрен милӗкпе «ҫылӑх каҫарттаратчӗ» ҫара ҫӗртен ҫатлаттарса.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӑшӑрӗ ҫара кайсан Лидия ҫулталӑкри ачипе тӑрса юлать.

Помоги переводом

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Вирьял хӗрӗ ҫара пуҫӑн ҫӳременпе пӗрех: вӑл ялан тенӗ пек шурӑ, хура е урӑх тӗслӗ тутӑр ҫыхать.

Помоги переводом

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арӑмсем ҫара пуҫӑн ҫӳренӗ, ҫӳҫне икӗ еннелле яка тураса варринчен уҫнӑ, пӗр е икӗ ҫивӗт тунӑ ⎼ вӗсем пилӗк таран усӑннӑ.

Помоги переводом

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

XIX-XX ӗмӗрсен чиккинче вара уяв кӗписене ҫара хӑмаҫ ҫиппе тӗртсе тунӑ.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ывӑлӗсем Егор Петровичӑн ӳснӗ, Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ, командирсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ та службӑрах юлнӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ашшӗ кайсанах ывӑлӗсем, ҫара уранскерсем, вырӑн ҫинчен аннӑ, чӗрне вӗҫҫӗн утса, амӑшӗ патне пынӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пичӗ те, ҫара хулӗсем те, ҫара урисем те хурарах хӗрлӗ сӑнлӑ, сывӑ, тӗреклӗ, — ун пеккисене кӑнтӑрта, Одесса таврашӗнче, куркаланӑ.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун пек ҫерҫи-сӑвӑсен илем мар, ҫара ӳт-тирне витмелӗх мамӑкӗ те, тӗкӗ те ҫук.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней