Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑнсӑр пуҫне дружина начальнике урӑх нимӗн те пӗлеймен.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Эсир ыттисене ыйтса тӗпченӗ чухне эпӗ ҫак сӑмахсем пирки шухӑшларӑм, вара урӑх нимӗн те уйласа тупаймарӑм, ҫакӑнсӑр пуҫне: тӑмалла та каламалла — Геза эпӗ персе вӗлертӗм.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑнсӑр коррупцие хирӗҫ тӑма май ҫук.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Ҫакӑнсӑр пуҫне пӗлме йывӑр: унӑн ҫирӗп пуҫ мимине Горн калавӗ мӗнле те пулин витӗм кӳчӗ-ши е ҫук-ши?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫакӑнсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар, мӗн те-тӗр урӑххи мана кӑштах та тивӗҫтереймест, мӗншӗн тесен, ҫынсен курнӑҫӑвӗсен хальлӗхе тӗплӗн тӗпчемен саккунӗсемпе килӗшӳллӗн, чӑнланмалли ҫак ӗҫе эпӗ те хутшӑнатӑп, — ӑнсӑртран-и, ҫиелтен пек-и — ҫапах та хутшӑнатӑп.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫак япаласене вӑл хӑй шыраса тупасшӑн, мӗншӗн тесен Галеранӑн тӗрлӗ ӗҫ ҫакӑнсӑр пуҫне те темӗн чухлӗ.Розыск этих вещей он брал на себя, зная, как много и без того предстоит Галерану различных хлопот.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах манӑн малтан ӑнлантарса памаллах: ҫул ҫӳрес вӑйлӑ туртӑм мана ҫӗр тавра тӑватӑ хут ишсе ҫаврӑнма илӗртрӗ; ҫаврӑнса килсен, ҫакӑнсӑр пуҫне, вӑйӑҫӑн юмартлӑхӗпе тенӗ пек, уйрӑммӑн, тӗрлӗ вӑхӑтра, Австралие, Полинезие, Индие тата Тибета ҫитсе куртӑм.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Ҫакӑнсӑр пуҫне эпӗ урӑх нимӗн те каласшӑн мар.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сирӗн валли манӑн, ҫакӑнсӑр пуҫне, урӑх нимӗн те юлмарӗ…
XIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫакӑнсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн йӑнӑшӗсене ӑнланма пултарайман пулӗччӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ун вырӑнне вара сӑнсем, чӗрӗ сӑнсем, ҫын сӑнӗсем, — ҫынсен калаҫӑвӗ, вӗсен утти-тӑрри, кулли — вӑт ҫакӑнсӑр эпӗ пуранаймастӑм вара.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ҫакӑнсӑр пуҫне тата, пӗрлешме питех васкатман тепӗр пысӑк сӑлтав та пур: Анохина хваттер пама пулнӑ ҫӗнӗ ҫурта тепӗр икӗ эрнерен туса пӗтереҫҫӗ иккен, ҫапла вӗсем, туя унта ирттерсе, пӗр харӑсах икӗ савӑнӑҫа паллӑ тума пултараҫҫӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Профессор N. та — кирлӗ ҫын, мӗншӗн тесен вӑл Б. госпожана Вера Павловнӑна гувернанткӑна илме сӗннӗ, ҫакӑнсӑр вара Конногвардейски бульвартан таврӑннӑ чухнехи сцена та пулас ҫукчӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кайран эпир вӑл хӑйӗн поместьине кайнине, хӑйӗн аллинче юлнӑ ҫӗрне сутса пӗр 35 пин тенке яхӑн илнине пӗлтӗмӗр, унтан вӑл Хусана тата Мускава кӗрсе тухнӑ, вӗренсе пӗтерччӗр тесе, хӑйӗн ҫичӗ стипендиатне 5 пин тенке яхӑн валеҫсе панӑ, ҫакӑнсӑр пуҫне эпир урӑх нимӗн те пӗлместпӗр.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑнсӑр пуҫне районта ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас тӗлӗшпе те тимлесех ӗҫлеҫҫӗ.
Пысӑк та туслӑ ҫемье // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Ҫакӑнсӑр пуҫне кӑҫал республикӑра Ыр кӑмӑллӑх ҫулталӑкӗ иртнине те манмастпӑр.Помимо этого, не забываем об объявленном в республике Годе благотворительности.
Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Ҫакӑнсӑр пуҫне артистсем хӑйсемпе пӗрле Японире пурӑнакан Раҫҫей халӑхӗнчен тӗрлӗ парнесем, купи-купипе тав ҫырӑвӗсем илсе килчӗҫ.
Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ҫакӑнсӑр пуҫне Японири «Диснейленд» 5 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ музыка фестивальне те хутшӑнса хамӑра кӑтартрӑмӑр, асӑнмалӑх кубок илсе таврӑнтӑмӑр, – пӗлтерчӗҫ ушкӑн артисчӗсем.
Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Ҫакӑнсӑр пуҫне хулари социаллӑ учрежденисенче сусӑр ачасене район пуҫлӑхӗсем пурӗ 147 инвалид коляски пачӗҫ.
Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
- 1