Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Анчах тарҫи ӑна каланӑ: акӑ ҫак хулара Турӑ ҫынни, хисеплӗ ҫын, пурӑнать; вӑл мӗн калани пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса пырать; ҫавӑн патне кайса килер, тен, вӑл пире каймалли ҫула кӑтартса ярӗ, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ют турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫласассӑн, Вӑл сирӗн ҫине хӗн-асап ярӗ те сире ҫапла ырӑлӑх кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗппипе пӗтерсе пӑрахӗ, тенӗ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ; 27. [санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн, 59. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ; 60. сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ; 61. хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ; 62. эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн, 50. ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл; 51. вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ; 52. санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тулӑхлӑ пурӑннӑ чухне хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чун-чӗререн савӑнса, хавасланса ӗҫлесе тӑма пӗлмерӗн, 48. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа [Турру] сан ҫине тӑшман ярӗ, эсӗ ӑна ӗҫмесӗр, ҫимесӗр, ҫарамас тӑрса юлса, пӗр нимӗнсӗр юлса ӗҫлесе тӑрӑн; вӑл санӑн мӑйна тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӗ, ҫапла сана асаплантарсах ҫитерӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗн, унта ӗҫлесе тӑрӑн, анчах эрехне ӗҫсе кураймӑн, [вӗсен] ҫырлине те пуҫтараймӑн, мӗншӗн тесессӗн хурт ҫисе ярӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Хире вӑрлӑхна нумай илсе тухӑн та — сахал пуҫтарса кӗртӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк ҫисе ярӗ.38. Семян много вынесешь в поле, а соберешь мало, потому что поест их саранча.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн; 37. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлхуҫа сана ура тупанӗнчен пуҫласа [пуҫ] тӳпи таранах, чӗркуҫҫисене, ура тунисене хӑрушӑ тилҫе ертсе хӗне ярӗ, эсӗ унран сывалаймӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа сана Египет тилҫипе, ӳт-тир шыҫҫипе, кӗсенпе, кӗҫӗпе чирлеттерсе ярӗ, эсӗ вӗсенчен сывалса тӳрленеймӗн; 28. сана Ҫӳлхуҫа ухмаха ертӗ, суккӑр тӑвӗ, чӗрӳне тапайми тӑвӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ; 24. ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа сан ҫине мур чирӗ ярӗ те сана халӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахичченех ҫавӑнпа хӑшкӑлтарӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа санӑн кӗлетӳсем ҫине пиллӗх ярӗ, санӑн аллун пур ӗҫне те пиллӗх парса тӑрӗ; Ҫӳлхуҫа Турру сана Хӑй парас ҫӗр ҫинче пиллӗхлӗ тӑвӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.