Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳпере хура кӑвак, шупка сарӑ пӗлӗтсем ярӑнаҫҫӗ…
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Лешсем сӑмса юхтарсах пӑрлантарнӑ кӗрт ҫинчен пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ярӑнаҫҫӗ хулӑн хытӑ хутпалан.
Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.
Тӳлеккӗн, тӳлеккӗн ярӑнаҫҫӗ вӗсем.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Итле акӑ: калӑпӑр, хӗлле ачасем йӗлтӗрпе, конькипе ярӑнаҫҫӗ…
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Халӗ ҫамрӑк хоккеистсем ятарлӑ ҫунасем ҫинче ҫирӗп ярӑнаҫҫӗ ҫеҫ мар, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе те савӑнтарсах тӑраҫҫӗ.
Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502
Ҫавӑнта хурсем кикаклатса ярӑнаҫҫӗ, хутран-ситрен пуҫхӗрлӗн чӑнках тӑрса сӑмсисемпе темскер чакалаҫҫӗ, шыва пӑтратаҫҫӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ачасем ярӑнаҫҫӗ вӗт, манӑн та ярӑнас килет, — сӑмсине нӑшӑк-нӑшӑк туртрӗ вӑл.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пӗрисем ҫунашкасемпе, теприсем йӗлтӗрсемпе ярӑнаҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ.В деревне Буртасы Вурнарского района дети на улице катаются на коньках.
Урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34054.html
Ачасем, ӗҫсӗр аптранӑ пек, ҫав-ҫавах шкул умӗнчи кӳлӗ патне пухӑнаҫҫӗ те кун каҫипе кӑшкӑрашаҫҫӗ: пӑр ҫинче конькипе ярӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӳпелешсе те илеҫҫӗ.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Вулӑсри тиексемпе суд таврашӗнчи чиновниксен икӗ тӗрлӗ ҫул: е пуйса купсана тухаҫҫӗ вӗсем е, тӳрӗреххисем пулсан, — ӗҫке ярӑнаҫҫӗ.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ачасем сӑрта иленнӗ, Ярӑнаҫҫӗ катаччи.
Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.
Тухсан — акӑш пек ярӑнаҫҫӗ.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чӑх йӑвисенчен тунӑ пӑркӑтсемпе, тенкелпе, ҫунашкасемпе, хӑма таткисемпе е тата ҫӑпата тӗпӗсене пӑрлантарса — ҫӑпатасемпе ярӑнаҫҫӗ.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуйӑспа тимӗр тӑпра турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ахаль сутӑҫӑсем те ярӑнма пултараҫҫӗ — вӗсен ҫитмелли ҫӗре ҫитмелле, килти выльӑх-чӗрлӗхе, апат-ҫимӗҫе кирлӗ вырӑна илсе ҫитермелле. Ҫавӑн пекех ку пуйӑссем ҫинче хӑйсен вӑйне, нервисене тӗрӗслеме юратакан ахаль туристсем те ярӑнаҫҫӗ.
Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5983.html
Атӑл халь ҫеҫ тапраннӑччӗ-ха, ун ҫийӗпе, пӑтранчӑк шыв тӑрӑх, сулӑнкаласа, кӑвак кӑпӑшка пӑрсем ярӑнаҫҫӗ, досчаник вӗсене хӑваласа ҫитсе иртсе пырать, вара вӗсем досчаник хӗррисене сӗрӗнеҫҫӗ, пырса ҫапӑннипе ҫивӗч кристалсем пулса саланса каяҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Фейврексем тӑваҫҫӗ, чуччу ярӑнаҫҫӗ!
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Вӗсем канат тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, чуччу ярӑнаҫҫӗ, пичкесем ҫинче утаҫҫӗ: пички кусса пырать, мишки яштах тӳрӗ тӑрса, ун ҫинче урисене иле-иле пусать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ачасем тусем ҫинчен ҫунапа ярӑнаҫҫӗ.
Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.