Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш кӗленчене тӗплесе яричченех вӑл ура ҫине йывӑррӑн тӑчӗ те, чӑматансем патнелле ҫирӗппӗн утса кайса, тепӗр виҫӗ кӗленче коньяк илсе пычӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл хӑйӗн хӑрушла чӗмсӗрлӗхӗпе сехрене хӑпартӗ, хӑй айӗнчен ҫурхи шыв сӑрхӑнса юхма тапратичченех е ӑна, хӑйӗн йывӑрӑшне аран чӑтаканскерне, чалӑшшӑн вӗрекен ҫил тӗртсе яричченех ҫапла ҫакӑнса тӑрӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Нектов валли пурте пӗрле ҫурт, кашӑк, чашӑк-тирӗк, выльӑх-чӗрлӗх тата ыттисене туянмалла, Гришкӑна хӑйӗн хуҫалӑхне майлаштарса яричченех пулӑшмалла.
Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Пӑшал персе яричченех Бунчук хӑлхине тахӑшӗ каҫӑхса кайса ҫухӑрнӑ сасӑ пырса кӗчӗ; вӑл пуҫне пӑрса пӑхрӗ те чӗкеҫ шатриллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, халӑх ушкӑнӗнчен сирпӗнсе тухса, хӑрах аллипе ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса, тепринпе унӑн куҫне хупласа, хутор еннелле чупнине курчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мӗн каҫ пуличчен, трубач трубине кӑшкӑртса яричченех, ҫуран тата утлӑ строй занятийӗсенче хӑшкӑлаҫҫӗ, кӑкарса тӑратнӑ учӗсене тирпейлеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, тӑрантараҫҫӗ, нимӗн тӑрлавсӑр словеснӑҫа вӗренеҫҫӗ, вунӑ сехетре кӑна, тӗрӗслев ирттерсе хуралсене янӑ хыҫҫӑн, каҫхи кӗлле тӑратаҫҫӗ те, вахмистр, йӗркеленсе тӑнӑ ретсем тӑрӑх тӑхлан пек куҫӗсемпе пӑхса тухса, урмӑшнӑ сассипе ӗмӗртенхи «Эй, ҫӳлти аттемӗрне» мӗкӗрме тытӑнать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вырӑс ҫынни вӑл аса илме юратать, анчах пурӑнма юратмасть; Егорушка ҫавна пӗлеймест-ха, ҫавӑнпа та вӑл пӑттине ҫисе яричченех хуран тавра ларса тухнӑ ҫак ҫынсем пурте пурнӑҫ кӳрентернӗ телейсӗр ҫынсем пулнине пӗтӗм чун-чӗрипе ӗненсе лартма ӗлкӗрчӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— …Вӑрлӑх фончӗ пухнӑ вӑхӑтра та вӑл уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан пӗр вӑтам хресчене тӑнран яричченех наганпа хӗнесе тӑкнӑ, ҫитменнине ку ӗҫ колхозниксемпе ял Совечӗн исполнителӗсем умӗнче пулса иртнӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хайхискере ҫапла айне яричченех, йӗп-йӗпе пуличченех ислетрӗм, вара, пӗлетӗн-и, ҫухӑраймиех пулчӗ, хӑрӑлтатса та йынӑшкаласа кӑна выртать…И до того засек, что он весь обмочился и уже, знаешь, не визжит, а хрипит да всхлипывает…
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех вӑл, автансем авӑтса яричченех, хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче ларать, темскер ҫырать, химически кӑранташпа темле карттӑсем ӳкерет, вулать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Саккӑрмӗш хут тухсан кӑна, тул ҫутӑлас умӗн, ӗне карти алӑкне уҫса яричченех ун хӑлхине тарӑннӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑ кӗрсе кайрӗ.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Фельдфебель, эсэс формине тӑхӑннӑ ҫын (вӑл ирӗк памасӑр врач-чех аспирин та ҫырса пама пултараймасть) хӑех пӗр миска больницӑра паракан шӳрпе илсе килет те эпӗ ӑна ҫисе яричченех ман умра тӑрать.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пит ҫумалли илсе пырсан, вӑл сивӗрех шыв ыйтнӑ, таз ҫинче нумайччен тулхӑрса, шыва сирпӗтсе ҫӑвӑннӑ, унтан алшӑллипе ҫав тери тӑрӑшса, хӑйӗн шыҫмак кӗлеткине хӗретсе яричченех сӑтӑрӑннӑ, ӑна кура ыттисен те ҫавӑн пекех тӑвасси килнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
21. Эсир хавшаккисене пурне те мӗн кӑларса яричченех аякпа та, хулпа та тӗртетӗр, мӑйракапа та сӗкетӗр пулсан, 22. Эпӗ вара Хамӑн сурӑхӑмсене ҫӑлӑп, вӗсем урӑх никамӑн тупӑшӗ те пулмӗҫ, сурӑхпа сурӑх хушшинчине татса парӑп.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӗсенчен хӑпман, 23. Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ каланӑ пек, Израиле Хӑйӗн умӗнчен сирсе яричченех вӗсем ҫавӑн пек пурӑннӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священник тарҫи ӗнтӗ парне ҫӑвне ҫунтарса яричченех пырса тӑнӑ та парне кӳме килнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: священник валли ӑшаламалли аш пар; вӑл санран пиҫнӗ аш илмест, чӗррине пар, тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2