Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ярас (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевӑн тӑван чӗлхене аталантарас, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫарса ярас ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Помоги переводом

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Обществӑлла организацисемпе юхӑмсен, ветерансен совечӗн вырӑнсенчи пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсем уявсене тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ярас ӗҫе хастар хутшӑнма пулчӗҫ.

Помоги переводом

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Эпӗ вара, вӑхӑта сая ярас мар тесе, вӑрман хӗрринче, Альбина хурӑнӗ патӗнче, кӑштах ҫӳрекелес терӗм.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, ҫап-ҫамрӑк хӗрача, тен, ачалӑхран вӗҫне ҫитиех тасалса та ҫитейменскер, хӑйне ҫавӑн пек шанчӑклӑн тытни, ҫынна пӗр иккӗленмесӗр, витӗрех ӗненни мана пуҫа ҫавӑрса ярас пекех тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ, сӑмах пуҫласа ярас шутпа, ҫапла ыйтрӑм:

Помоги переводом

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Кичемлӗхе сирсе ярас тесен, чи малтан ҫав кичемлӗхӗн сӑлтавӗсене пӗлес пулать…

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Василий Филиппович ҫак самантра ун ҫине ҫисе ярас пек пӑхрӗ, хашкаса сывларӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Тин кӑна чӑмӑртаннӑ ял хуҫалӑх эртелӗсене салатса ярас тесе, кулаксемпе куштансем мӗн пур вӑйне хунӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл палланӑ мучие сӑмах хушмасӑрах ирттерсе ярас тесе чӑматан ҫинче пуҫне усарах ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун чухне ӑна пӗрлӗхен татма Сардимировпа пӗрле пӗччен ярас ҫукчӗ, машина ҫине хамӑн та кӗрсе лармаллаччӗ: «Энтрикасси ҫывӑхӗнчи юманлӑха пӗрлӗхен ҫиме ҫитиччен малтан Аркаш сывлӑхне пӗлме больницӑна кайса килӗпӗр», — тесе ӳкӗтлемеллеччӗ, хамӑн сӑмах ҫинех тӑмаллаччӗ, эпӗ вара кил карти варринчи тунката пек тӑрса юлтӑм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эсир пурте ҫынсем-ҫке! — пухура ларакансем ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ Глафира, хальхаль йӗрсе ярас пекскер.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Соломон Егорович, эсир Наҫтаҫпа иксӗр мана ҫунтарса ярас тесе усал кавар тунӑ пулмалла.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗр халь-халь йӗрсе ярас пек туйӑннӑран кӑмӑла хытарса ӑна йӑпатма пикентӗм:

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш ҫырӑвне тӗрӗслеме ярас — пӗр-икӗ эрнерен е уйӑхран каллех яп-яка хурав килсе выртать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тен, ӑҫта та пулин тӗрӗслеме ярас?

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Урӑх кама ярас?

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ентешӗм, мастерта ӗҫленипе тепӗр чух мухтанма та пултараканскер, халь-халь йӗрсе ярас пек калаҫать.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Сире кӑштах ӑсатса ярас пуль?

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«…Ман мӗн пур киввине, кивӗ этемсене, кивӗ тӗнчен пӗчченлӗхӗпе пӑнтӑхнӑ чӗреллӗ ҫынсене ҫапса салатса, ҫапса ҫунтарса кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ярас килет…», тет.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗр самант та сая ярас мар тесе, чӑвашсен хӑйсен умӗнчи салтаксене тапӑнмаллаччӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней