Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек тискер япалана нихҫан та курманччӗ Ваҫук.

Такой дикости Вазюк никогда ранее не видел.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Мӗншӗн хунӑ-ха ку япалана пирӗн хӗр?» — тейӗ.

И он, конечно, сразу догадается, зачем Ульди ее сюда положила.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни япалана трагеди вырӑнне шутласан тӗнчере пурӑнма та ҫук.

Невозможно жить в мире, если считать каждую вещь трагедией.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Куҫӗ пӗр япалана курать ун, шухӑшӗ тепӗр ҫӗрте.

видит и говорит одно, а мысли блуждают бог знает где.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртрен шалтан ҫавӑн чулшар курӑнать те, кантӑк ҫумнерех пырса пӑхсан пур япалана та пайӑн-пайӑн мар, пӗтӗмшерӗн курма пулать пуль тесе Янтул пӗррехинче пуҫне чӳрече ӑшне чалӑштарса чикнӗччӗ те кӑшт ҫеҫ хӗсӗнсе ларманччӗ.

Решив, что, высунувшись из окна, можно разглядеть гораздо больше и лучше, Яндул протиснул в него голову и застрял, чуть было не задохнулся.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн чухлӗ япалана маннӑ вӑл хулара пурӑнса!

Столько всего забыл он в городе!

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун пек усала, ун пек шӑршлӑ япалана хускатиччен хускатманни, Петӗр!

Лучше уж такое зло, такое зловонное дело, знаешь-ли, Петр, не ворошить!

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тулли мар мобилизаци вӑхӑтӗнче граждансем миҫере пулнине тата ытти япалана шута илеҫҫӗ-и?

Помоги переводом

Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/

Вӑйсӑр шурӑмпуҫӗ — хӑй те кӑвак тӗс ҫапнӑ пир евӗрлӗскер — пур япалана та виле шывӗ сӗрсе тухать; сывлӑш, ҫӗр, таврари йывӑҫсем — пурте тӗссӗр кӑвак, сивӗ сӑнлӑ.

От ее безжизненного серого цвета все вокруг кажется мертвым: и воздух, и деревья, и земля бесцветны, холодны.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яланах темскер ыйтнӑ пек, темӗнле манӑҫа юлнӑ япалана аса илме тӑрӑшнӑ пек туйӑннӑ вӑл куҫсем.

Казалось, эти глаза постоянно о чем-то спрашивают, пытаются вспомнить что-то забытое.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каласа параканни (халӗ вӑл хӗрӗхрен иртнӗ) ҫак тӗлте пӗр япалана ӑнланмасть.

Одного до сего дня не поймет тот мальчишка, хотя ему уже сейчас за сорок.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван купӑс тытса ларсан Яриле ҫав тери хӗрхенсе пахать ывӑлӗ ҫине, темле шутсӑр кирлӗ япалана, пурнӑҫ тупсӑмне, пурнӑҫ «ҫиппине» ӑнланман ҫын ҫине пӑхнӑ пек шеллесе пӑхать.

А попробует Ухтиван взяться за скрипку, Яриле смотрит на него оскорбительно-жалостливо, будто сын его — круглый дурачок, не понимает ничего в жизни.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах хӑш-пӗрисем хӑйсен шухӑшне пӗлтериччен, ҫав хура япалана хура тесе каличчен малтан ялти ятлӑ ҫынсем ҫине пӑхса илеҫҫӗ: мӗн шухӑшлать-ши кун пирки Якя Илле?

Ан нет: иные прежде чем высказать вслух свои мысли, мол, это вот черное, поначалу оглянутся на других именитых людей деревни — на Илле: как он-то думает?

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван хӑйне халиччен ҫыхса тӑнӑ япалана сирсе пӑрахнӑ пекех туйрӗ ку сӑмахсем хыҫҫӑн.

Эти слова окрылили Ухтивана, она говорит, нам!

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мулкач Терушӗ пур япалана та тем пекех пысӑклатса калаҫма юратать.

И, пожалуй, в этом восторженном восприятии всего окружающего и есть его спасение.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл васкаса утни ӑшри канӑҫсӑрлӑхран мар, ҫитес ҫӗре часрах ҫитме, илес япалана ҫынсенчен маларах илме тӑрӑшнинчен килет.

Его семенящая, торопливая походка также свидетельствовала не о душевном беспокойстве, а о желании побыстрей достичь намеченной цели, опередить всех и успеть схватить лишний кусок.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутар япалана куҫпа курмасӑр ӗненмест, тет.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана Петров ҫав простой япалана ӑнланманни тӗлӗнтерет, — ун ҫине куҫ хыврӗ Ятман.

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, ҫемйи валли апат пӗҫерет, килхуҫалӑхне тирпейлет, унӑн ӗҫчен аллисем сехет хушшинче ҫӗр япалана пырса тӗкӗнеҫҫӗ-тӗр, ывӑнма пӗлмен урисем картишӗнче е ҫумпахчара йӑпӑртатса ҫӳресе кӑна ҫирӗм-ватӑр ҫухрӑм тӑваҫҫӗ-тӗр.

Помоги переводом

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ларӑр-ха, пуҫланӑ япалана калаҫар йӗркеллӗ.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней