Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав, яланах савӑнӑҫлӑ, яланах ӗҫлӗ кайӑк ҫине шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ тӗме ҫинчен юр кайма пуҫланӑ вӑхӑтра пӑхса тӑма тата интереслӗрех пулчӗ.
Пӑрчкан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 81–84 с.
Кусем те, лешсем те ӑна мӑнкӑмӑллӑ тесе шутланӑ; кусем те, лешсем те ӑна калама ҫук лайӑх аристократ манерӗсемшӗн, унӑн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен илтӗнекен хыпарсемшӗн, вӑл питӗ лайӑх тӑхӑннӑшӑн, яланхи лайӑх гостиницӑн чи лайӑх номерӗсенче чарӑнса тӑнӑшӑн, лайӑх апат ҫинӗшӗн, пӗррехинче Людовик-Филипп патӗнче Веллингтонпа апатланнӑшӑн, пур ҫӗрте те хӑйпе пӗрле кӗмӗл несессерпа ҫул ҫинче ҫӑвӑнмалли ваннӑ илсе ҫӳренӗшӗн; унран яланах хӑйне уйрӑм йышши «ырӑ» духи шӑрши кӗнӗшӗн; вистла лайӑх выляса яланах укҫа янӑшӑн; юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратнӑ.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Ку чӑн-чӑн япала, ку япаларан ырри ним те ҫук; ҫиме ыйтмасть, нумай вырӑн йышӑнмасть, яланах кӗсьене вырнаҫма пултарать, ӳксен те ҫӗмӗрӗлмест», тенӗ вӑл яланах.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Тепӗр ирхине Ксени ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа тӑчӗ, райкома кайнӑ чухне унӑн кӑмӑлӗ яланах хавас пулнӑ, унта ӑна яланах ҫӗнӗ ӗҫсем, ҫынсем кӗтнӗ, унта вӑл кирлӗ пулнӑ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫавӑнпа ҫапла пулса тухать те пирӗн: сӗмсӗрленме, куҫ умӗнче ҫӳреме юратман работник пултарусӑр шутланать, яланах алӑ айӗнче пулакан, эпир мӗн хушнине, тӗрӗс мар хушсан та, яланах пурнӑҫлама хатӗр йӑрӑ та чее ҫынна вара эпир тем пекех шанатпӑр.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Яланах тӗксӗм те ҫынсемпе хутшӑнмасӑр ҫӳрекен Гетько темӗншӗн Михейпе туслашнӑ та ӑна яланах пӗртен-пӗр шӳтле сӑмахӗпе тӑрӑхласа тарӑхтарнӑ:
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Вӗренӳ вӑл яланах йывӑр, яланах хакла ларать, — хурлӑхлӑн каларӗ Озеров.— Учеба всегда нелегка, всегда дорого стоит, — грустно сказал Озеров.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Павел Павлович Алешкин — чылай ҫула ҫитнӗ арҫын, самӑрскер, унӑн чакӑр куҫӗсем яланах савӑнӑҫлӑ, вӑл табак туртаканскер, анчах унӑн яланах тап-таса хырнӑ пичӗ туртман ҫынсенни пекех тулли та сывлӑхлӑ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйне пар лаша пӑхӑннине Дорофей кашни хутрах палӑртнӑ, тен, вӑл ҫавӑнпах хӑйне яланах мӑнаҫлӑ тытнӑ, калас пулать, ҫынсем умӗнче хӑйне яланах хисеплӗ вырӑна лартма тӑрӑшнӑ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсен хушшинче «пуҫсӑр-мӗнсӗр шухӑсем» те пур вӗсен, ҫӳрес пулсан, ҫил шӑхӑрса пымалла хӑвӑрт ҫӳрес пулать, машинӑна хӑваласа иртес пулсан, сӗрлесе-шавласа кӑна иртмелле, пӑрӑнмалла пулсан, хӗсӗнсе пӑрӑнмалла, — ҫавӑн пек хӑтланакансем милици работникӗсемпе яланах тӑшманла пурӑнаҫҫӗ, ыйӑха та, канӑва та пӗлмесӗр ӗҫлекен те пур, васкавлӑн тырӑ турттармалла пулса тухсан, вӑл руль умӗнче талӑкӗпех те ларма пултарать; анчах шел пулсан та, «калым мастерӗсем», урӑхла каласан, укҫа-тенкӗ шӑршине таҫтан туйса илекенсем те пур-ха: вӗсем яланах вӑхӑтра «газ парса», ӑҫта та пулин ют склада е базӑна пӑрӑнса кӗме пултараҫҫӗ, вара, ҫемҫенрех калас пулсан, «ҫула май, пушӑ каяс мар тесе» ют ҫын грузне тонна е тонна ҫурӑ тиеҫҫӗ, ҫул ҫинче тата кузова михӗ ҫакнӑ вунӑ «короле» лартаҫҫӗ; вӗсем пурне те пит чеен тума пултарнипе чылай вӑхӑтчен чи сыхӑ автоинспектор та ҫавна курма пултараймасть.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шухӑ каччӑ, яланах савӑнӑҫлӑскер, юрӑҫӑ, «йывӑр», «кӑна тума май ҫук» тени мӗннине пӗлменскер, нихҫан та хурланман каччӑ ҫул ҫук пулсан, — тӳррӗн каять, яланах вӑхӑтра ҫитет, кӗпер ҫук пулсан — ӑшӑх вырӑн шырать, машинӑна ҫав-ҫавах чуптарать, хӑйне ҫеҫ мар инкекрен хӑтарать, ӑнсӑртран тӗл пулнӑ тусне — шофера пулӑшать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл Барашкин пӗр чакмасӑр хӑй хыҫӗнчен ҫӳренисене, Катьӑн кӑмӑлне кайнине яланах пурне те пурнӑҫлама тӑрӑшнисене, Барашкинӑн чӗтресе тухакан тенор сассине тата унӑн кулленхи пекех, анчах та яланах пӗччен чӗрешӗн кӑмӑллӑ юрату сӑмахӗсене сасартӑк ырӑ енӗпе аса илнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Ма-ха эсӗ, Ефим, яланах ӗҫетӗн, яланах курми пулатӑн?
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Урапа яланах ҫакӑн пек ярӑннӑн, лаша та пӗрмаях ҫапла пуҫҫапнӑн туйӑнать; кустӑрмисем яланах ҫакӑн пек кӗрлемесӗр чӑштӑртатса пынӑн, сывлӑшра шӑнасем пӑнчӑ пек вӗҫе-вӗҫе иртнӗн туйӑнать; ҫеҫенхир пур чухне те тӗрлӗ тӗслӗ пулнӑ тата чечеклӗ тумтир тӑхӑннӑ пек туйӑнать, — йӗри-тавра мӗнпурри пурте яланхи пекех темелле, анчах Татьянӑн чӗринче темшӗн хальчченхи пек лӑпкӑлӑх ҫук.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кашни юнкер е офицер крепоҫре яланах портер ӗҫет, штосла вылять, экспедицисене хутшӑннӑшӑн награда парасси ҫинчен сӑмахлать, станицӑра вӑл ҫавнашкалах яланах хуҫисемпе чихирь ӗҫет, хӗрсене премӗксемпе тата пылпа хӑналать, казачкӑсен хыҫӗнчен сӗтӗрӗнет те вӗсене савса пӑрахать; хӑш чухне тата авланса та ярать.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Мана вӑл нихҫан та улталаман, нихҫан та ман ҫине вӗчӗрхенсе ҫилленмен; вӑл яланах эпӗ мӗн хушнине тӑватчӗ, яланах кӑмӑллӑччӗ, манпа вӑл пӗчӗк ача хӑйӗн тӑван ашшӗпе пурӑннӑ пекех лайӑх пурӑнатчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
хӑш чухне хваттерсен хушшинчи алӑксене питӗрсе хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗр хваттерӗн залӗпе тепӗр хваттерӗн гостинӑйне пӗрлештерекен алӑксем яланах питӗрӗнчӗк тӑраҫҫӗ, Вера Павловнӑпа Катерина Васильевна пӳлӗмӗсене пӗрлештерекен алӑксем ҫеҫ яланах уҫӑ, — ҫапла вара, ҫынсем йышӑнакан пӳлӗмсене пӗрлештерекен алӑксем хӑш чухне питӗрӗнчӗк тӑраҫҫӗ; ку вӑл ушкӑн пӗчӗк чухне ҫапла пулать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шухӑшласа тумалли ӗҫре ҫынна кофе, пӗрер стакан эрех энерги панине тата вӗсен вӑйӗ пӗр сехетлӗхе пынине, ун хыҫҫӑн ҫав вӑя кура организм ҫавӑн чухлех ывӑнса кайнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ; манӑн вара ҫав вӑй-халӗ яланах хамра, — манӑн нервсем хӑйсем ҫапла килӗшсе парӑннӑ — яланах чӗрӗ, вӑйлӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ӗлӗкхи пек, ытларах пӗччен пурӑннӑ, пӗччен шухӑшланӑ пулсан, ҫакна часах ӑнланса илме май пулаймастчӗ пулӗ; анчах халӗ вӑл яланах упӑшкипе пӗрле, вӗсем яланах пӗрле шухӑшлаҫҫӗ, унӑн мӗнпур шухӑшӗ упӑшкин шухӑшӗпе хутшӑнать.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тата хаваслӑ, Верочка, эпӗ яланах хаваслӑ, салху чухне те яланах хавас.— И веселая, Верочка, я всегда веселая, и когда грустная, все-таки веселая.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.