Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

яваплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
яваплӑ (тĕпĕ: яваплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑма яваплӑ ӗҫре тӑрӑшма ҫӑмӑлах мар пулин те, Ольга Петровна нихӑҫан та пуҫне усмасть.

Пусть женщине и не легко работать на руководящей должности, Ольга Петровна никогда не унывает.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Канашлура Дмитрий Медведев кӗпернаттӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашниех яваплӑ пулни пирки аса илтернӗ:

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашни яваплӑ».

Помоги переводом

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чӑвашсен «Хӑна юррине» ҫӗршывӑн чи паллӑ каналӗпе юрлама тивни, паллах, - сумлӑ та, яваплӑ та.

Помоги переводом

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Тӗрлӗ мероприятире Чӑваш Ене тивӗҫлӗ шайра кӑтартакан ачасен патриотлӑх, мӑнаҫлӑх ҫирӗпленет, вӗсем тӑван ен шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑса хываҫҫӗ.

У ребят, достойно представляющих Чувашию на различных мероприятиях, формируются патриотизм, гордость и личная ответственность за судьбу родного края.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӗсем пирӗн яваплӑ социаллӑ политикӑна «бюджета ҫисе яни» теҫҫӗ.

Они называют нашу ответственную социальную политику «проеданием бюджета».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Иртнӗ ҫул «Бреслер» НПП тулли мар яваплӑ обществӑра реле хӳтӗлевӗн аппаратурине тата аварирен сыхланмалли автоматикӑна туса кӑларакан ҫӗнӗ производство уҫӑлнӑ.

Новое производство аппаратуры релейной защиты и противоаварийной автоматики было запущено в прошлом году и в ООО НПП «Бреслер».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче «ЭКРА» НПП тулли мар яваплӑ обществӑра производство комплексӗн пӗрремӗш черечӗ хута кайрӗ.

В июне 2014 года запущена первая очередь комплекса производственного назначения в ООО НПП «ЭКРА».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Экоклинкер» тулли мар яваплӑ обществӑн илемлетмелли пысӑк пахалӑхлӑ клинкер керамика плиткисем туса кӑларакан Раҫҫейри пӗрремӗш завочӗ уҫӑлнӑ.

В октябре прошлого года в Новочебоксарске состоялось открытие первого в России завода высококачественной отделочной клинкерной керамической плитки ООО «Экоклинкер».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Обществӑри тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫӑва упрасси пирӗнтен кашнийӗнчен, пирӗн яваплӑ граждан позицийӗнчен, эпир пӗр-пӗрне хисепленинчен нумай килет.

Сохранение стабильности и согласия в обществе во многом зависит и от каждого из нас, от нашей ответственной гражданской позиции, от уважения друг к другу.

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней