Поиск
Шырав ĕçĕ:
Колорит тенине нациллӗ поэтӑн пултарулӑхӗнчен, сӑвви-юрринчен уйрӑм илсе пӑхма ҫук, вӑл поэт пултарулӑхӗн содержанийӗпе форминче — этем кӗлеткинчи ӳтпе юн пекех; вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрни — этемӗн ӳт-тирне каса-каса пӑрахса, юнне юхтарнӑ пекех.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Юрӑҫӑ-старик пурӑннӑ пурнӑҫра асапне те, хӗнне те пайтах курнӑ, тар юхтарнӑ, куҫҫуль тӑкнӑ, — юрлама пӑрахман: пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, ҫавӑнпа унӑн юррисем халӑх чӗринче юлнӑ, шухӑшӗсем халӑх ӑс-тӑнне кӗнӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Апат хыпкаличчен малтан виҫ черккене хура кӗленчери хӑй юхтарнӑ эрехе тултарчӗ:
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫутҫанталӑк ахӑрса кайса чӗрӗ мар турпаса юхтарнӑ пек вылять.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Папанинецсем пурӑнакан пӑра тинӗс юхӑмӗпе ҫил кӑнтӑралла, Гренланди ҫыранӗ патнелле, юхтарнӑ.
«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кранран юхтарнӑ пек туйӑнтӑр.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Нумай юн юхтарнӑ.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Миккин суккӑртарах хуняма карчӑкӗ лаҫра сӑмакун юхтарнӑ…
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Тӑваттӑмӗш ывӑлӗ Михаил та «Вперед» колхозра бригадирта ӗҫленӗскер, тӑванӗсем ҫапӑҫу хирӗнче юн юхтарнӑ чухне текех ялта пурӑнма пултарайман.
Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/
Сая каймасть эпир юхтарнӑ юн.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Йӑлтӑркка ҫӑлтӑрсем маншӑн салтаксем вӑрҫӑ хирӗнче юхтарнӑ юн пӗрчисем пек туйӑнчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ара, хӗрупраҫ пуҫҫӑн аллине анкар тытса ҫын юнне юхтарнӑ та.
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Иртнине ҫумӑр шывӗ юхтарнӑ…
Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ак ӗнтӗ вӑл, каллех хӑйне такама лапатка ҫине ҫавӑрса хунӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек каҫӑрткаласа, суя куллине лӑнкӑрт ҫӑтса ярса, хӑй тин ҫеҫ юхтарнӑ лӑймака, йӑплака сӑмахӗсене сирсе ывӑтрӗ те, хаярланса, самант чи малтанхисене, пуҫламӑшӗсене, усаллисене вут хыптарса, амалантарса ячӗ:
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Паллах, яланах «манах кельин сулхӑн, тунсӑхлӑ шӑплӑхӗнче Турӑ кӗнеки вуласа ларман» ӗнтӗ вӑл: ял ҫине те тухкаланӑ, тӗрлӗ уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗре (хӑнасене вӑл яланах килте хӑй ӑсланӑ «цехра» юхтарнӑ хавшак сӑмакун-аншарлипе, услам укҫипе лавккара туяннӑ пӗремӗкпе хӑналатчӗ) ташлама-юрлама та, шӳтлеме-кулма та, мерекке упӑтене ҫаврӑнма та пултарнӑ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Вырӑс апачӗ вӑхӑтӗнчи хӗвеле ҫӗрулмирен килте юхтарнӑ эрех тӗслӗ пӗр касӑ куҫман шӗвек пӗлӗт карса илнӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хурӑн шывне типтерлӗн юхтарнӑ пек, «хӳмене» пуҫа ҫухатса вӑрт-варт сӳтсе тӑкма васкамасӑр шутарчӗ вӑл сӑмахне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑйшӗн темрен те хаклӑ ҫак икӗ ҫырӑва вула-вула вӑл сахал мар куҫҫулӗ юхтарнӑ.
Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.
Ӗҫ шыраса вӑл фабрикӑ-заводсене, рудниксемпе шахтӑсене туртӑнать, вӑрман касса сулӑсем юхтарнӑ ҫӗре ӗҫлеме кӗрӗшет, хуласемпе пристаньсенчи хура ӗҫе каять, улпут-хуҫасем патне тарҫа кӗрет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.