Поиск
Шырав ĕçĕ:
Костя пӗлет: вӗсем моряксем мар, юханшыв ҫинче ӗҫлекенсем — водниксем, — моряксем юханшывсем ҫинче мар, тинӗсре ҫеҫ пулаҫҫӗ, — анчах вӗсем шӑпах моряксем пек: йӑлтӑртатса тӑракан тӳмеллӗ кӑвак кительсем тата шурӑ картузсем тӑхӑннӑ.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Васкамасӑр, шухӑшласа, пӗр пӑлханмасӑр, е ӑраснах интересленмесӗр вӑл ҫак тӗлӗнмелле юханшыва тавракурӑм патне ҫитичченех куҫӗпе сӑнаса кайрӗ те — ҫак юханшыв вӗҫе-хӗррисӗр сарӑлса, йӑлтӑртатса выртакан тинӗсе юхса кӗнине курчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тепӗр хутӗнче тата, юханшыв хӗрринче ларнӑ чухне, вӑл юханшыв урлӑ ишсе каҫакан ту качакин путекӗ путма пуҫланине курнӑ.В другой раз, когда старик сидел у своего перевоза, увидел он, что плывет молодая косуля и тонет.
Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.
Пӑртакках шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл, ҫил вӗрсе тасатнӑ мӗнле те пулин юханшыв ҫулне тупас тесе, йӗлтӗрҫӗсене каллех пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле ертсе кайрӗ: кунти юханшывсем пурте ҫурҫӗрелле, тинӗс еннелле юхнине пӗлет вӑл.
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Юханшывӑн тепӗр ҫыранӗ тӳрем те хӑйӑрлӑ, унта Заречье пӳрт-ҫурчӗсем ҫума-ҫумӑнах йӗркесӗр купаланса, хӗсӗккӗн ларса тулнӑ: кивелсе хуралсах кайнӑ хӑйсем, ҫӗрсе ҫитнӗ ҫивиттисем ҫинче сип-симӗс мӑк таткаланчӑкӗсем выртаҫҫӗ, ҫурчӗсем хӑйӑр ҫинче чалӑш-чӗлӗш тайӑлса кайнӑ, сывӑ мар пӗчӗк куҫӗсемпе юханшыв ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса лараҫҫӗ, чӳречисенчи кантӑк ванчӑкӗсем, ӗнсе кайнӑ евӗр, кӑвакӑн-симӗсӗн ҫутӑлса, шурӑ илнӗ куҫсем пек курӑнаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тен, вӑл мана каҫ сулхӑнӗ ҫапнӑ юханшыва курма чӗнесшӗн, ара, ҫак юханшыв тавралӑха ылтӑн ӗнтрӗкпе хупӑрлать-ҫке — кӑна калама пултараймастӑп.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ытах та эсир ҫак ункӑ ҫаврӑмне каҫпулттипе килсе тухсассӑн, — вӑл вӑхӑтра кунта йӗри-тавраллах шӑпланать, сирень чечекӗ тӗслӗ пӗлӗтсем анӑҫра тӑпах тӑраҫҫӗ, — сылтӑм енчи чӑнкӑ ҫыранта тӑнӑ май тӗпсӗр юханшыва ӳкнӗ пӗлӗтсене куратӑр — вара тӳсеймесӗр каҫхи юмахӑн ытамне кӗрсе ӳкетӗр: ӑҫта тӳпе, ӑҫта юханшыв — уйӑрса та илеймӗр, ӑҫта чӑн-чӑн пурнӑҫ, ӑҫта унӑн палӑрӑмӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Юханшыв вӑл тӗлте лӑпкӑ, ункӑ майлӑ курӑнать, сылтӑм ҫыранӗ шурӑ та чӑнкӑ, ҫав шурӑ тӗс симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан юхӑм ҫине ӳкет, вара ҫав мӗлке тӗпсӗр юханшыва нихӑҫан та путмассӑн туйӑнать.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Черныш пынӑ ҫӗртех каялла ҫаврӑнса пӑхать те ҫарпа тулса ларнӑ ту ҫулне, йӑм-хӗрлӗ юханшыва тата артиллеристсем ун урлӑ хӑйсен тупписене каҫарнине, ҫарсен куҫса пыракан тӗксӗм кӳлепи юханшыв леш енче куҫран ҫухалнине курать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Дрёмоври ытти ҫынсем ҫав палламан ҫынна юханшыв леш енче, «Ӗне чӗлхи» текен сӑмсахра, Ратский княҫсен ҫӗрӗ ҫинче курчӗҫ; вӑл унта, хӑва тӗмӗсем хушшинче, хӑйӑрлӑ сӑмсаха пӗр тан, сарлака утӑмсемпе виҫсе ҫӳрерӗ, ывӑҫ тупанне ҫамки патне тытса хула ҫине, Ока ҫине, Окана юхса кӗрекен кукӑр-макӑр, шурлӑхлӑ Ватаракша ятлӑ пӗчӗк юханшыв ҫине пӑхрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ун умӗнче ҫӑра тӗтре хупланӑ ҫаран, юханшыв курӑнать, юханшыв тепӗр енчи сӗвек сӑрт ҫине пукане пӳрчӗсем евӗрлӗ пӗчӗкҫӗ ҫуртсем лартса тухнӑ, вӑрман хӗрринче вӗсем пытаннӑ пек лараҫҫӗ.
Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ним те чарма пултараймасть вӗсене: йывӑҫсем те — йывӑҫ ҫине вӗсем тӑррине ҫитиех хӑпараҫҫӗ, юханшыв та — юханшыв урлӑ вӗсем хӑйсенчен кӗпер туса каҫаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Икӗ мильӑна яхӑн Дик Сэнд хӑй ҫыннисене юханшыв хӗррине илсе пычӗ — ку юпӑ пысӑк юханшыва юхса кӗмеллех ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Паллах, ҫак кӗрлесе юхакан ансӑр юханшыв тӑрӑх сулӑпа каҫма ҫук, анчах ун ҫыранӗпе утса, вӗсем, паллах, ҫак юпӑ юхса кӗрекен тулли юханшыв патне ҫитеҫҫех.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет.
Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html
1908 ҫулхи июлӗн вунпӗрмӗшӗнче пирӗн пӗчӗк ушкӑн Анюю текен юханшыв тӑрӑх кимӗсемпе ише-ише Гобилли ятлӑ пӗчӗк юханшыв патне ҫитсе тухрӗ.11 июля 1908 года наш маленький отряд, плывя на лодках по реке Анюю, достиг речки Гобилли.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Е тата юханшыв пирки калать: «Ҫакӑнта пӗвелесен, ку юханшыв тӑрӑх океан пӑрахучӗ те ҫӳреме пултарать!» — тет.Или насчет реки интересуется: «Тут если плотиной загородить, так океанский пароход пройдет!»
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Юханшыв хыҫнелле, — пирӗннисем нимӗҫсене юханшыв хыҫнелле ямаҫҫӗ.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн куҫӗ умне хыр вӑрманӗ, вӑрмантан аялтарахра шупка хӑвасемпе хупланнӑ юханшыв, юханшыв ҫумӗнче ларакан улӑм витнӗ чухӑн пӳртсем тухса тӑнӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Аван ун чухне ҫӑлтӑрсен айӗпе, хула витӗр юханшыв патнелле утса тухма, юханшывӗ те ҫав ҫӑлтӑрсемпе тулнӑ пек, хура лӑпкӑ шыва вӗсем витӗрех шӑтарнӑ пек туйӑнать.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.