Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юрларӑм (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вунпилӗк ҫул чиркӳре юрларӑм, пӗтӗм Луганск завочӗпе те манӑнни пек сасӑ ҫукчӗ пуль ахӑртне, кайран, шуйттан пуҫӗ, икӗ ҫул каялла пӗрре Донецра шыва кӗтӗм те ҫавӑнтанпах ӗнтӗ пӗр нотӑна та тасан илме пултараймастӑп.

— Пятнадцать лет был в певчих, во всем Луганском заводе, может, ни у кого такого голоса не было, а как, чтоб его шут, выкупался в третьем году в Донце, так с той поры ни одной ноты не могу взять чисто.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Эпӗ ҫав юрӑсене ҫав тери пысӑк туйӑмпа юрларӑм, епле илтмен пултӑр-ха вӑл вӗсене!

Как она могла их не слышать, ведь я вкладывал в них столько чувства!

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Чӑваш юррисене чикӗ леш енче пӗрре ҫеҫ мар юрларӑм.

За границей не раз пел чувашские песни.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Юлашкинчен туй юрри юрларӑм.

Последним пел свадебную песню.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хамӑн отрядри ачасемпе пӗрле эпӗ тинӗс тӗввисене ҫыхрӑм, канат туртрӑм, семафора мӗнле пӗлнине кӑтартса патӑм, тинӗс юррисене юрларӑм...

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

- Экзаменра Алла Борисовнӑн «Осень» юррине юрларӑм.

- На экзамене пел песню Аллы Борисовны «Осень».

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней