Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юрланӑ (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайӑксем ҫав-ҫавах хаваслӑ юрланӑ, вылянӑ, савӑшнӑ….

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кайран таҫтан, улӑхран, темӗн чухлӗ халӑх хупӑ ҫӑварпа ним сӑмахсӑр хурлӑ-хурлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑйӑ карти юрланӑ чух ҫав ушкӑн сассине тутлӑ яшканах тӑвар ҫитеймен пек туйӑнса тӑнӑ пулсан, Сухви юрла пуҫласан вара — ҫав ушкӑн сассипех пачах урӑх тутӑ парса — чуна кӑмӑллӑн сӑркӑлтаракан янрав хутшӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Юрланӑ чух — вунтӑваттӑри ача пек мар, ӳссе ҫитнӗ йӗкӗт пек, юмахсенчи ҫамрӑк принц пек курӑнать.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Елчӗк округӗн мухтавлӑ ывӑлне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса паттӑрла вилӗмпе пуҫне хунӑ ентешӗмӗре — пӗтӗм Раҫҫейри йывӑр атлетика турнирӗсен ҫӗнтерӳҫине Павел Портнова халалласа юрланӑ «Встанем» юрра Евдокия Егорова чуна витермелле шӑрантарчӗ.

Помоги переводом

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Юрӑсем юрланӑ, сӑвӑсем вуланӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш класпа сывпуллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-05-2 ... hn-3272321

Юрланӑ вӑхӑтра та хӑшӗ-пӗрин пек унталла-кунталла чупса ҫӳремесӗр, аллисемпе сулкалашмасӑр, кӗлеткипе хӑлаҫланмасӑр тымар янӑн пӗр вырӑнта тӑп тӑрать.

Помоги переводом

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Вӑй тапса тӑрать, хӗрарӑмсем-арҫынсем калаҫҫӗ ӗнтӗ, юрланӑ чухне ни ура та ыратмасть, пуҫ та ыратмасть, давлени те ӳсмест теҫҫӗ».

Помоги переводом

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Амӑшӗ юрланӑ вӑхӑтра хӗрачасем хӑйсем сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗҫ те ирчченех ҫывӑрчӗҫ.

Пока мама пела, девочки незаметно для себя уснули и проспали до утра.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

— Ӗлӗк вара иксӗмӗр чанклаттара-чанклаттара яра панӑ, ыталаша-ыталаша юрланӑ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уява хутшӑнакансем Яковлевӑн произведенийӗсене вуланӑ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ, тӑван чӗлхепе сӑвӑсем каланӑ, халӑх кӗпе-тумне кӑтартнӑ, куракансене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Помоги переводом

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл тӗнче илемне курнипе хӑпартланнӑ, тӗнче, пурнӑҫ илемӗ ҫинчен юрланӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ун чухне вӗсем, ҫакӑн пек кӗрхи каҫсенче, ҫак уйрах вылянӑ, кулнӑ, ташланӑ. юрланӑ — каҫхи вӑрман шӑплӑхне сухатнӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать, эпир каяс ҫул пуль ҫав», — ҫапла юрланӑ ӗлӗк-авал салтака ӑсанакан чӑваш ҫамрӑкӗсем.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрату юрри юрланӑ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫакан украинецсемпе пӗрле эпир Аркалык хулине ҫӳрекен вырӑнти пуйӑс ҫине лартӑмӑр, тепӗр кун кӑнтӑр иртсен хамӑра хушнӑ вырӑнта анса юлтӑмӑр.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Икӗ ҫул хушши ансамбльте юрланӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫемҫен, тӑсса, юрланӑ евӗр Сӑмах хушать мана пике.

Помоги переводом

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Вӗсем паҫӑр юрланӑ шӑпчӑк патнех ҫывхарчӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни каҫ шӑпчӑк ун ҫеҫки ҫине ларса юрӑсем юрланӑ, хӑйӗн савнине сӑхӑ куҫсенчен сыхланӑ.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней