Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юри сăмах пирĕн базăра пур.
юри (тĕпĕ: юри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хурлӑхлӑ хыпарсене ун умӗнче юри пӗлтерменнине сисрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита, хӑйӗн тусне чӑвашла калаҫма хӑвӑртрах вӗрентес тесе, юри вырӑсла сахал калаҫать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паян ирхине ялтан килнӗ чухне юри анса тӗрӗслерӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Элекҫей хӗре юри хатӗрленӗ кравать патне йӑтса пычӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӑхӑчӗ, юри тенӗ пекех, васкамарӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫӗр, юри пекех, юмӑҫ пӑхнин усал тупсӑмӗсем иксӗмӗре тиврӗҫ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑ мар этемсем юри ун ячӗпе усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.»

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук Михха патне васкаса пычӗ те хӑрах уринчи сӑран аттине тытса туртма пуҫларӗ, анчах Михха ури пуҫне юри каҫӑртса хытарнипе хӑвӑрт хывса илеймерӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ юри каларӑм, — Уҫкан кӑмӑлне ҫавӑрасшӑн пулчӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗри-пӗри, Сахар ҫуккине пӗлсе, юри мӑшкӑллас темен-ши?

Помоги переводом

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ вара юри сана курасшӑн кӗтӗм.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсемпе ҫармӑссем — вӗсен хушшинчен юри илсе пынӑ ватӑсем — ку сӑмахсене ун хыҫҫӑн каласа пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗркке пӗтӗм вӑйне пуҫтарчӗ те вӑл юрланине юри куҫне хупнӑ пек туса итлесе ларакан мӑрсана хыттӑн тӗртсе ячӗ, хӑй ун ҫине сикрӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем чарӑнас вырӑнне айван хана юри вӑрҫтарма тапратнӑ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасар курса ҫӳренӗ май вара каччӑ хӑй куҫ хывнӑ хӗрпе калаҫса каять, ыттисем вӗсене кансӗрлемеҫҫӗ, кирлӗ пулсан иккӗшне юри пӑрахса хӑвараҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун арҫынсемпе ытлашши пуплеме юрамасть-ҫке пасарта: таҫта ҫакӑнтах кӗҫӗн кинӗн упӑшки ҫӳрет, тен, ҫак вӑхӑтра вӑл арӑмне юри сӑнаса тӑрать-ха.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ юри килсе каласа хучӗ ӑна, эпир виҫҫӗн тан каятпӑр терӗ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл нумай листана шӑлтӑртаттарса сирсе тухрӗ, юлашкинчен хӑй шыранӑ хута тупрӗ пулас, юри хыттӑн, кашни сӑмаха тӑсса вулама пуҫларӗ:

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗмӗш хут ҫын янӑ та, юри килес терӗм.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней