Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратнине (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кама калас вӑл ӑна юратнине, кам ӑнланӗ ӑна?

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗлӗкхи чӑваш йӑлипе, вӗри мунча хатӗр пулнӑ ҫамрӑк мӑшӑр Кутемере пырса ҫитнӗ ҫӗре, Михала ҫапӑнма юратнине пӗлсе, Павлушпа Тимуш вӗрене турачӗсенчен икӗ милӗк хатӗрленӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Уйрӑлмалла марах Соньӑна юратнине те туйман вӑл, ҫемьеленсе ҫирӗплетмен ҫыхӑнӑва та шанман.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня Эльгеев мӗншӗн пӑлханнине туйрӗ, вӑл чӑнах ӑна юратнине ӗненчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑн пек тумалла пулнӑ кӑна Эльгеевӑн, анчах вӑл ылтӑн япала парса ытларах юратнине пӗлтересшӗн пулнӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Валькка, хӑмла кӗлетӗнче ӗҫленӗскер, Ваҫҫа ӑҫта ҫывӑрма юратнине пӗлнӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Джесси, эсӗ тӗлӗкӳсене сӑнласа кӑтартма юратнине, вӗсем санӑн ҫав тери кӑсӑклине эпӗ пӗлетӗп-ҫке-ха!

— Джесси, я знаю, как ты любишь рассказывать сны и как они у тебя интересны.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Детрей афиша вуларӗ те театра кайрӗ; сцена ҫинче ӑнланмалла мар темӗнле ашшӗсем хӑйсен ачисене идеалсене сутнӑшӑн ӳпкелеҫҫӗ, героиня вара ҫитмӗл ҫулти старике чӑннипех юратнине публикӑна ӗнентерме хӑтланать, — ҫав вӑхӑтра Детрей татӑклӑ йышӑну турӗ: вӑл каҫхи пуйӑспа Покета каясси пирки Ева Страттона паянах кайса калать.

Детрей прочитал афишу и отправился в театр; пока на сцене какие-то немыслимые отцы упрекали своих детей в измене идеалам, а героиня старалась уверить публику, что искренне любит семидесятилетнего старика, — сложилось окончательно его решение: сегодня же сообщить Еве Страттон, что он с ночным поездом едет в Покет.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Вӑл эпӗ ӑна хытӑ юратнине пӗлет-ҫке-ха.

 — Она знает, что я могла бы сильно любить ее.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сана юратнине — пулас юратӑва — эпӗ ҫапла майпа ҫеҫ палӑртаятӑп.

Лишь так могу я выразить мою — будущую — к тебе любовь.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑс-хакӑл янкӑс капӑрчӑкӗсем ҫут ҫанталӑка юратнине нумай сӑмахлӑ монологпа палӑртса хӑлаҫланаҫҫӗ, вӑл вара сӑмахсӑрах юратать, вӑрманпа ҫеҫен хире, юхан шывпа ту капламлӑхне пӗр кӗвӗлле вӗҫӗмсӗр ӗнӗрлекен сӑвӑҫсенчен аванрах ӑнланать.

Без слов, без длинных монологов, до которых так падки духовные франты, любил он природу и по-своему понимал ее не хуже присяжных поэтов.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Мана Чубук юратнине эпӗ малтанах пӗлсе тӑнӑ, анчах Чубук хӑй эпӗ ӑна ҫав минутра никамран та ытларах юратнине сиснӗ-ши?

Я ведь знал, что Чубук любит меня, но чувствовал ли Чубук, как горячо, больше, чем кого бы то ни было в ту минуту, любил я его?

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпир пурте, санӑн сцена ҫинчи юлташусем, Бардио Мария Ласурса ҫав тери тилӗрсе юратнине пӗлетпӗр.

Все мы, товарищи твои по сцене, знаем, как бешено любит Бардио Марию Ласурс.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрама тӑрӑшӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене чунтан юратнине, тав сӑмахсем час-часах калама ан манӑр.

Берегите семью как главную ценность и опору в жизни, чаще говорите слова любви и благодарности своим близким.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗ ячӗпе салам­лани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/15/news-3569396

Ҫуркуннехи пирвайхи ҫак уявра эпир сире тав туса тата сирӗнпе хавхаланса ырӑ сӑмахсем калатпӑр, юратнине, хисепленине палӑртатпӑр.

В этот первый весенний праздник мы с искренней благодарностью и восхищением посвящаем вам самые добрые слова, искренние признания в любви и уважении.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/07/news-3504321

Ыйту пач кӗтмен ҫӗртен янӑрарӗ, анчах Ван-Конет йывӑрлӑхран ӑнӑҫлах тухрӗ, вӑл хӗре яланах юратнине, мӗншӗн тесен унӑн пулас арӑмӗ евӗр хӗр пирки яланах ӗмӗтленнине пӗлтерчӗ.

Вопрос прозвучал врасплох, но Ван-Конет удачно вышел из затруднения, заявив, что он всегда любил ее, потому что всегда мечтал именно о такой девушке, как его невеста.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ ҫакна ас туса юлтӑм, ниепле те манаймарӑм, шухӑшлама тытӑн-тӑм та ҫав самантран сире юратнине пӗлтӗм.

Это я запомнила, никак не могла забыть, стала думать и узнала, что люблю вас с той самой минуты.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Консуэло кирек мӗн пирки те тӳррӗн калама, ҫынсене шанма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа акӑ мӗн пӗлтерӗшлӗ: хӑй юратнине вӑл Ван-Конета малтан каларӗ, тата — чӗрене питех те хумхантармалла пӗлтерчӗ, — пурнӑҫ опычӗ ҫук чӗрӗ чун ҫеҫ ҫапла тӑваять.

Как следствие прямого и доверчивого характера Консуэло, важно рассказать, что она первая призналась Ван-Конету в своей любви к нему и так трогательно, как это способно выразить только неопытное существо.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Галеран господин сире юратнине пӑхса тӑма кӑмӑллӑ, эпӗ вӑл сирӗн аҫӑр мар-ши тенӗччӗ.

Приятно видеть, как господин Галеран вас любит, я думала — не отец ли он?!

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Арҫын ача вулама юратнине кура Галеран ун валли тепӗр чух кӗнекесем илсе килкелет.

Заметив любовь мальчика к чтению, Галеран иногда приносил ему книги.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней