Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чипер юлӑр.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Чипер юлӑр!
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Чипер юлӑр, туссем.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫак ҫыравран ан юлӑр пӑрӑнса!
Турат пулса хуҫӑлатӑп // Николай КАРЛИН. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
8. Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ, 9. мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫак тӗттӗм тӗнчерен хӑтӑлса юлӑр; хӑвӑр мухтавӑрӑн савӑнӑҫне йышӑнӑр.36. Избегайте тени века сего; приимите сладость славы вашей.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Израиль килне ҫапла калать: Мана шырӑр, вара чӗрӗ юлӑр, тет.4. Ибо так говорит Господь дому Израилеву: взыщите Меня, и будете живы.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Карей ывӑлӗ Иоанан, ҫарпуҫсем тата пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа хушнине — Иудея ҫӗрӗнче юлӑр тенине — итлемен.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ; 10. эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мана чипер тирпейлесе пытар, аннӳне те манпа пӗр ҫӗрех пытар, ун хыҫҫӑн вара текех Ниневи ҫӗрӗнче ан юлӑр.10. Похорони меня прилично, и мать твою со мною, и потом не оставайтесь в Ниневии.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Валаам Валак чурисене ҫапла хуравласа каланӑ: Валак мана хӑйӗн ҫурчӗ тулли ылтӑн-кӗмӗлне парас пулсассӑн та, эпӗ Ҫӳлхуҫамӑм, хамӑн Туррӑм, сӑмахӗнчен иртейместӗп, [хам тӗллӗн] пысӑк ӗҫ те, пӗчӗк ӗҫ те тӑваймастӑп; 19. ҫапах эсир те кунтах ҫӗр каҫма юлӑр, эпӗ Ҫӳлхуҫа хама тата мӗн калассине пӗлӗп, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей вара Иисуспа, хӑйне пулӑшса тӑраканпа, тӑнӑ та Турӑ тӑвӗ ҫине кайнӑ, 14. пуҫлӑхсене ҫапла каласа хӑварнӑ: эпир хӑвӑр патӑра таврӑниччен эсир ҫакӑнтах юлӑр; акӑ Ааронпа Ор сирӗнпе пӗрлех; камӑн та пулин тавӑҫ пулсассӑн, вӑл ҫавсем патне пытӑр, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: эсир Манӑн ӳкӗтсене, Манӑн саккунсене пӑхӑнасран чылайччен пӑрӑнса ҫӳрӗр-и? 29. астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа сире шӑматкун панӑ, ҫавӑнпа Вӑл улттӑмӗш кунӗнче ҫӑкӑрне икӗ кунлӑх парать: кашнийӗ хӑй патӗнче [хӑйӗн килӗнче] юлӑр, ҫиччӗмӗш кунӗнче никам та хӑйӗн вырӑнӗнчен ан тухтӑр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19. эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20. хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫавӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.