Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аппӑшӗн упӑшки вилнӗ, вӑл, тӑлӑха юлнӑскер, пӗр-пӗчченех пурӑннӑ, ӑна, тӑван шӑллӗ ҫинчен аса илнӗ чухне, пӗр хут ҫеҫ те мар йывӑр пулнӑ пуль.
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Унӑн амӑшӗ чахоткӑпа чирлесе вилнӗ хыҫҫӑн, ашшӗ, пӗр кӗтӳ вӗтӗр-шакӑр ачапа тӑрса юлнӑскер, иккӗмӗш хут авланнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫутта курнипе пуҫра ҫуралма пултаракан туйӑм, суккӑра йӑхранах юлнӑскер, хӑй пурнӑҫӗнче ҫутта пӗрре те курман ача пуҫӗнче темӗнле чунлӑ мӗлкесем пек, тепле ытла та асаплантарса, кӳлепесӗр, тӗтреллӗн тухса тӑнӑ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Якобинец — ҫак пӗчӗк ача, анчӑк ҫури, хӑйӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн аслӑ пиччӗшӗ патне усрава юлнӑскер, маркизӑн наследникӗ пулмалласкер, мӗншӗн тесен маркизӑн ача-пӑча пулман…
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Халь эпӗ, пӗртен-пӗр хӑтӑлса юлнӑскер, ҫав ӗҫпе каятӑп.
I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ ун тӑванӗн ывӑлӗ, тӑлӑха юлнӑскер, тӗрлӗ опытсем тунӑ чухне унӑн тӗп помощникӗ пулса ӗҫлетӗп.В качестве племянника и сироты я стал главным помощником профессора в его научных опытах.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Кинга илсен те акӑ, — терӗ Паганель, — Бёрк экспедицинчен пӗччен пуҫпа ҫӑлӑнса юлнӑскер, вӑл та ҫаплах калать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах ылханлӑ музыкант Мишо, иртенпех ӑнсӑртран замокра юлнӑскер, подвалта эрех пичкисем хушшинче ӳсӗр йӑваланса выртнӑскер, халӗ каллех ҫак ӗҫе эпӗ турӑм, тенӗ те, ӑна каллех награда панӑ тата сержант туса хунӑ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Унпа пӗрле пурӑнакан амӑшӗ, мӑшӑрсӑр юлнӑскер, ырӑ ҫемьеренех пулнӑ, анчах пуян пулман, хӗрӗсӗр пуҫне, ун урӑх ача ҫуралман.Она жила с своей матерью, благородной, но небогатой вдовою, у которой не было других детей.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Каҫ пулнӑранпах пӑлханса шухӑшланипе чунӗ пушанса юлнӑскер, юр тӗтреллӗн ҫутатакан ҫӗрлехи сӗмлӗхелле кӑштах салхуллӑн тинкерсе, вӑл нумайччен пас тытнӑ сивӗ чӳрече ҫумне пичӗпе тӗршӗнсе ларчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр кубанец ҫеҫ, станичникӗсен ушкӑнӗнчен татӑлса юлнӑскер, ухмахла калаҫупа тытса чарнӑшӑн Прохора чӑнласах хытӑ ҫилленчӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Кӗлте ҫӗрӗшнӗ-ҫке, ӳксе юлнӑскер.
Ҫӗр улпучӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Австри офицерӗнчен тӑпӑлтарса тухнӑ калама ҫук селӗм хӑла утпа тӳрех Воронеж хулинчен калмӑк сӑнлӑрах Федот Бодовсков, хӑйӗн полкӗнчен татӑлса юлнӑскер, сиктерсе ҫитрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӳрех Кондратьев патне кайса: апла та капла, Петро Несмашный, Отечественнӑй вӑрҫӑ инваличӗ, алӑсӑр юлнӑскер, ыратакан чунӗнчен… тесе калас терӗм.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хутор атаманӗ Кирюшка Солдатов (вӑрҫӑра вӗлернӗ Маныцков вырӑнне юлнӑскер), хӗрлӗ мӑйӑхлӑ, чапрасрах куҫлӑ чанккамас казак, хӑйне ытла та тӑвӑнчӑклӑн тытрӗ; лавкка умӗнче хӗрсе кайнӑ шавлӑ калаҫӑва те-еплерен ҫеҫ хутшӑнкаласа, чалпашшӑн пӑхакан куҫӗсене казаксен пичӗсем тӑрӑх шутарчӗ, хушшӑн-хушшӑн хыпӑнчӑклӑн ҫухӑрашса ҫатӑлтатрӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Прохор Зыков, питҫӑмартийӗ ҫине таканлӑ ут чӗрни йӗрӗ шӑрланса юлнӑскер, халӗ кӑна лазаретран таврӑннӑ та, ун тути хӗррисем ҫинчи асаппа сехӗрленӳ ҫаплах иртсе каяйман-ха, йӑваш куҫӗсене те ӗлӗкхинчен тӑтӑшрах мӑчлаттарса уҫса хупать вӑл; Егорка Жарков кашни тӗл килмессеренех ирсӗр намӑс сӑмахсем вылятать, ӗлӗкхинчен ытларах путсӗрленет тата тӗнчере мӗн пура-ҫука пӗтӗмпех ылханать; Григорипе пӗр хутортан килнӗ Емельян Грошев, яланах ӗҫлӗ те тимлӗ, ҫӑмӑлттай мар казак, пӗтӗмпех темле пӗкӗрӗлсе кӗчӗ, хуралса кайрӗ, ухмахла ахӑлтатса кулакан пулчӗ, кулли хӑйӗн темле ӗненчӗксӗррӗн, чӑртмахла тухать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑрман касма кайсан юлнӑскер…
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Артиллери полкӗ, горючисӗр тӑрса юлнӑскер, хӑйӗн тупписене ятсӑр юханшыв ҫыранӗсем тӑрах сапаласа пӑрахнӑ.На берегах безымянных рек, оставшись без горючего, разбросал свои пушки артиллерийский полк.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Пӗр 40 ҫул ӗлӗкрех ҫак таврашра питӗ чаплӑ пулнӑ пуян ҫын Корней Васильев, халӗ ҫул ҫӳрекен чухӑн ҫын пулса юлнӑскер, хӑйӗн хӗрӗ патӗнче вилсе выртни ҫинчен пурте пӗлнӗ.
V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
«Ку ҫавӑн чухне кӗсре хырӑмӗнче юлнӑскер пулмалла. Ҫавӑн пекех усӑк купарчаллӑ та сарлака ӑмӑрлӑ, ҫӑмламас ураллӑ», тесе шухӑшларӗ Корней.
IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.